Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пушӑ (тĕпĕ: пушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Алӑ пушӑ пулсан, чарасшӑнах мар машинӑна.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

— Вӑн, мӗн чухлӗ пушӑ вырӑн!

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ман халь, киле таврӑнсан, пушӑ вӑхӑт туллиех.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ахалех пушӑ вырӑн пур, тем ҫаврӑнмалӑх та ҫитет.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Улатӑртан килнӗ вырӑс каччипе — Миша Фильчинпа — Дубов халӗ ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра тӑтӑшах клубра ирттерет.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗненӳ тӑрӑх, пушӑ вырӑна вилни ларма пултарать, — апла ҫӗнӗ виле пуласса кӗтсех тӑр.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ермолай урапа ҫинче пушӑ вырӑн ан юлтӑр тесе ҫирӗп асӑрхаса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле ҫӗкленчӗ, куҫӗсемпе таврара тем шырарӗ, анчах та ҫеҫенхир те, тӗмескесем те курӑнмаҫҫӗ, пушӑ стенасем анчах сивлеккӗн шӑпланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле урамра йытӑ уласа ячӗ пулсан ҫемьере ҫывӑх виле пуласса, ун пек чухне минтере тепӗр енне ҫавӑрса хурса «сана, ахалех вӗрекене, пушӑ пултӑр» тесе каламалла имӗш, вара йытӑ улама чарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Карлӑкӗ ҫине теттесем: пушӑ шпулькӑсем, тӗрлӗ тӗслӗ тӳмесем, ҫӗмӗрӗлнӗ чейник хуппине ҫакса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пушӑ вӑхӑт тупса ҫӗрле лайӑх кӑмӑлпа Ваҫиле черетлӗ ҫыру ҫырма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр пушӑ яшка кӑна…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тен, ҫакӑ пушӑ хуйхӑ ҫеҫ, Нюҫҫа каланӑ тӑрӑх, тӑранайманнипе-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӳрече патне ҫывхарчӗ те витрине кантӑк ҫумне тытса: — Ҫак витре пек пушӑ пулмалла пултӑр сире. Аллӑр-урӑр типсе хӑртӑр, — терӗ хыттӑн чӗтрекен тутисемпе.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аллине пушӑ витре тытрӗ те Кузнецовсен еннелле утма тӑнӑччӗ, анчах та хирӗҫ килекен Ахванеҫ мучие курсан каялла ҫаврӑнчӗ, мӗншӗн тесен ӑна курни ним лайӑххине те пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыттисем те пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах клуба ҫитеҫҫӗ», — каласа парать Герман Николаевич.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем 100 сетка ҫыхнӑ // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫынсене культурӑллӑ канма, пушӑ вӑхӑчӗсене усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ ирттерме Хирти Сӗнтӗрти, Ҫӗнӗ Кипеҫри, Нӗркеҫри культура ҫуртӗнче тӑрӑшакансем ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем пуҫаруллӑ, пултаруллӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d1%8 ... %bb%d3%91/

Вӑл вӑхӑтри шкул ачисем те пушӑ ларман.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Культура ҫурчӗн пысӑк залӗнче пушӑ вырӑн та сахалччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхӑн музыки янӑрарӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36678.html

Аллинче ун пӗр пушӑ витре чӑнкӑртаткаласа пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех