Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫшӑн (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван ҫӗршыва юратмалли, ӑна хӳтӗлемелли, мирлӗ пурнӑҫшӑн тӑрӑшмалли пирки каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Ҫапӑҫу хирӗсенче юн тӑкнӑ фронтовиксем пирӗн хушӑра пулмасан та пирӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ кӳнӗ мӗн пур асапа, мирлӗ пурнӑҫшӑн пуҫ хунӑ ҫынсене нихӑҫан та манса каймалла мар.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Вӑл, пӗр енчен, ҫеҫенхирти йӳркӗн пурнӑҫшӑн майлаштарнӑ тӗрӗк ҫи-пуҫне аса илтерет, ҫав вӑхӑтрах вӑрман тӑрӑхӗнчи финн-угрсен тумтирӗпе те ҫураҫуллӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӑл ӗлӗкхи пекех юратма, хуйхӑрма, пурнӑҫшӑн савӑнма манман.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742

Кремль стенисем ҫумӗнче революцишӗн, пирӗн пурнӑҫшӑн пуҫӗсене хунӑ паттӑрсем ҫывӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Виҫҫӗмӗш приступ вӑхӑтӗнче пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх килсе тухма пултарать, ҫавӑнпа эсир малашне кӑштах ыратнине сиссесӗнех, нимӗн тӑхтаса тӑмасӑрах врачсем патне кайӑр», — сӗннӗччӗ мана ун чухне хирург.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мӗншӗн тесен пирӗн радио ҫутӑ та телейлӗ пурнӑҫшӑн кӗрешме хавхалантарать, чӑнлӑхшӑн, миршӗн тата халӑхсем хушшинчи туслӑхшӑн пӗтӗм вӑя хурса кӗрешет.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Пирӗн парти яланах халӑхшӑн, ҫыншӑн, телейлӗ пурнӑҫшӑн тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Тӗлӗкрен вӑранӑттӑн та каллех савӑнӑттӑн, пурнӑҫшӑн, мӗнпур туссем-тӑвансемшӗн тӑрӑшса, ӗмӗтленсе ҫӗнӗ ӗҫ пуҫласа ярӑттӑн.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗтерук ҫирӗп шанни тата Макҫӑм кумӑшсем те халичченхи пекех ӑшпиллӗн пӑхни ӑна пурнӑҫри чи йывӑр вӑхӑтра та пӗччен маррине туйтарчӗҫ, пурнӑҫшӑн малалла кӗрешес хӑватне ӳстерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Этем пурнӑҫшӑн, ӗҫшӗн, ҫемье ҫавӑрассишӗн, ачасене ӳстерессишӗн, савӑнӑҫшӑн ҫуралать, — хӑй тӗллӗн мӑкӑртатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«… Пирӗн ӗҫ ҫинчен аса илнисем, кимӗпе ярӑннинчен ача чухнехи хаваслӑх, пӗве ҫинчи шап-шурӑ акӑш, пысӑк тӑрна савӑлӗ чӗвӗлтетни, чӗререн тухакан юрӑсем, кӑвайт тӗтӗмӗ, сӑмаварта вӗретнӗ курӑклӑ чей шӑрши — ҫакӑ пурте пирӗншӗн малашнехи пурнӑҫшӑн хавхалану пулса тӑчӗҫ», - аса илнӗ Валентина Дорофеевна Васильева.

«… Приятные воспоминания о нашей работе,детский восторг от катания на лодке, белоснежный лебедь на пруду, курлыканье большого журавлиного клина, задушевные песни, дым костра и аромат травяного чая из самовара - всё это стало для нас стимулом на дальнейшую жизнь» - поделилась воспоминаниями Валентина Дорофеевна Васильева.

Тӗлпулу каҫӗ "Чунпа ан ватӑлӑр, хаклӑ ҫыннӑмсем" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... em-3464415

Унӑн ятне ҫӗклекен пӗрремӗш произведени вӑл — ҫутӑ пуласлӑхшӑн, телейлӗ пурнӑҫшӑн кӗрешсе пуҫ хунӑ Павлик Морозов пионер ҫинчен калакан поэма.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Поэмӑн тӗп шухӑшӗ — ҫӗр ҫинче чӑн-чӑн этемле пурӑнасси, пурнӑҫшӑн ҫунасси:

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Тата купӑс туянма, унпа выляма, юрлама, пурнӑҫшӑн савӑнма.

Куҫарса пулӑш

Хӑй тӗслӗхӗпе вӗрентет // Елена ФЕДОТОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... et-3402259

Ҫӗршыв ирӗкӗшӗн, этем телейӗшӗн пуҫне хунӑ ҫынсем ҫинчен, вӗсен юнӗ ҫӗре ӳкменни ҫинчен, ҫак хальхи тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн халӑхӑн мӗнешкел илемлӗ ҫынсене ҫухатма тивни ҫинчен калать ҫак хурӑн…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пирӗн ҫак сӑваплӑ пӗлтерӗше ҫитӗнекен ӑру патне илсе ҫитерессишӗн тӑрӑшмалла, вӗсене Тӑван ҫӗршыва юратма, вӑрҫӑ хирӗнче мирлӗ пурнӑҫшӑн кӗрешнӗ паттӑрсене хисеплеме вӗрентмелле», — тенӗ Сергей Николаевич.

Куҫарса пулӑш

Асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b0%d1% ... 80%d0%bda/

Асӑну ҫак вырӑнӗ паян та пирӗнтен аякра мар мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫусем пынине аса илтерни, паянхи ӑрӑвӑн неофашизма тӗп тумалли ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/tyl-iescheni ... ting-irtet

Манас марччӗ нихӑҫан та пирӗн мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫнӑ ҫӗршывӑн ывӑл-хӗрне, яланах асра тытасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/

Ҫапла, ман асатте ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн пуҫне те шеллемен.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех