Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫшӑн (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паянхи кунччен эпир пӗр пуспа пилӗк пусшӑн, хамӑрӑн мӗскӗн пурнӑҫшӑн, хуҫа картинчи шӑршлӑ пӳлӗме ҫынна пурӑнма юрӑхлӑ ҫуртпа улӑштарассишӗн ҫапӑҫнӑ.

До сего дня боролись мы за копейки да пятаки, за жалкое свое существование, за то, чтоб вонючую конуру в хозяйском хлеве хоть на какое человечье жилье сменить.

XXXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Манӑн пурнӑҫшӑн мар, хӑвӑр пурнӑҫӑршӑн тӑрӑшӑр, — жандармран пӑрӑнса тӑрса, хулпуҫҫи урлӑ хыттӑн каларӗ Ирина.

— Заботьтесь о своей участи, а не о моей, — резко бросила через плечо, отворачиваясь от жандарма, Ирина.

XVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Анчах вӗсем чӑн та чирлӗ пулнине тата аташнине пӗлсен, эпӗ хамӑн пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх ҫитессине пӑхмасӑрах вӗсем патне кайса, врач пулӑшӑвне парӑттӑм, — терӗ вӑл.

Но если бы я был действительно уверен, что хоть один из них болен и в бреду, я, даже рискуя своей жизнью, отправился бы к ним, чтобы оказать им врачебную помощь.

XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Милӑна пӗтӗм пурнӑҫшӑн, тесе шутламан вӑл.

Милочку он вовсе не имеет в виду на всю жизнь.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ку — малашнехи мӗн пур пурнӑҫшӑн удостоверени.

Это — удостоверение на всю дальнейшую жизнь.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эпир революцине лайӑх пурнӑҫшӑн тӑватпӑр.

— Мы делаем революцию именно для того, чтобы построить хорошую жизнь.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Мӗн тунӑ эс пурнӑҫшӑн?

Что ты сделал за жизнь?

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫавӑн пек ан пултӑр тесе, Валерия санӑн арӑму пултӑр тесе Сенат хӑй ыйтма хатӗр; юратакан хӗрарӑмпа пӗрлешнӗ хыҫҫӑн Варрон Лукулл иккӗшӗнчен пӗрне суйласа илме сӗнет: ҫапӑҫусенче чапа тухас тетӗн пулсан, эсӗ Испание Помпейӑн квесторӗ пулса кайма пултаратӑн; эсӗ килти лӑпкӑ пурнӑҫшӑн ҫунатӑн пулсан, сана Африкӑна, хӑш хулана каяс тенӗ — ҫавӑнта, префект вырӑнне ярӗҫ.

И, чтобы положить конец этому, Сенат готов сам просить Валерию стать твоей женой; консул Варрон Лукулл предлагает тебе после соединения с любимой женщиной одно из двух: если ты хочешь отличий на полях сражения, — ты пойдешь под начальством Помпея в Испанию в качестве его квестора; если ты жаждешь покоя и домашнего уюта, — тебя пошлют префектом в один из городов Африки по твоему выбору.

XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Сана пурнӑҫшӑн — тавах.

Благодарю тебя за жизнь.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тата — пурнӑҫшӑн чӗрӗлсе вӑранасса кӗтекенсен сассине, Хӑвӑн ӑшун тӗттӗмлӗхӗнчи сасса итлетӗн.

И слушаешь голоса ждущих пробуждения к жизни, — Голоса во тьме твоего чрева.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эпир пурнӑҫшӑн кирлӗ учрежденисемпе предприятисене ҫеҫ хӑваратпӑр.

Мы оставим лишь необходимые для жизни учреждения и предприятия.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эппин — сывлӑш пурнӑҫшӑн юрӑхлӑ.

Воздух был годен для жизни.

Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Йӗри-тавра сӑнаса пымасӑр, нервсене мӗн май килнӗ таран хытармасӑр ҫӳресси, пурнӑҫшӑн кӑмӑллӑ, хаваслӑ, тава тивӗҫлӗ ҫын пек, хӑйӗн хакне-чысне лайӑх пӗлекен фронтовик пек, ҫав вӑхӑтрах йӗркеллӗ, сӑпайлӑ вырӑс каччи пек, Иван Белограй пек пулса ҫӳресси, ҫак йывӑр шӑпана тӳсесси пулман пулсан, эх, мӗн тери аванччӗ-ха…

Ах, какое это блаженство — не озираться в поисках подозрительного взгляда, не напрягать до предела нервы, не изощряться перед всеми и каждым, исполняя тяжкую роль веселого, довольного жизнью, заслуженного человека, хорошо знающего себе цену фронтовика и в то же время простого и скромного русского парня Ивана Белограя…

13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

«Кун… Нихҫан та пулминччӗ вӑл… Ӑҫта каймалла? Ҫывхарччӑрах! Пӗрне вӗлерӗп хӑть, пурнӑҫшӑн пурнӑҫ», — шухӑшларӗ те Йевта, хӳмепе кукуруз капанӗсем хушшинчи кӗтесе тӗршӗнчӗ.

«День… Не видать бы мне его вовсе… Куда идти? Ну, пускай придут! Хоть одного, да убью, отплачу за себя, — думал Евта, залезая в угол между стогом осоки и забором.

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Пурнӑҫшӑн пурнӑҫ.

Жизнь за жизнь.

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кайран эпӗ ҫакна пӗлтӗм: Софья Ивановна ҫемьеллӗ пурнӑҫшӑн ҫуралнӑ сайра тӗл пулакан ҫамрӑках мар хӗрарӑмсен шутне кӗрет-мӗн, анчах ҫав хӗрарӑмсене шӑпа ку телее пӳрмен те, ҫакна пула вӗсем ачисемпе упӑшкисемшӗн хӑйсен чӗрисенче тахҫантанпа усранӑ, ҫитӗнтернӗ тата тӗреклетнӗ юратӑвӑн мӗнпур вӑйӗпе хӑйсем суйласа илнӗ ҫынсене пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен савма тытӑнаҫҫӗ.

Софья Ивановна, как я ее после узнал, была одна из тех редких немолодых женщин, рожденных для семейной жизни, которым судьба отказала в этом счастии и которые вследствие этого отказа весь тот запас любви, который так долго хранился, рос и креп в их сердце для детей и мужа, решаются вдруг изливать на некоторых избранных.

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ хам пурнӑҫшӑн чӗтреместӗп, Павӑл юлташ, эпӗ хӑравҫӑ мар.

Я нисколько не боюсь за свою жизнь, я не трус, товарищ Павле!

9 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Тӑван ҫӗршывшӑн кар тӑнӑ салтаксем, хамӑр ҫӗре, пурнӑҫа юратса этем виҫинчен тухнӑ хӑрушӑ вышкайсӑр вӑя хирӗҫ тӑма пултарса, пулас пурнӑҫшӑн, тӑнӑҫлӑхшӑн тытӑнса тӑни пире утӑмӑн-утӑмӑн ҫӗнтерӳ патнелле ҫывхартнӑ, пире паянхи пурнӑҫа парнеленӗ…

Куҫарса пулӑш

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Анчах ниме пӑхмасӑр ҫакӑн пек лагерте те совет салтакӗсем пурнӑҫшӑн кӗрешнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Пичӗ ырханкка унӑн, куҫӗнче пурнӑҫшӑн кӗрешме хатӗрри палӑрать.

У нее была худая мордп, в ее глазах так ярко была выражена жажда жизни.

Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех