Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хамӑр чӑваш пулнишӗн вӑтанмалла мар, мухтанмалла.
Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle
Паян ватӑсем ывӑлӗсем, кинӗсем, хӗрӗ, мӑнукӗсем ҫумра пулнишӗн, вӗсем час-часах тӑван киле килсе ҫӳренӗшӗн хӗпӗртеҫҫӗ.
Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17
Тутарстанра ҫулран-ҫул ырӑ ӗҫсем тӑвакан ҫак ҫыннӑн ытти сӑмахӗсем те чӗрене кӗрсе юлчӗҫ: — Эпӗ савӑнатӑп, пирӗн ентеш Тутарстанӑн ҫеҫ мар, пӗтӗм Раҫҫей ҫӗршывӗн мӑнаҫлӑхӗ пулнишӗн.
Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Ҫакна калама пултаратӑп: ҫулталӑкра пӗр кун е эрне те пулин тӑван чӗлхемӗр пирки аса илетпӗрех, хамӑр чӑваш пулнишӗн мӑнаҫланнине палӑртатпӑр.
Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№
9. Эпир, хамӑр халсӑр пулса, эсир хӑватлӑ пулнишӗн савӑнатпӑр; ҫавӑнпа ӗнтӗ сире пур тӗлӗшпе те ырра кӑларасшӑн кӗлтӑватпӑр та.9. Мы радуемся, когда мы немощны, а вы сильны; о сем-то и молимся, о вашем совершенстве.
2 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ырӑ ҫын тӗп пулнишӗн савӑнакансем танатана ҫакланӗҫ, вилӗмӗ ҫитичченех хӗн-хур тӳссе халсӑрланӗҫ.32. Уловлены будут сетью радующиеся о падении благочестивых, и скорбь измождит их прежде смерти их.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Ху чӑваш пулнишӗн ӑҫта сан мӑнаҫлӑх? Пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесем ҫав виҫӗ тӗслӗ ялава кӑна мухтама хӑйсен пуҫӗсене хунӑ-ши?» — текен ыйту парас килет вӗсене.
Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html