Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗре кӗртсессӗн, сан умӑнтан нумай йышлӑ халӑхсене: хетсене, гергесейсене, аморрейсене, ханаансене, ферезейсене, евейсене тата иевусейсене — санран йышлӑрах та вӑйлӑрах ҫичӗ халӑха — хӑваласа ярсассӑн, 2. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсене санӑн аллуна парсассӑн, эсӗ вӗсене аркатса тӑкӑн, вара тупала вӗсене, вӗсемпе пӗр канашлӑ ан пул, вӗсене ан хӗрхен; 3. вӗсемпе ан хурӑнташлан: хӑвӑн хӗрне унӑн ывӑлне качча ан пар, унӑн хӗрне те ывӑлу валли качча ан ил: 4. вӗсем санӑн ывӑлусене Манран пӑрса ярӗҫ, ывӑлусем урӑх турӑсене пуҫҫапма пуҫлӗҫ, вара сире ҫилленсе Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитӗ те, Вӑл сана часах пӗтерсе пӑрахӗ.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 51. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: Иордан урлӑ каҫса Ханаан ҫӗрне ҫитсессӗн, 52. унти пур халӑха та хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярӑр, вӗсем тунӑ мӗнпур йӗрӗхе — ӳкерсе тунисене, шӑратса тунисене — пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе тухӑр, вӗсенӗн тӳпем вырӑнӗсене те аркатса тӑкӑр; 53. ҫӗрӗсене туртса илӗр те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫӑр, Эпӗ ку ҫӗре сире еткерлӗхе паратӑп; 54. еткерлӗх ҫӗре шӑпа тӑрӑх йӑхсерен валеҫсе парӑр: нумай йышлине нумайрах ҫӗр парӑр, сахал йышлине сахалрах парӑр; кама ӑҫта шӑпа тухать, унӑн еткер ҫӗрӗ ҫавӑнта пулать; еткерлӗх ҫӗре аҫӑрсен йӑхӗсем тӑрӑх илӗр; 55. ҫавӑнта пурӑнакансене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ямасассӑн, вӗсем, унта юлнисем, сирӗн куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, сире аякӑрсенчен чикӗҫ, сире хӑвӑр пурӑнакан ҫӗрте хӗстерме пуҫлӗҫ, 56. ун чухне Эпӗ вӗсене мӗн кӑтартма шутланине сире кӑтартӑп, тенӗ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ левитсене тасатса Мана халалласассӑн, вӗсем вара пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлеме пуҫлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Мана Израиль ывӑлӗсем вырӑнне панӑ: 16. Израиль ывӑлӗсен вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗ вырӑнне Эпӗ вӗсене Хам валли илетӗп, 17. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнисем — этемрен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранчченех — пурте Манӑн: Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнисене пӗтӗмпе пӗтерсе тухнӑ кун Эпӗ вӗсене Хам валли тасалӑх тивлечӗ кӳтӗм те 18. Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлӗ вырӑнне левитсене илтӗм; 19. вара левитсене Израиль ывӑлӗсем хушшинчен уйӑрса Ааронпа унӑн ывӑлӗсене патӑм, вӗсем пуху чатӑрӗ таврашӗнче Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑччӑр, Израиль ывӑлӗсем сӑваплӑ вырӑн патне пырса ан пӗтчӗр тесе, вӗсене Израиль ывӑлӗсене сыхласа хӑваракансем турӑм, тенӗ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсен чӗрине тӑшманӗсен ҫӗрӗнче шиклӗ тӑвӑп, вӗсем ҫулҫӑ чӗтӗренине илтсессӗн те тарма пуҫлӗҫ, хӑйсене хӗҫпе хӑваланӑран тарнӑ пек тарӗҫ; никам хӑваламасӑрах ӳксе пӗтӗҫ, 37. хӗҫ касса ӳкернӗ пек, пӗр-пӗрин ҫине такӑнса ӳкӗҫ, никам хӑваламан чухнех ҫапла ӳкӗҫ, тӑшманӑрсене хирӗҫ тӑма сирӗн хал ҫитеймӗ; 38. эсир ҫав халӑхсем хушшинче вилсе пӗтетӗр, сире хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗ ҫӑтса ярӗ; 39. сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗнче хӑрса пӗтӗҫ; хӑйсен ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑрса пӗтӗҫ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗнӗ саккун проекчӗ вара хушма ҫӑмӑллӑх парать: 70 тата 80 ҫул тултарнӑ ватӑсем те компенсаци илме пуҫлӗҫ.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№