Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пушӑ (тĕпĕ: пушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав кунсенче пушӑ мар, ҫав шутра ӗҫре пулакан ҫынсем дистанци мелӗпе йӗркеленӗ электронлӑ сасӑлавпа усӑ курма пултараҫҫӗ.

Дистанционное электронное голосование удобно для тех, кто будет занят в эти дни, в том числе на работе.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Патшалӑх Пуҫлӑхӗн суйлавне шӑпах ҫак кӑткӑс тапхӑрта ирттерни хӑех Конституцире ҫирӗплетсе хӑварнӑ демократи принципӗсем, халӑх влаҫӗ пирӗншӗн пушӑ сӑмах пулманни ҫинчен калать.

Сам факт проведения выборов Главы государства в этот сложный период говорит о том, что демократические принципы, народовластие, закрепленные в Конституции страны, для нас – не пустой звук.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Перевозчиксем кӑмӑлламаннине кура вӗсем темиҫе ҫул «пушӑ», апла тӑк муниципалитетсен хушшинчи ҫав маршрутсене пӗтерни халӑха транспортпа тивӗҫтерессине япӑх витӗм кӳмӗ.

Куҫарса пулӑш

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Халӗ вӗсем пушӑ енчӗкӗсене тавӑрса пӑхаҫҫӗ, хуйха ӳкеҫҫӗ: мӗнле пурӑнмалла-ха пурнӑҫа?..

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тахҫанхи саманасене мар, историллӗ ӗмӗрсене илсе пӑхсан, ҫакӑ курӑнать: чӑваш ҫынни уя суха тума, тырӑ акма кайнӑ-и, улӑха утӑ ҫулма-и, вӑрмана йывӑҫ касма-и, вӑл, йывӑр ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе, юрӑ юрланӑ; ӗҫ хыҫҫӑн, пушӑ вӑхӑтсенче, тӑванӗсемпе, юлташ-тусӗсемпе уявсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗсенче пулнӑ-и, — ку чухне те хӑйӗн юратнӑ юррисене юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ӗмӗртен пушӑ выртнӑ ҫеҫен хирсенче тырӑсем хумханчӗҫ, аслӑ юхан шывсем ҫинче ҫӳллӗ пӗвесем ҫӗкленчӗҫ, унта та кунта ҫын алли тунӑ тинӗссем сарӑлчӗҫ, ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ хуласем ӳссе ларчӗҫ, ялсем илемленчӗҫ — пире тата нумай-нумай ырӑ япаласем курма телей килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Альтонӑн чылай кварталӗсем 1970-мӗш ҫулӗсемччен ҫурма пушӑ тӑнӑ, ун чухне федераци правительстви ҫак района ревитализацилемелли программа йышӑннӑ.

Многие кварталы Альтоны оставались полузаброшенными до 1970-х гг., когда федеральное правительство приняло программу ревитализации этого района.

Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0

Актайӑн аллинче пушӑ витре!

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Илле пушӑ витресене илчӗ те чуптара пачӗ ҫырманалла.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫумӗнчех пушӑ эрех кӗленчи выртать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсир фронтовиксем патне пушӑ алӑпа каймӑр.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пушӑ алӑпа килмен вӑл, юлташсем!

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кур, Петӗр: ӳке-ӳке чупнӑ, пушӑ алӑпа мар, темскер йӑтса чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юр ӳкет пушӑ стакана ирӗлсе каять.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫутӑлас умӗн пушӑ траншейӑсем урлӑ сике-сике каҫрӗҫ, йӗплӗ пӑралуксенчен пӑрӑна-пӑрӑна иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫ ҫурӑлас пек шухӑшласан та, пушӑ вакунсем тупса, халӑха пӗр харӑс тухӑҫалла лартса яраймӑн.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шыв хӗрринче пулсан, пушӑ пичкисене шыв тултарать.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗл-тӗл, путӑклӑ-варлӑ вырӑнсенче, ун пек чухне пушӑ урапана та аран сӗтӗрсе тухать ырханкка лаша.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсем, ав, тырра кӗлете кӗртиччен малтан шӑналӑксем ҫине типӗтме сарса хураҫҫӗ, кӗлетре теприсем шӑкӑлтатса калаҫни илтӗнет — пушӑ пӳлӗмсене тырӑ хума хатӗрлеҫҫӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑваттӑмӗш класра пушӑ вырӑн ҫук пулсан та, икӗ палламан ҫын Анукпа Кӗтерука хӑйсен вырӑнӗсене пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех