Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫри (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чӑннине пӗлтернӗ вӑл тӗлӗк, Сухви, ним ытарли те ҫук унта: чӗрри те, вилни те хӑвах, пурнӑҫри пекех, — терӗ Евсей Антоныч, хӗрарӑмсем умне сасартӑк тухса.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Нумай ӗҫленӗрен, сахал каннӑран, япӑх апат-ҫимӗҫрен, кулленхи ӗҫри, пурнӑҫри тӗрлӗ пӑшӑрхануран хӗр самаях хавшарӗ, сӑнран туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Сирӗн пурнӑҫри хаваслӑ та пархатарлӑ самантра эпир, арӑмпа иксӗмӗр, сире кӑштах парне пама тӗвтурӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пурнӑҫри йывӑрлӑхсенчен, тӑшмансенчен унӑн хӑрасси-тӑвасси ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пурнӑҫри хӑвӑрӑн вырӑншӑн кӗрешмелли вӑхӑт ҫитнӗ.

Настало время побороться за своё собственное место в жизни.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ ӗнтӗ вӑл, пурнӑҫри мӗнпур хуйхӑ-суйхӑ хӑйӗнчен килнӗ пек ӑнланса, хӑйне хӑй ачисен умӗнче айӑплӑ шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якурсен килне тытса пырсан, пурнӑҫри улшӑнусем Кӗтерук асаилӗвӗнчен Ваҫлие вӑхӑтлӑха сирчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Астӑвӑр: тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсем - пурнӑҫри чи хаклӑ хаклӑхсем.

Помните, что родные и близкие – это главная ценность в жизни.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Журналистсен пурнӑҫри пулӑмсене ҫутатнӑ чух тӗрлӗ кӑткӑс лару-тӑрура пулма тивет.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Хӑвӑрӑн иксӗлми вӑй-халӑрпа, харсӑрлӑхӑрпа, пурнӑҫри хастарлӑхӑрпа эсир тӗнчене ырӑрах та лайӑхрах тӑватӑр!

Своей энергией, оптимизмом, активной гражданской позицией вы делаете мир лучше!

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Паянхи шкул ачисем хушшинче пурнӑҫри тӗрлӗ пӑтӑрмахра пулӑшу кӳме хатӗррисем чылай пулни савӑнтарать.

Радует, что есть много сегодняшних школьников, готовых прийти на помощь в различных жизненных ситуациях.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom

Ҫамрӑк пуҫпа, пурнӑҫри пӗтӗм ырлӑхпа усӑ курас чух…

В молодости, в то время, когда нужно пользоваться всеми благами жизни…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

«Чӑваш халӑх артистки Лидия Красова тӑван чӗлхене пӗлмен мӑнукӗпе вырӑсла питех те йывӑррӑн калаҫакан кинемее еплерех витӗмлӗ, чӑн пурнӑҫри пекех выляса кӑтартма пултарчӗ» тесе те…

Куҫарса пулӑш

«Бомжик» тени чӑвашла «Маттуркка» пулать-и? // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Ҫапла, юратушӑн вӑхӑт та, пурнӑҫри йывӑрлӑхсем те хӑрушӑ мар.

Куҫарса пулӑш

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Малалли тепӗр виҫӗ куна вӑл ҫурма тӗлӗкри — ҫурма чӑн пурнӑҫри пек ирттерчӗ.

И последующие три дня Яндул провел то ли во сне, то ли наяву.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах та кулленхи пурнӑҫри пекех кунта асӑрханулӑх ҫинчен те манмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Пурнӑҫри чылай ыйтӑва ҫӑмӑллӑнах татса пама пулӑшать, вӑхӑта перекетлет… тата ытти ырӑ енсене палӑртма пулать.

Куҫарса пулӑш

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Унта вӑл хӑйсен ҫемйинче пыракан йӑласем пирки каласа панӑ, атте сӑмахӑн пурнӑҫри пӗлтерӗшӗ пирки чарӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулусем усӑллӑ иртеҫҫӗ // Г.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%82e%d0% ... %d0%b5cce/

Пурнӑҫри ырлӑхсене те вӑл халӗ кӑна сиссе илнӗ пулас-ха, вӗсене сисме те вара ҫак тутарах пулӑшнӑ пулӗ…

Чувствуется, что она совсем недавно познала истинную радость жизни, и помог ей в этом несомненно тот же татарин…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пурнӑҫри тӗркӗшӳсемпе васкаварлӑ ӗҫсем мӗне тӑнине старик лайӑх ӑнланса илнӗ пулмалла: хусканӑвӗсем унӑн лӑпкӑ, танлӑ…

Движения его неторопливы, плавны, — видимо, за свою долгую жизнь он убедился в бессмысленности житейской суеты.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех