Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗнчен (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрать-и? — терӗ вӑл, ӑна пуҫӗнчен лӑпкаса.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Петӗр, тыт пуҫӗнчен, — хушрӗ тетӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иван тилхепине ҫуна пуҫӗнчен ҫыхрӗ те тимӗр кӑвака аллинчи чӑпӑрккипе сӳсе илчӗ — урхамах кил еннелле ҫил пек тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сергей шӑллӗне пуҫӗнчен шӑлса илчӗ те вырма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лаша тапранса кайиччен ашшӗ Ольӑна чӗнсе илчӗ те: — Хӗрӗм, ҫынсемпе пӗрле выльӑхсене кӗтӗве хӑваласа яр та эпӗ киличчен шӑллусем патӗнчен ниҫта та ан пӑрӑн, — терӗ, ӑна пуҫӗнчен ачашласа.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар лаша ҫинчен ҫӑмӑллӑнах сиксе анчӗ те йӗвен аврине янавар мӑйне ҫавӑрса ҫыхрӗ, «ҫи-ха, ирӗклӗ ҫи» тесе, ӑна пуҫӗнчен ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӳпеттейли лаша пуҫӗнчен тытнӑ юлташӗ патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутарӗ лаша пуҫӗнчен тытнипех куҫӗсемпе юлташӗ ҫинелле ыйтуллӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр ун ҫине пӑхмарӗ те, туйипе кӑнтарса ӑйӑра пуҫӗнчен тытнӑ тутара айккинелле пӑрӑнма, Ивана малалла кайма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрман ҫумӗпе иртсе пынӑ чухне йывӑҫсем хыҫӗнчен икӗ ҫын сиксе тухрӗ те, пӗри ҫавӑнтах ӑйӑр пуҫӗнчен уртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ывӑлне пуҫӗнчен ачашласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сахар, пӗвӗпе хӑйпе тан ывӑлне ыталаса ҫурӑмӗнчен, пуҫӗнчен лӑпкаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӑҫтук, пуҫӗнчен кайса тыт-ха лашана, — терӗ Сергей Мӑҫтука, учӗ малалла утса кайма тӑнине курса.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Иливан пек, — хӗрне пуҫӗнчен ачашлать Эрнепи.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан вӑл сан ҫине тапӑнса пынӑ чух ӑна сӑнӑпа чиксе пӑрахаҫҫӗ е пуҫӗнчен пуртӑпа патлаттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тахӑшӗ ӑна хӑйӗн пуҫӗнчен сӳсе илсе шур явлӑк тыттарчӗ, Сююнбике ҫил ҫине тытса ҫав явлӑка вӗҫтерме пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӳршӗ йытти Ҫӑмламас пынӑ та шӑпах ҫав харсӑр чакака урипе пуснӑ, пуҫӗнчен кӗҫ-вӗҫ хыпса ҫыртас пек хӑрлатса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Варвари инке ҫӑлтан ӑсса кӑларнӑ шывпа пуҫӗнчен сапсан ҫеҫ тӑма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Юрать-ха, шофер йӑпӑлтине хӗрхенсе пуҫӗнчен шӑлса лӑпкаман.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех