Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пушӑ (тĕпĕ: пушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кӑштах хуралнӑ тата ӑшӑнса кайнӑ пушӑ снаряд гильзине тытрӗ, ӑна аяккалла илсе кайса ытти пушӑ гильзӑсен купи ҫине хучӗ.

Он взял тёплую, слегка потускневшую стреляную гильзу, отнёс её в сторонку и положил в кучу других стреляных гильз.

21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Пур ҫӗрте те пушӑ ешӗксем, улӑм, хӗррисене касса пӗтернӗ пушӑ консервӑ банкисем, хаҫат татӑкӗсем йӑваланса выртнӑ, пӗр сӑмахпа — пур ҫӗрелле пӑхсан та тылсем наступлени тӑвакан чаҫсем хыҫҫӑн хускалса тухни палӑрнӑ.

Всюду валялись пустые ящики, солома, консервные банки с рваными краями, куски газет, и вообще всё говорило, что тылы уже тронулись следом за наступающими частями.

5 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

27. Ҫакӑн хыҫҫӑн та Мана итлемесессӗн, Мана хирӗҫ пырсассӑн, 28. Эпӗ те хаяр ҫиллӗмпе сире хирӗҫ пырӑп, хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн ҫичӗ хут ытла хаса кӳрӗп, 29. эсир хӑвӑр ывӑлӑрсен ӳтне ҫийӗр, хӑвӑр хӗрӗрсен ӳтне те ҫийӗр; 30. сирӗн тӳпем вырӑнӑрсене ишсе пӑрахӑп, сирӗн юпӑрсене ҫӗмӗрӗп, сирӗн виллӗрсене хӑвӑр пуҫҫапакан йӗрӗхсен ванчӑкӗсем ҫине пӑрахӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнӗ; 31. сирӗн хулӑрсене пушхир тӑвӑп, сирӗн сӑваплӑ теекен вырӑнӑрсене аркатӑп, сирӗн [парнӗрсенӗн] ырӑ шӑршине йышӑнмӑп; 32. [сирӗн] ҫӗрӗре пушӑ хӑварӑп, унта пырса вырӑнаҫнӑ тӑшманӑрсем те вӑл ҫавӑн пек пулнинчен тӗлӗнӗҫ; 33. сире тӗрлӗ халӑхсем хушшине салатса ярӑп, сирӗн хыҫран хӗҫӗме туртса кӑларӑп, сирӗн ҫӗрӗр пушӑ пулӗ, сирӗн хулӑрсене ҫӗмӗрсе пӗтерӗҫ.

27. Если же и после сего не послушаете Меня и пойдете против Меня, 28. то и Я в ярости пойду против вас и накажу вас всемеро за грехи ваши, 29. и будете есть плоть сынов ваших, и плоть дочерей ваших будете есть; 30. разорю высоты ваши и разрушу столбы ваши, и повергну трупы ваши на обломки идолов ваших, и возгнушается душа Моя вами; 31. города ваши сделаю пустынею, и опустошу святилища ваши, и не буду обонять приятного благоухания [жертв] ваших; 32. опустошу землю [вашу], так что изумятся о ней враги ваши, поселившиеся на ней; 33. а вас рассею между народами и обнажу вслед вас меч, и будет земля ваша пуста и города ваши разрушены.

Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӗветут кӗтӳҫӗ Ваҫукшӑн хӑйне евӗрлӗ «начальник», ӗҫе унпа пӗрлех ҫурмалла тӑвать, апатне вара пушӑ аврипе тӗрте-тӗрте ҫитерменни кӑна…

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пушӑ пӳлӗме кӗрсен: — Аркдавӑч, — пуҫне ҫӗклет Ваҫук хӑюллӑн, — эпӗ халь каласа парассине никамӑн та пӗлмелле мар.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пушӑ вӑхӑтра Ваҫук Мишшана час-часах аса илет.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Алмазовӗ вӑл пушӑ пучах хӑраххи пулас.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ара, пушӑ вӑхӑта епле те пулин ирттермеллех вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӗлетне, кӗрхи пушӑ вӑрманти пек, улать, улать унта шуйханчӑк ҫилӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫенӗкре, ҫӗр урайӗнче, пӗчӗкҫеҫ хуран ҫакӑнса тӑрать; кӗтесре — сурӑх тирӗпе ури-мӗнӗ, сак пекки ҫинче — пушӑ куркасемпе пушаннӑ эрех кӗленчи; Шӑнкӑрч, пуҫне ҫӗклесе, ун-кун тӗсет те ҫенӗкӗн ҫӳлти каштинчен сурӑх кӳлепи ҫакӑнса тӑнине асӑрхать: пурте тӗрӗс-тӗкӗлех — кайри пӗҫҫи ҫеҫ ҫук…

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫак ӗҫе ҫулла пушӑ вӑхӑтра пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Анчах вӑл кашни кунах пӗр-икӗ сехет пушӑ вӑхӑт тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Масар хӗрринчи икӗ юман хушшинче пушӑ вырӑнсем пур, мана ҫавӑнта чавса пытарӑр.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Пӗчченех тӑрса юлнӑ Алексей малтанах комиссионнӑй магазина икӗ телевизор кайса пачӗ те гостиницӑна вырнаҫас тесе пычӗ, анчах пушӑ вырӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫав вӑхӑтра эпӗ мӗнпур стипендие те, пушӑ чухне вагонсемпе карапсем пушатнӑ ҫӗрте ӗҫлекелесе тупнӑ укҫана та пӗтӗмпех хамӑн опытсене тунӑ ҫӗре ярса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Е Алешӑн нихӑҫан та пушӑ вӑхӑт ҫук-и?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ан манӑр: вӗсем валли пирӗн хушӑмӑрта пӗр сантиметр пушӑ вырӑн та юлмӗ, вӗсен ури айӗнче ҫӗр ҫунӗ!

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пушӑ вӑхӑтра вӑл медработниксем пухӑнса ларакан пӳлӗме кӗретчӗ те пирӗнпе шӳтлеме пуҫлатчӗ, хӑш чухне вара хӑйӗн мӑнукӗ ҫинчен каласа паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пушӑ та сулхӑн пӳлӗмре тумлантӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ӑна хуҫалӑхри ӗҫсене тума пулӑшаттӑм, пушӑ вӑхӑтра Атӑл леш енне кайкалаттӑм, кӗнеке вулаттӑм, кино куркалаттӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех