Шырав
Шырав ĕçĕ:
Патшалӑх пуҫлӑхӗсен йӑвине, тӳре-шарасен тӗркине ирӗклӗхшӗн ҫӗр ҫинчен ҫапса салатас вӑхӑт ҫитсессӗн вут-кӑварӑн, тӗнче пролетарийӗ, — ӗмӗрсем витӗр куракан, — чӑнлӑха калакан, — вӗсене аркатнипе ҫеҫ ан чарӑн!
Тӗп пултӑр // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 54–57 с.
Вӑл буржуалла революци ҫынна, унӑн «турӑ пилленӗ пуҫлӑхӗсен» (король, сеньор, чиркӳ — Н. С⋅) ҫумне ҫыхса лартнӑ тӗрлӗ тӗслӗ феодаллӑ ҫыхӑнусене пӗр хӗрхенмесӗр татса пӑрахнине» чӗререн ырлать, анчах ҫӗнтернӗ буржуази «ҫынсем хушшинче пӗр ҫыхӑну кӑна — пӗр интерес, чунсӑр «таса укҫа» интересӗ ҫеҫ тӑратса хӑварасран» хӑрани ун сассинче палӑрать.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Халӑх «Йӗркерен тухма» пултарассине сиссе, полици директорӗпе рабочи юхӑмӗн пуҫлӑхӗсен сӑмахӗсене пичетленӗ.
XXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Кӗҫех вӑл Поливановкӑна куҫса ларнӑ, колхозӑн ӗлӗкхи пуҫлӑхӗсен темиҫе ҫурчӗ унчченех пулнӑ кунта, Василий Куприянович вара Председатель кассин сылтӑм флангӗ пулса тӑнӑ.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫакна тума министерствӑсемпе ведомствӑсен, муниципалитет пуҫлӑхӗсен иртен пуҫласа каҫчен ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗпе йышӑнма та кирлӗ мар.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Мухамеджинов ҫамрӑк салтак, тутар, вырӑсла аран кӑна ӑнкараканскер, хӑй пуҫлӑхӗсен пӑтӑрмахӗсемпе — чӑн-чӑннипе те, шутласа кӑларнипе те — йӑлт анӑраса, аптӑраса ҫитнӗ.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тивӗҫлӗ килӗшӳлӗхе Ассири хуҫипе те сыхласа хӑварма пултарӗ Соломон, ҫав вӑхӑтрах тата, Тир Хирамӗпе ӗмӗрлӗх туслӑхшӑн, ун патшалӑхне ҫаратса тӑлпӑстарасран та хӑтарӗ, — ҫак патшалӑх вара ансӑр урамсенчи йӑвӑ ҫуртсен путвалӗсенче пытарнӑ хӑйӗн шутласа кӑларма ҫук нумай пуянлӑхӗпе тухӑҫ пуҫлӑхӗсен ҫӑткӑн куҫӗсене тахҫантанпах кӗҫӗттерсе, илӗртсе тӑрать ӗнтӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Станца пуҫлӑхӗсен хисеплӗ сословийӗнче ман пӗлӗшсем пурри каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ.Легко можно догадаться, что есть у меня приятели из почтенного сословия смотрителей.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Тата пӗр-ик сӑмах: ҫирӗм ҫул тӑрӑшшӗ эпӗ Раҫҫее урлӑ та пирлӗ, пур еннеле те ҫӳренӗ, эпӗ пӗлмен почта ҫулӗ те ҫукпа пӗрех; ямшӑксене сыпӑкран-сыпӑка паллатӑп; эпӗ палламан, эпӗ мӗнле те пулин ӗҫпе ҫыхӑнман станца пуҫлӑхӗ сахал; хам ҫул ҫинче сӑнаса пуҫтарса пынисене эпӗ ҫитес вӑхӑтрах пичетлесе кӑларма ӗмӗтленетӗп; халӗ ҫакна анчах калас килет: станца пуҫлӑхӗсен сословийӗ ҫинчен пурте тенӗ пекех пит тӗрӗс мар шухӑшлаҫҫӗ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пропаганда ӗҫне вӑйлатнипе пӗрлех республика Правительствин тата муниципалитет пӗрлӗхӗсен пуҫлӑхӗсен саккуна пӑсса сутӑнакан эрех-сӑра ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешес ӗҫре административлӑ хушма мерӑсем йышӑнмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Шупашкар пуҫлӑхӗсен хулари транспортра йӗрке тӑвас шухӑш пурри пирки калаҫӑвӗ нумая тӑсӑлчӗ.
Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0
Муниципалитет районӗсен, ял хуҫалӑх организацийӗсен пуҫлӑхӗсен ҫакна лайӑх ӑнланса илмелле: ялти ӗҫ пӗлтерӗшне конкуренцие юрӑхлӑ туса кӑна ҫамрӑксене ялсемпе саласенче хӑвармалли лайӑх никӗс хывма пулать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Регион пуҫлӑхӗсен конкуренцие аталантарма пулӑшнин шайне палӑртакан рейтингӗнче республика иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ малти теҫеткери лидерсен шутӗнче тата унта вӑл 6-мӗш вырӑнта тӑрать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен тата ял старостисен кунпа пӗрлех ҫывӑх вӑхӑтрах граждансен пухӑвӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапӑхрта пушар тухасран асӑрхаттарас, кӑнтӑрла та, каҫпа та ял ҫыннисенчен хурал тӑрассине йӗркелес, пӗвесем патне пыракан ҫулсене тирпейлӗ пӑхса тӑрас ыйтусене пӑхса тухмалла, пушара хирӗҫ кӗрешекен служба ӗҫченӗсемпе пӗрле ӗҫ коллективӗсенче, граждансем хушшинче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, кӑвайтсем чӗртме юраманни пирки калаҫусем ирттермелле, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнисенчен ҫирӗп ыйтмалла, халӑха ялсене санитарипе экологи тӗлӗшӗнчен тасатса тирпей-илем кӗртмелли мероприятисене активлӑ явӑҫтармалла, апрелӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса майӑн 6-мӗшӗччен урамсемпе картишсене, парксене, масарсене, ҫул хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатас, чечексемпе йывӑҫ-тӗм лартас, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене, обелисксемпе стеллӑсене йӗркене кӗртес тӗллевпе вунӑ кунлӑх йӗркелемелле, ял тӑрӑхӗсен гербӗсемпе ялавӗсене хатӗрлесе йышӑнассине вӗҫлемелле.
Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30
Администрацисен пуҫлӑхӗсен шута илмеллех: шыв ҫинчи инкексен 83 проценчӗ шӑпах шыва кӗмелли вырӑнсем ҫук вырӑнсенче пулса иртет-ҫке.
Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Районта пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе уйрӑмах ҫирӗп йӗрке пулнӑ тапхӑрта ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен те ку енӗпе хушма мерӑсем йышӑнмалла.
Кӑвайт чӗртме юрамасть // В.ПРОКОПЬЕВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06
Ҫавӑнпа та ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен, хуҫалӑхсен ертӳҫисен, ҫӗрпе усӑ куракансен яваплӑха ӳстермелле.
Хӑмӑла ҫунтарни - хӑрушӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
6. Ӑслӑлӑха эпир ҫирӗп ӗненекенсене вӗрентетпӗр, анчах вӑл — ку тӗнче ӑслӑлӑхӗ мар; ҫак тӗнче пуҫлӑхӗсен — пӗтес ҫынсенӗн — ӑслӑлӑхӗ те мар; 7. эпир Туррӑн палӑрми, пӗлсе ҫитерейми ӑслӑлӑхне вӗрентетпӗр — Турӑ ӑна пире мухтава кӑлармашкӑн ӗмӗртен малтанах хатӗрлесе хунӑ; 8. ҫав ӑслӑлӑха ку тӗнчери пуҫлӑхсенчен пӗри те пӗлмен, пӗлнӗ пулсассӑн мухтавлӑ Турра пӑталаман пулӗччӗҫ.
1 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Газа ҫыннисем Ионафанран йӑлӑнса ыйтнӑ та, вӑл вӗсемпе килӗшнӗ, анчах вӗсенӗн пуҫлӑхӗсен ывӑлӗсене саклата илсе Иерусалима янӑ, хӑй вара ҫав ҫӗр урлӑ Дамаск хулине ҫитичченех кайнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑйпитти арсен ашне ҫийӗр, ҫӗр пуҫлӑхӗсен юнне, Васан ҫӗрӗнче самӑртнӑ сурӑх такисен, путексен, качака такисен, пӑрусен юнне ӗҫӗр; 19. Эпӗ сирӗн валли пусас парнемӗн ҫӑвне мӗн тӑраниччен ҫийӗр, юнне мӗн ӳсӗрӗличчен ӗҫӗр.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.