Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗнчен (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑм пӗчӗкскере, ҫиҫекен куҫӗсенчен пӑхса, пуҫӗнчен ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Койка пуҫӗнчен тыткаласа ҫеҫ ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Ӗненмен Фома-им эсӗ? ҫав тимӗр Гаврил Романович пуҫӗнчен ҫур метрта ҫеҫ вӗҫсе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӑткӑн шоферӑн пуҫӗнчен «Жигули» шухӑшӗ пачах тухса ӳкрӗ вара.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Раман, арӑмне лӑплантарас тесе, пуҫӗнчен, хулпуҫҫинчен ачашларӗ, ӑшӑ сӑмах каласа чуптуса илесшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман ҫамрӑк хӗрарӑма пуҫӗнчен ачашлать, лӑпкать, ӑшӑ сӑмахпа лӑплантарать.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасартӑк вӑл хӑйне такам пуҫӗнчен ҫапнӑ пек шӑпланчӗ, пӳрт ҫумӗнчен пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та Ванюш пуҫӗнчен тухмарӗ, унӑн сӑмахӗсем хӑлхара янрасах тӑчӗҫ: «Ваҫиле, эсӗ хаваслӑ хӗр…».

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗтмен ҫӗртен йытӑ вӗрсе янипе, ҫула картласа хунипе лешсем ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа кӗпер пуҫӗнчен тӳрех шыва чӑмрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

— Ах, йӑпӑлти-ҫке эсӗ! — тесе йыттине пуҫӗнчен ачашшӑн лӑпкарӗ Сатур.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Икӗ ҫырма пуҫӗнчен, йывӑҫсем лартса тултарнӑччӗ те ун чухне, выльӑхсене кӗртмен.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пульница, калас пулать, икӗ ҫырма пуҫӗнчен чылай аякра, район центрӗнче ялтан пӗр вунӑ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халӑх икӗ ҫырма пуҫӗнчен пуҫласа Самать таран ахалех тӑсӑлса выртан ҫӗре сӑнавлӑх уйӑрса пама килӗшет.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Асамлӑ шывӗ пуҫӗнчен пуҫласа куҫа шартаракан шурӑ-шӑрӑ ури патнех йӑпӑртаттарса чупса анать те сасартӑках йӗп чиксен те куҫ курман тӗттӗм мӗлке ӑшӗнче ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Асаплансах ҫитнӗ ача варне алӑпа тыткаласа сӑтӑрса пӑхать, шӑтнӑ пушмак пуҫӗнчен тухса тарма тӑнӑ ура пӳрнисене пытаркалать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Завьялова пуҫӗнчен тытӑнса ура тупанӗ патне ҫитиех пӑхса илме кӑштах каялла чакса тӑрса, сӑмахӗсене тӑсса, юрланӑ пекех каласа хучӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Вӑл хӑйӗн тӗлӗнмелле киревсӗр шухӑшӗсенчен пӗрне те пуҫӗнчен кӑларса пӑрахмасӑр тухса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна пуҫӗнчен темскер ҫапрӗ, вӑл самолетран тухса ывтӑнчӗ, анчах тӑнне ҫухатмарӗ, вӑрманалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хӑйсем машина ҫинче ларса килнӗ чух шухӑшлани, вӑл тылра мӗнле пуласси ҫинчен, темле хӗрсем ҫинчен, ташӑсем ҫинчен айванла, кулӑшла ӗмӗтленни пӗр самант хушшинчех ҫухалчӗҫ, унӑн пуҫӗнчен тухса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр пуҫӗнчен кӑшт ҫӑварне хыпрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех