Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫри (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку манӑн пурнӑҫри пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ пулӗ», — палӑртнӑ Анна.

Куҫарса пулӑш

Ҫула ҫитменнисене ӗҫе вырнаҫтараҫҫӗ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/07/21/c%d1%83%d0 ... %d0%b0cce/

Ҫав аслӑ задачӑна пурнӑҫлама чӗнсе каланӑ май, Коммунистсен партийӗ искусствӑ ҫынсене пуринчен малтан пурнӑҫри ырӑ тӗслӗхсем тӑрӑх воспитани пама тивӗҫлине асра тытать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Сирӗн ҫемйӗр нихӑҫан иксӗлми савӑнӑҫпа хавхалану кӳрекен ҫӑл куҫӗ пултӑр тата пурнӑҫри пур йывӑрлӑхра та вӑл сирӗншӗн ҫирӗп тӗрек пултӑр!

Пусть ваша семья будет источником радости, вдохновения и крепкой опорой во всех жизненных испытаниях!

Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/08/ole ... lyubvi-i-v

Ман атте вӑл шутсӑр хытӑ кӑмӑллӑччӗ, ҫитменнине пурнӑҫри йеркелӗхе юратакан ҫынччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Аслӑ ҫулхисемпе ӗҫлени хамшӑн та питӗ усӑллӑ пулчӗ — пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрусенчен ҫӑмӑллӑнрах тухма, яваплӑхлӑ пулма, ҫынсене лайӑхрах ӑнланма, кашни куна хаклама вӗрентрӗ, — тет вашават хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Денис Викторовичӑн хӗрӗ Светлана Гордеева хӑйӗн ачалӑхне аса илчӗ, пурнӑҫри самантсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Анчах та пурнӑҫри тӗрлӗ сӑлтавсене пула аслӑ ӳсӗмри ҫын вӑрҫӑ хыҫҫӑн мӑшӑрӗпе ачисене пӑрахса аякри Свердлов облаҫне тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Ҫулсем кайнӑҫемӗн Перасковья Евдокимовӑн асӗнче пурнӑҫри хӑш-пӗр самантсем манӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Кунсӑр пуҫне, асӑннӑ уйрӑм пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесенче ҫул ҫитмен ачасем пур пулсан, вӗсене кану лагерӗсене ярассине те йӗркелет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

«Инесса пурнӑҫри хӑш-пӗр пулӑмсене манран урӑхларах хаклать иккен, ҫамрӑк чух качча илнӗ пулсан та ку таранччен уйрӑлаттӑм пуль», — шухӑшларӗ хӑй ӑшӗнче Таранов, анчах хӗрарӑма хирӗҫ нимех те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑван ҫӗршывӑн историллӗ ҫул-йӗрне те, кулленхи пурнӑҫри пулӑмсене те хитрелетсе, якатса ҫырса кӑтартатчӗҫ, хурине те шурӑ тесе ӗнентерме хӑтланатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑнпа та мана Турӑ: «Сана сӑнран-питрен ытти ҫынсенчен раснарах ӑсталарӑм пулсан хӑш-пӗр шухӑш-туйӑм тӗлӗшпе те, пурнӑҫри пулӑмсене хаклас енӗпе те вӗсенчен урӑхларах пулма тӑрӑш», — тесе хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пурнӑҫри йывӑр вӑхӑтсенче ҫыннӑн кирек хӑҫан та ырри ҫӗнтерессе шанмалла пуль: аслатиллӗ ҫумӑра пӑхмасӑрах вӑрмантан шӑлан чечекӗ татса килнӗ хыҫҫӑн каччӑ ӗмӗтленни майӗпен пӗтӗмпех ҫитет темелле: ашшӗ тӗрмерен таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов хӑйӗн повеҫӗнчи хӗр библиотекаре пурнӑҫри хӑш-пӗр пулӑмсем пирки Петр Васильевич пекрех шухӑшлаттарчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пурнӑҫри пысӑк шкул витӗр тухнӑ ҫынсен ӑрӑвӗнчи Ксенофонт Васильевич вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑхсене ҫирӗппӗн тӳссе ирттернӗ, ҫӗршыва ишӗлчӗк ӑшӗнчен паттӑррӑн юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансене оркестр саламларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61066

Пурнӑҫри кунсем хӗрарӑма повар пулса ӗҫлеме те хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Постра тӑнӑ чухне мӗн ҫумне те пулин таянма тата ларма юраманни ҫинчен хытӑ асӑрхаттарчӗ вӑл, мӗншӗн тесен мӗнпур инкексем ҫакӑнтан пуҫланаҫҫӗ те: часовой ҫывӑрса кайма пултарать, куна пурнӑҫри тӗслӗхсем кӑтартнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Мана халь хулара ӳсӗр ҫӳрекен ҫынсем ӗҫре телейпе савӑнӑҫ куракан ҫынсенчен ытларах интереслентере пуҫларӗҫ, эпӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пурнӑҫри ҫутӑ сӑнсене мар, хура сӑнсене ҫеҫ куракан пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Чарӑнса ан тӑрӑр, ку эрне сирӗн пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ тапхӑрсенчен пӗри.

Не останавливайтесь, возможно, это один из важнейших периодов вашей жизни.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ун пек кӗнекесем уйрӑмах ҫамрӑксемшӗн усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӗсем, чӑваш халӑхӑн ӗлӗкхи асаплӑ пурнӑҫне сапласа парса, хальхи пурнӑҫа тата ытларах юратма вӗрентеҫҫӗ, коммунизмшӑн кӗрешме хӑвхалантараҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫри тӗллевне тарӑнрах ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех