Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлӗҫ (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай тӑмӗҫ, таврӑнма та пуҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Члена илнӗ чухне каллех ун пек те кун пек калаҫма пуҫлӗҫ, фермӑра ӗҫленине аса илӗҫ, тен, тата члена илме те килӗшмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакна кура авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 331-мӗш маршрута кӗске ҫулпа ҫӳреттерме пуҫлӗҫ.

В виду этого с 1-го сентября появится укороченный рейс для маршрута №331.

Шупашкарти пӗр шкул Пӗлӳ кунӗнче уҫӑлман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32803.html

Авӑнӑн 9-мӗшӗнчен ӗҫсем йӗркене кӗме пуҫлӗҫ.

Дела начнут налаживаться с 9 сентября.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах сире тата вӑйлӑрах хисеплеме пуҫлӗҫ.

Но отношение к вам в целом поменяется, станет более уважительным.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тунтикун кирлӗ ҫынпа тӗл пулӗҫ, ытларикун савӑнӑҫлӑ канма пуҫлӗҫ.

В понедельник Девы встретятся с кем надо, а во вторник начнут развлекаться.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ан пӑшӑрханӑр, кӗҫнерникун лару-тӑру лайӑхланӗ, вӗсем сирӗнпе кашни утӑмра канашлама пуҫлӗҫ.

Не переживайте, ведь в четверг ситуация заметно улучшится, и сослуживцы начнут советоваться с Овнами по каждому поводу.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Нарӑсӑн ҫак кунӗсенче пурте сирӗн пирки калаҫма пуҫлӗҫ — сирӗнпе кӑсӑкланӗҫ тата чылай ӗҫлӗ ҫын паллашма шухӑшлӗ.

В эти февральские дни вы почувствуете себя знаменитыми – интерес к вашей персоне растет, и многие деловые люди мечтают о сотрудничестве.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫлама пултаратӑр, ҫапла май сирӗн плансем пурнӑҫа кӗме пуҫлӗҫ.

Девы удовлетворят свои амбиции, и многие ваши планы начнут воплощаться в жизнь.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Укҫа-тенкӗ енчен чиперех пулмӗ, ҫавна май Йӗкӗрешсем ӗҫ ылмаштарасси пирки шухӑшлама пуҫлӗҫ.

Финансовая ситуация нестабильна, и Близнецы начнут задумываться о смене работы –

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӳлти каланӑ тӑрӑх, вӗсем Вӑрӑм Ура ӑсталӑхне икӗ ҫул вӗренсен тин тӗрӗс ӑнланма пуҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ку шухӑш Михала ашшӗне килӗшнӗ пулнӑ: намӑса кӗресси те пӗтӗ, сборщиксем те тепӗр хут Кутемере ҫӑмарта турттарма пуҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑштах хӑратса илӗпӗр те Садурова, ӑна кура ыттисем те куҫран пӑхма пуҫлӗҫ тесе тӗв тунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Переворот пуличчен те ӑна лаша вӑрланӑшӑн хӗнене, кайран та ҫавнашкалах хӗнеме пуҫлӗҫ!

И до переворота за краденых лошадей его били, и после за то же самое бить будут!

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫитес ҫултан муниципалитет округӗсем туллин ӗҫлеме пуҫлӗҫ.

С будущего года муниципальные округа будут работать в полном объеме.

19 район муниципалитет округӗ пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31394.html

Европӑран кӳрсе килме пӑрахнӑран малашне Китайран турттарма пуҫлӗҫ.

Поскольку перестали ввозить из Европы, в будущем начнут завозить из Китая.

Чек лентти: ӑҫта ҫухалнӑ тата мӗнле сӑлтава пула? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5963-%D0%A7% ... B0%3F.html

Вара пирӗн тӑмлӑ ҫӗрсем те хальхинчен чылай тухӑҫлӑрах тырӑ пама пуҫлӗҫ, нумай-нумай выльӑх тӑрантарса усрама май килӗ тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Оперштбра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнерен 5-8-мӗш классем шкулта парта хушшинче вӗренме пуҫлӗҫ.

В Оперштбе сообщается, что со следующей недели учащиеся 5-8 классов будут учиться сидя за партой.

5-8-мӗш классем те шкула ҫӳреме пуҫлӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31132.html

4. Анчах кунта тӳрех шкул директорӗсем чупса килӗҫ те, укҫа-тенке юпа уйӑхӗнче уйӑрнӑ пулсан та, ӑна раштав уйӑхӗнче ҫеҫ тӳлӗҫ, ҫапла май укҫана ҫулталӑк кӗтме тивет тесе кӑшкӑрма пуҫлӗҫ, ҫавна май эпир пурпӗрех ҫулталӑк кӗтмелле тесе шутлӑпӑр — ара, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем-ҫке эпир, пире шалккӑ мар.

4. Но тут сейчас налетят директора школ и начнут орать про то, что денег надо год ждать, хотя деньги выделялись в октябре, значит выплатили бы их максимум в декабре, но все равно год посчитаем, мы же расточители.

Ҫӗнҫӗпӗрти пӗр шкулта спортзал урайне улӑштарма мӗн хака ларнӑ? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5939.html

Ҫавӑн чухне кӑна сана хисеплеме пуҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех