Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫри (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен пурнӑҫри тӗп тӗллевӗ — ӳссе пыракан ӑрӑва коммунизмла воспитани парасси, телейлӗ пуласлӑх ҫыннисене пӑхса ӳстересси.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Паллах, ҫав чӗлхесен хальхи пурнӑҫри обществӑлла пӗлтерӗшӗ те, пуласлӑхӗ те пӗр пек мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Мӗнешкел пысӑк вӑрҫӑра ҫӗнтертӗмӗр те, пурнӑҫри пӗчӗк пӑтӑрмахсем умӗнче алӑ усмалла-и?

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑй вӑл пурнӑҫри йывӑр самантсенче ялан тенӗ пекех тӑван Урпаш тӑрӑхне аса илнӗ, чӗре ыратиччен тунсӑхланӑ, ҫырма хӗррине вырнаҫнӑ йӑмраллӑ пӗчӗк Автанкасси уншӑн чи асамлӑ, чи сӑваплӑ вырӑн пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ыттисене пӗлместӗп, эпӗ хам вара кирек мӗнле япалана та пӗр ырӑ шухӑшпа ҫыратӑп: пурнӑҫри ҫитменлӗхпе йӗркесӗрлӗх тӗп пултӑр, ҫынсен шухӑш-туйӑмӗ лайӑхлантӑр тетӗп.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пурнӑҫри унашкал синкерлӗ куна нихҫан та манас ҫук, — ассӑн сывласа илчӗ Ажайкин.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫав вӑхӑталлах ҫырнӑ тепӗр статйинче критик Н. Мартынов хайлавӗсенчи геройсем пурнӑҫри пек пулнине, писатель ҫынсен хутшӑнӑвӗсене, этем чун-чӗрин вӑрттӑн хусканӑвӗсене тарӑннӑн кӑтартса пама пултарнине, унӑн пысӑках мар хайлавӗсен чуна пырса тивес асамлӑ вӑйӗ пысӑк пулнине, вӗсем ҫамрӑк прозаиксемшӗн лайӑх тӗслӗх пуласса асӑрхать.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Сирӗн пурнӑҫри кашни улшӑну хыҫҫӑн хӑвӑра ҫирӗп тытма хӑнӑхмалла.

Вы должны научиться вновь самоутверждаться после каждой перемены в жизни.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Федоров илемлӗ произведени содержанине ҫапла определени парать, ҫапла ӑнлантарать: «Объектӑлатнӑ пурнӑҫри фактсен системи, ӑшри (!) пӗррелӗх саккунлӑхне пӑхӑнса тӑракан образсен системи — илемлӗ произведенин содержанийӗ»

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Хӑш-пӗр реакцилле писательсем, этемӗн пурнӑҫри, обществӑри ролӗ пирки киревсӗр шухӑш сарса, пурнӑҫшӑн этем — лӑкӑр-лакӑр ҫеҫ, вӑл ним те тума пултарайман чӗрчун, тесе сӳпӗлтетнӗ пулсан, Иванов, материалистла философин хӑш-пӗр идейисене ӑнланса илнӗскер, урӑхла шухӑшланӑ: эпир пурӑнакан тӗнчере чи вӑйли этем, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пурнӑҫри тӗрлӗ йывӑр лару-тӑрура кирлӗ пек йышӑну тума, ҫав йывӑрлӑха парӑнтарма вӗрентсе пыратӑр.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Ашшӗ вӗрентни — Липӑн пурнӑҫри пӗртен-пӗр аслӑ шкулӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Эпӗ те мӗн илтнипе ӑшран тӑвӑнса, хӗрарӑм сӑмахӗсен тӗшшине шӗкӗлчесе, пӗр авӑк ҫитӗнекен ӑрӑвӑн пурнӑҫри сулӑнчӑкӗсемшӗн хам та явап туйса, лӑм пулса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Унӑн пурнӑҫри пӗртен-пӗр ӗмӗчӗ те халӗ — хӗлле тӑхӑнмалли пиншак туянасси — ҫав ҫӑмартапах ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Анчах пурӑна-киле Анукпа амӑшне те Иванпа амӑшӗн артакех, хисепех ҫаврӑнса тухать: пӗчӗк айӑпшӑнах, пурнӑҫри ӑнсӑрт такӑнушӑнах анӑш-тӑнӑш, хирлешӳ-харкашу, чышкӑ муклашки, патакӗ-пушши…

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Пурнӑҫри кӳренӳсем-и?

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫыннӑн пурнӑҫри чӑн-чӑн позицийӗ, ҫынлӑхӗ, «эпӗ» тени вӑл кӗтмен-туман (экстремаллӑ), йывӑр ларӑва-тӑрӑва кӗрсе ӳксен те яр уҫҫӑн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Кашни ҫыннӑн пурнӑҫри позицийӗ, ӗненӗвӗ хӑй евӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

«Пирӗн пурнӑҫри позици…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑл ытла та асӑрханса, комисси членӗсем ҫине вӑрӑлла айӑн-айӑн куҫ ывӑткаласа, хӑйӗн брюки кӑшӑлӗн хушшине хӗстернӗ пӗр «хут купӑсне» туртса кӑларчӗ те сулахай аллинче пытарчӗ, вара сочиненин малтанлӑха ҫырмалли хут листин ҫӳлти пӗрремӗш йӗркене «Пирӗн пурнӑҫри позици» тесе ҫырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех