Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлансан (тĕпĕ: пуҫлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш-пӗр самантсенче вӑл вӑрҫӑ пуҫлансан темиҫе уйӑхран Тӑвай районне окопсем чавма кайни ҫинчен аса илсе каласа паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Сезон пуҫлансан 7-10 кунран пур ҫӗре те ӑшӑ ҫитмелле.

Через 7–10 дней после начала сезона тепло должно дойти во все уголки города.

Шупашкарта авӑнӑн 26-мӗшӗнче ҫеҫ ӑшӑ ярӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32942.html

Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл пуҫлансан итальянсем хӑйсен ҫурчӗсене пытаннӑ, пӑтӑрмаха чӳречесенчен ӳкерсе илнӗ.

Итальянцы спрятались в своих домах, когда начался сильный шторм, и сняли его из окон.

Италире вӑйлӑ ҫил тавралӑха сӑнамалли урапана ҫавӑрттарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32693.html

Вӑрҫӑ-мӗн пуҫлансан ун пеккисене ним мар ҫара илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑмах кая юлнисем ҫинчен пуҫлансан, эпӗ хам чӑваш пулни ҫинчен мухтанса калатӑп.

И когда речь заходит откуда я, с гордостью говорю, что я чувашка.

«Манӑн тӑван, юратнӑ Чӑваш Ен…» // Пишу и не жужжу. https://t.me/ZHURNALIST_Komarova/197

Вӑрҫа пуҫлансан Петрограда чугун ҫулпа ҫӳреме кансӗрленнӗ: вӑрҫӑ хатӗрӗсен составӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫурҫӗр енчен кӑнтӑр фронт еннелле йӑтӑннӑ пирки станцисенче пассажир поезчӗсем чылай капланса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сыпӑ шыҫҫисем иртсе кайӗҫ, анчах ревматизм пӗр пуҫлансан ҫулран-ҫулах чӗрене вӑйсӑрлатса пырать, — ӑнлантарса панӑ профессор.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Моргианӑна халӗ ҫивӗч чӗрӗлӳ ҫупӑрласа ҫавӑрать; ларнӑ ҫӗртен ҫӗкленсе вӑл пӳлӗмре темиҫе хут каллӗ-маллӗ утса ҫаврӑнчӗ, обой ӳкерчӗкӗ пирки сасӑпах шухӑшлать, мачча ҫинче ҫурӑк пурри-ҫуккине тӗпчет, унтан аякри чӳрече умӗпе тӑрса юсав хыҫҫӑн ҫурт еплерех чиперленесси, Джессие кӗркунне, ташӑсемпе савӑнӑҫлӑ каҫсем пуҫлансан, епле хаваслӑ пуласси пирки калаҫма пикенчӗ.

Тогда Моргиану охватило резкое оживление; встав, она прошла несколько раз по спальне, рассуждая о рисунке обоев, исследуя, нет ли трещин на потолке, а затем, остановясь вдали, возле окна, начала говорить о том, как будет хорош дом после ремонта, как будет Джесси весело осенью, когда начнутся танцы и вечера.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Санкцисем пуҫлансан пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе прототипировани ӗҫӗсем кирлӗ пулчӗҫ, ҫакӑ импорта улӑштарас енӗпе илекен саккассен шутне темиҫе хут ӳстерчӗ.

С приходом санкций возросла потребность со стороны малого и среднего предпринимательства в услугах прототипирования, что в разы способствовало заказам по направлению импортозамещения.

Олег Николаев Раҫҫей предпринимательлӗх кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/05/26/ole ... skogo-pred

Пуҫлӑхсем халӑха улӑм февраль пуҫлансан кӑна пама тытӑнатчӗҫ, малтан парсан колхоз выльӑхӗсем валли ҫитмесрен хӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

1914 ҫулта империализм вӑрҫи пуҫлансан Николай Васильевича салтака илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Саккас сахаллипе пирвай шали-вали пулнӑскер — вӑрҫӑ пуҫлансан ҫак типографи ӗҫӗ палӑрмаллах лайӑхланнӑ.

С началом войны типография эта, раньше работавшая весьма вяло, так как у нее было мало заказов, стала поправляться делами.

Вӗлерӳҫӗ-сӑмах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 335–336 с.

Пирӗн ӑнӑҫлӑ кунсем чылай… — пуллине тӗплӗн тасатнӑ май хуравларӗ Ботредж, — инкек-синкек пуҫлансан вара… мӗн ӗҫлени тарама, мур патне…

У нас бывают удачные дни, — ответил, старательно очищая рыбку, Ботредж, — зато как пойдут несчастья, тогда дело дрянь.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл хулана вӑрҫӑ пуҫлансан килнӗччӗ.

Приехал он в город в начале войны.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл тӗттӗм шкапа пытанса ларма юрататчӗ, пӳртре ҫав тери вӑйлӑ пӑлхавӑр пуҫлансан, тарҫӑсем ӑна шыраса халран ӳксен тин унтан сиксе тухатчӗ.

любил прятаться в темный шкап и выскакивал оттуда, лишь когда тревога в доме достигала крайних пределов, когда слуги сбивались с ног, разыскивая его.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Лешсем вӗсене укҫа-тенкӗпе пулӑшса тӑраҫҫӗ, ҫӗршывра пӑлханусем пуҫлансан, хӑватлӑ ҫарсем яма та хатӗр-мӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Стройпа апата кайса килнӗ хыҫҫӑн, салтакӑн харпӑр хӑйне тивӗҫекен вӑхӑт пуҫлансан, Ванькка каллех казарма умӗнчи сак ҫине тухса ларчӗ, вара шухӑшларӗ, шухӑшларӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Совет влаҫӗ пуҫлансан та пурнӑҫа ӑнтарнӑ Кашкӑрсем.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен ӗҫ ӑнмасан, тарма та лайӑх: перкелешӳ пуҫлансан, милиционерсем, паллах, малтанлӑха выртӗҫ, ҫул кукӑрӗн тепӗр енпе сӑмса чикмешкӗн тӑруках хӑяймӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кайсан тата, ак хайхи, хӑй чӗннӗ милиционерсем хурахсене килсе хупӑрлӗҫ те, перкелешӳ пуҫлансан, Шамшутдина хӑйне те лектерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех