Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗнчен (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Часах тӑрантас пуҫӗнчен лимонадпа квас кӗленчисене туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Капансене пӑхса тухнӑ тӗле Ҫичҫырма кати пуҫӗнчен трактор килни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур витене пӳрт енчен мар, тепӗр пуҫӗнчен ҫитсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эгер бульварӗнче пурӑнакан хӗрарӑм кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗччен 16 ҫулти хӗрне пӗрмай хӗненӗ: аллипе пуҫӗнчен тата ытти вырӑнтан ҫапнӑ, шӑлавар пиҫиххийӗпе те хӗненӗ.

Женщина, проживающая на Эгерском бульваре, с февраля по июль этого года наносила побои 16-летнюю дочь: избивала рукой по голове и по другим местам, в ход шел и брючной ремень.

Амӑшӗ хӗрне хӗнесе пурӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35744.html

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, баскетбол вылякансен мечӗкӗ айккинелле сирпӗнсе кайса 3 ҫулхи хӗрачана пуҫӗнчен пырса лекнӗ.

Вчера, 30 июля, мяч игроков в баскетбол отлетел в сторону и попал по голове 3-летней девочки.

Вӑйӑ лапамӗнче аманнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35603.html

Сивӗ ҫӑл пуҫӗнчен килтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

«Ашшӗпе амӑшӗ ҫывӑрма выртнӑ пулас. Хӑй вара ӑҫта тӗпленчӗ-ши? Тӗнчен хӑш кӗтесӗнче тупрӗ-ши хӑйӗн телейне Тоня?» — хальччен те пуҫӗнчен тухмарӗ пӗрремӗш юратӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӗтӗмпех лайӑх пулӗ, — куштӑрканӑ аллипе ачашларӗ Кирила пуҫӗнчен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пуҫӗнчен самай хытӑ лектернипе вӑл кашласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Лавсем тапранаҫҫӗ, хыҫалти лав хыҫҫӑн халӗ виҫӗ хӗр утать, ял пуҫӗнчен иртсен, вӗсем ҫаврӑнса тӑрса алӑ сулаҫҫӗ те урапа ҫине лараҫҫӗ, юсталлӑ лашасем юртӑ ҫине ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Юлашкинчен Укахви ыратакан аллине тимӗр койка пуҫӗнчен тытса ҫыртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Саня, пӗве пуҫӗнчен хӑвӑрт иртсе, хӑюллӑн шатрун ҫурт еннелле утрӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Йытӑ тени хуҫине пӗтӗм чунӗпе парӑннине кунтан ытла кӑтартаяс та ҫук пек туйӑннӑран вӑл ӑна ҫаплах ачашласа юратрӗ, пуҫӗнчен лӑпка-лӑпка илчӗ, ӑшӑ сӑмахсем каласа мухтарӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Думитру айӑплӑн пуҫне чиксе тӑракан хӗрачана асӑрхарӗ те ӑна хӑй ҫумне тытса ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ, пуҫӗнчен ҫупӑрларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мунча хыҫнелле кӗрсе кайрӑмӑр, ҫырма пуҫӗнчен иртрӗмӗр, кукӑр-макӑр урампа анаталла анса кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пуҫӗнчен пуҫласа ури таран пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ҫапах, Машук ун тавра явӑнать пулин те, укҫа ыйтӑвӗ ун пуҫӗнчен тухмарӗ…

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ӑнлантарса панинче: «Инессӑпа иксӗмӗр хушӑра пирӗн ним те пулса иртмен, ӑна Арлашкин пӗтӗмпех хӑйӗн пуҫӗнчен шутласа кӑларнӑ», — тесе ҫыр та, ӗҫӗ пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ман ҫинчен те ҫырма пулать, тесшӗн мар-и эпӗ? — ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй, анчах ҫав шухӑшран ҫавӑнтах вӑтанса кайрӗ, ӑна хӑвӑртрах пуҫӗнчен хӑваласа яма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Сӑмах май пирӗн ҫакна палӑртса хӑварас килет: колхозлӑ ял ӗҫченӗсен пурнӑҫне сӑнласа паракан хӑш-пӗр произведенисене вулатӑн та унти чылай вырӑнсене, конфликтсене ӗненместӗн, мӗншӗн тесен авторӗ вӗсене чӑн пурнӑҫран илмен, хӑй пуҫӗнчен шухӑшласа кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех