Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Ҫӳлхуҫана ӗненекен тӑванӑмӑрсем те нумайӑшӗ, эпӗ тӗрмере ларнипе хавхаланса, Турӑ Сӑмахне тата хӑюллӑрах, пӗр хӑрамасӑр вӗренте пуҫларӗҫ.
Флп 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем Турра пӗлсен те Ӑна Турӑ вырӑнне хурса мухтамарӗҫ, тав тумарӗҫ, хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑшла пуҫларӗҫ, вара вӗсенӗн туйми чӗрине сӗмлӗх хупларӗ; 22. хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухрӗҫ, 23. вилӗмсӗр мухтавлӑ Турра вилӗмлӗ этем евӗрлӗ, вӗҫен кайӑк, тӑватӑ ураллӑ выльӑх, ҫӗлен-калта евӗрлӗ кӗлеткепе улӑштарчӗҫ; 24. ҫавӑнпа Турӑ вӗсене аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме ирӗк пачӗ, вара вӗсем хӑйсен ӳтне хӑйсемех ирсӗрлесе пурӑнчӗҫ; 25. вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа улӑштарчӗҫ; Пултараканнине пуҫҫапас вырӑнне мӗн пултарнине пуҫҫапса пӑхӑнса тӑчӗҫ; Пултаракан ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн утрав ҫинчи ытти чирлӗ ҫынсем те килме пуҫларӗҫ, вӗсем те сывалчӗҫ.9. После сего события и прочие на острове, имевшие болезни, приходили и были исцеляемы,
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ишсе тухса никам та ан тартӑр тесе, салтаксем ӗнтӗ тимӗрленӗ ҫынсене вӗлерме канаш тӑва пуҫларӗҫ.42. Воины согласились было умертвить узников, чтобы кто-нибудь, выплыв, не убежал.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Апат ҫисе тӑрансан, карапа ҫӑмӑллатас тесе, тӗпне тултарнӑ тулла тинӗсе пӑраха пуҫларӗҫ.38. Насытившись же пищею, стали облегчать корабль, выкидывая пшеницу в море.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫапла пирӗн карап Адриатика тинӗсӗнче ҫил еккипе ҫӳренӗ чухне, вунтӑваттӑмӗш каҫхине ҫур ҫӗр тӗлнелле, карап ҫӳретекенсем типӗ ҫӗр патне ҫывӑхарса пынине туя пуҫларӗҫ; 28. вара тинӗс тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗҫ те — ҫирӗм хӑлаҫ иккен; кӑштах кайсассӑн татах виҫсе пӑхрӗҫ те — вунпилӗк хӑлаҫ тухрӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫил-тӑвӑл вӑйланса кайнӑран тепӗр кунне ӗнтӗ тиенӗ япаласене кӑларса ывӑта пуҫларӗҫ, 19. виҫҫӗмӗш кунне вара карап хатӗр-хӗтӗрне хамӑр аллӑмӑрпах кӑларса ывӑтрӑмӑр.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Ӗнтӗ нумайӑшӗ пирӗн хушшӑмӑрта пулса иртнӗ паллӑ ӗҫсем ҫинчен — Сӑмаха чӑн малтанах куҫа-куҫӑн курса Унӑн ӗҫне ӗҫлекенсем хамӑра мӗн каласа кӑтартнине — ҫыра пуҫларӗҫ, 3. ҫавӑнпа эпӗ те, хисеплӗ ҫыннӑм Феофил, ҫакна пуҫламӑшӗнченех пӗтӗмпе лайӑх тӗпчесе тухса, ун ҫинчен сана йӗркипе ҫырса пама шутларӑм: 4. хӑвна мӗн вӗрентни чӑннипе те тӗрӗс пулнине пӗлсе ҫиттӗр терӗм.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑссӑррисем ӑслисене каланӑ: «пире кӑштах ҫу парӑр-ха, пирӗн ҫутаткӑҫсем сӳнме пуҫларӗҫ» тенӗ.8. Неразумные же сказали мудрым: дайте нам вашего масла, потому что светильники наши гаснут.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Халӗ вара, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ нимӗн вырӑнне те хуман ҫак халӑхсем пире тытса тӑма пуҫларӗҫ, пире ҫисех яраҫҫӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй Лахис хӗрӗ-арӑмӗ, урапуна хӑвӑрт чупакан утсем кӳлсе тӑрат; эсӗ — Сион хӗрӗ тунӑ ҫылӑхӑн пуҫламӑшӗ, Израилӗн усал ӗҫӗсем санра курӑна пуҫларӗҫ.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ, хама хушнӑ пек, малашне мӗн пулассине пӗлтертӗм; эпӗ пулассине пӗлтернӗ чухне шав илтӗнсе кайрӗ, акӑ пӗтӗмпех хускалчӗ, шӑмӑсем, шӑмӑпа шӑмӑ, пӗр-пӗрин патне ҫывӑхара пуҫларӗҫ.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑнпа та Израиль килне кала, этем ывӑлӗ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Мана хирӗҫ ултавҫӑ пек хӑтланса, сирӗн аҫӑрсем Мана тата акӑ епле хурларӗҫ: 28. Эпӗ вӗсене, аллӑма ҫӗклесе, тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе килтӗм — вӗсем вара, кашни ҫӳллӗ сӑрта, кашни туратлӑ йывӑҫа суйласа илсе, ҫавӑнта хӑйсен чӳк парнисене пусма пуҫларӗҫ, унта Мана хур тӑвакан парнесем кӳчӗҫ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрчӗҫ, ҫу юхтарса парне пачӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӗсем Ҫурт умӗнчи леш аслӑ ҫынсенчен пуҫларӗҫ.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн. 20. Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек; 21. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та 22. ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ. 23. Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн. 24. Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн. 25. Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Утравсем курчӗҫ те сехӗрленсе ӳкрӗҫ, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррийӗсем чӗтреме пуҫларӗҫ.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ тӑванӑмсем, йӑвашскерсем, кӑшкӑрса ячӗҫ те — лешӗсем хӑраса ӳкрӗҫ, тӑванӑмсем, халсӑрскерсем, кӑшкӑрса ячӗҫ те — лешӗсем аптӑраса ӳкрӗҫ, сассине хӑпартрӗҫ те — лешӗсем тарма пуҫларӗҫ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ иудейсем пурте пурлӑх управӑшӗсене тырӑпа эрехӗн, ҫӑвӑн вуннӑмӗш пайне кӳрсе тӑма пуҫларӗҫ.12. И все Иудеи стали приносить десятины хлеба, вина и масла в кладовые.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Акӑ мӗншӗн ҫавӑн пек тӑватӑп: вӗсем, Мана пӑрахса, Сидон йӗрӗхне Астартӑна, моавсен туррине Хамоса, аммонсен туррине Милхома пуҫҫапма пуҫларӗҫ; вӗсем Давид пек, Соломон ашшӗ пек, пулаймарӗҫ: Ман ҫулпа ҫӳремерӗҫ, Мана юрӑхлӑ ӗҫсем тумарӗҫ, Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн ӳкӗтӗмсене уямарӗҫ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иоав янӑ ҫын Давида каланӑ: ҫав ҫынсем пире хӳтерме тытӑнчӗҫ, пирӗн пата хирех тухрӗҫ, эпир вӗсене хапха умне ҫитиех хӑваларӑмӑр; 24. вара тӗкӗрҫӗсем хӳме ҫинчен санӑн чурусене пеме пуҫларӗҫ те, патша чурисенчен хӑш-пӗри вилчӗ; санӑн чуру та, хет ҫынни Урия, вилчӗ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.