Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултаракан (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен вара васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсен хӑйсен тем те шутласа кӑларма пултаракан ӑслӑ пуҫӗсене шанса ӗҫлеме тивӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Ялсен кашни кӗтесне такӑр ҫул, ҫитме йывӑр вырӑна ҫур минутра ҫитме пултаракан вертолет…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Мӗн тӑвӑн, «двигатель» хӑлхана ҫурать пулин те, ун валли халӑх хапӑл йышӑнма пултаракан чӑвашла вариант тупма тем тесен те питӗ хӗн.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Настя ҫавӑнтах коридорта пысӑк шурӑ чечеклӗ кӑвак обойсене курчӗ, чечеккисем хурт-кӑпшанкӑ е ҫерҫи те ҫӑтса яма пултаракан хӑрушӑ чӗрчунсем пекех.

Настя тут же разглядела в коридоре синие обои с большими белыми цветами, похожими на страшилище, которое может съесть насекомое или даже целого воробья.

Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578

Кӑҫал 18 хутчен ҫула тухнӑ, хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултаракан хатӗрсене тишкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60625

Хӑш-пӗр йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултаракан пулӑмсене пӗтӗмпех тӗплӗн тишкернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Уҫӑ кӑмӑллӑ, юлташӗсемпе яланах пӗр чӗлхе тупма пултаракан каччӑ класра, шкулта ирттерекен мероприятисене хастар хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Семинара хутшӑнакансем «идеаллӑ учителӗн» сӑнарне калӑпланӑ, уроксенче сиксе тухма пултаракан ситуацисене тата вӗсенчен мӗнле тухмаллине сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк педагогсем канашларӗҫ // Оксана СЕМЕНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12491-ca ... anashlar-c

Аякра малтан илтӗннӗ музыка, йӗс шӑнкӑравлӑ лаша ҫывхарнӑ чухнехи евӗр, кунталла хӑвӑрт килчӗ, хӑлхара уҫҫӑн янраса кайрӗ; вӑл халь, юмахри пек, ҫынна тухатма пултаракан кӗвӗсемпе тулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

«Эпӗ ку шухӑш тӗрӗссине пӗлетӗп, анчах хам ҫав шухӑшсене пурнӑҫпа ҫирӗплетсе пама пултаракан ҫын пулма пултарайӑп-ши?»

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӗренӳ институчӗн 180 ҫын вырнаҫтарма пултаракан аудитори пӗр самантрах тулса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Пирӗн театр валли музыкӑллӑ произведенисем ҫырса пама пултаракан чӑвашсен талантлӑ композиторӗсем — икӗ опера ҫырма ӗлкӗрнӗ Ф. Васильев, А. Васильев-Асламас, Г. Хирбю, М. Алексеев, Т. Фандеев, В. Ходяшев, А. Петров тата ыттисем, паян кун та музыкӑллӑ спектакльсемпе ӗҫлекен солистсемпе хор коллективӗ, студире вӗренекенсем, симфони оркестрӗн коллективӗ, Ленинградри Ваганова ячӗпе хисепленекен хореографи училищинчен вӗренсе тухакан нацилле хореографи студийӗ, Мускаври ГИТИСра вӗренекен вокалистсен группи — акӑ вӑл чӑвашсен оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

— Каҫарма пултаракан ырӑ хӗрарӑмсем упӑшкисене кӗтеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ман шутпа, Вера клубра ӗҫлеме пултаракан ҫын.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Государе сутма пултаракан темӗнле вӑй пуҫтарӑннине Алюнов тахҫанах кӑшт сиснӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шухӑша кайнӑ вӑйсӑр ҫынран тӑруках тем те тума пултаракан чун-хаваллӑ ҫарпуҫӗ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эх, мӗн тери шел ӑна, ывӑнми калаҫма пултаракан ырӑ кӑмӑллӑ шӳт ӑстине!

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах унта кӗрес тесен, пысӑк вӑй, ҫапӑҫма пултаракан ҫар кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Унта пире хирӗҫ тӑма пултаракан хуласем те сахал мар, — хирӗҫлесе сиввӗн каларӗ Творогов.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Америка университетӗнче 7 компонентран — печенирен, арахис ҫӑвӗнчен, шӑккалат массинчен, банан нимӗрӗнчен, ҫӗр ҫырли повидлинчен, чиерен тата глазурьтен — тӗрлӗ чизкейк хатӗрлеме пултаракан ятарлӑ аппарат шутласа кӑларнӑ.

В американском университете применили специальный аппарат, чтобы приготовить различные чизкейки на основе 7 составляющих — печенья, арахисового масла, шоколадной массы, пюре из бананов, клубничного повидла, вишни и глазури.

3D принтерпа тутлӑ чизкейк хатӗрлеме вӗреннӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34585.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех