Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултаракан (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул кӑтартма пултаракан чи ӑста ҫынна ку мӑшкӑла тӳссе тӑма питӗ йывӑр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн иртрӗ, мӑрса ывӑлӗ хӑйӗн шӑпине ҫӑмӑллатма пултаракан нимле сӑлтав та шыраса тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пухусенче, тепӗр чух шавласа кайсан, лӑпкӑн каласах халӑха лӑплантарма пултаракан ҫын вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Римма Ивановна тӑрӑшнипе пирӗн шкул - ыттисемпе тупӑшма пултаракан, конкурентлӑ вӗренекенсене ҫитӗнтерекен учреждени.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ директор // И.ВЛАСОВА, А.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11572-pu ... l-direktor

Унӑн «Ҫурҫӗр опытӗнче» Чӑваш енре усӑллӑ пулма пултаракан сюжет пайтах.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Ят-сум ҫӗнсе илнӗ, ҫӗнӗ курӑмлӑ, общество шухӑш-кӑмӑлӗн лидерӗсене хӑйсен енне ҫавӑрма пултаракан ҫынсем кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Ҫавӑнпа та кунта ятарлӑ кафедра уҫмалла: туризм тивӗҫтерӗвӗсен рынокӗнче пысӑк конкуренцире ӗҫлеме пултаракан специалистсене хатӗрлеме вӗрентӳ процесне те пахалӑхлӑ йӗркелемелле.

Куҫарса пулӑш

Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r

Ҫын хуйхине хам ҫине илме пултаракан ҫав тери пархатарлӑ та хӑватлӑ ҫын мар ҫав эпӗ.

Куҫарса пулӑш

«Бомжик» тени чӑвашла «Маттуркка» пулать-и? // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Эпир хур шӑмми тытса ҫырма пултаракан ҫынсем мар, хурлӑх курма ҫеҫ ҫуралнӑ пуль…

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сайра ҫынна ҫеҫ шанса паракан ӗҫсемпе ҫӳрекене, ҫар губернаторӗпе калаҫма пултаракан паллӑ чиновнике!

Его, которому доверяют самые сложные дела, его, знатного чиновника, имеющего доступ к самому военному губернатору!..

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑҫтан вӑй тупӗччӗ хӑйӗн анисене те аран-аран ҫеҫ шуратма пултаракан пӗр лашаллӑ хресчен ун чухлӗ ҫӗре тирпейлесе тӑма?

Спрашивается, каково было однолошадному крестьянину справиться со всем этим, тогда как он еле успевал кое-как обиходить свой единственный надел?..

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Старикпе ун хӗресем Янтула тем тума та пултаракан ҫын тесе шутлаҫҫӗ.

ведь сам старик и его дочери считают Яндула умеющим все на свете.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ял халӑхне медицина пулӑшӑвӗ пама пултаракан 15 ФАП ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен сывлӑхӗ – чи кирли // Ю.Михайлов. http://kasalen.ru/2022/09/02/c%d1%8b%d0% ... %bb%d0%b8/

Ялти культура ҫурчӗ ҫынсен обществӑлла тата культурӑлла пурнӑҫӗн центрӗ, ял ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑнма тата творчествӑлла пултарулӑхне аталантарма пултаракан вырӑн шутланать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ клуб халӑха пӗрлештерӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/13/ce%d0%bde-% ... b5%d1%80e/

Пуҫлӑхсем еннелле пӑхнӑ чухне Ивук йӑваш, тем хушсан тем тума хатӗр, урамрисемпе — хӑй вӗсене хӳтӗлеме пултаракан ҫын…

Когда он смотрит на начальников, глаза его подобострастны, и он готов исполнить все, что ему ни прикажут, на земляков-богатеев он глядит покровительственно: мол, знайте, кто ваш защитник…

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗшмӗше ӗненекенскер, хӑй хапхаран тухнӑ-тухманах ҫул урлӑ каҫма пултаракан ула кушакне апат парса пӳрте хупса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара сӗрме купӑс ҫеҫ кӑларма пултаракан ҫинҫе сасӑпа:

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пирӗн ертсе пыма пултаракан комсомолецсем ҫук мар.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Епле ҫавӑн пек пултаракан ҫамрӑк ҫын комсомолта ан пултӑр?..

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл, Левентее ӳкӗте кӗртме пултаракан сӑмахсем шыраса, чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех