Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пукан сăмах пирĕн базăра пур.
пукан (тĕпĕ: пукан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ Зарайскран, — вашаватлӑн халаплама пуҫларӗ вӑл, Григорие пукан шутарса лартса парса.

Я из Зарайска, — общительно заявил он, придвигая Григорию стул.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан, пушӑ пукан патне чалӑшса пырса, ларма ирӗк ыйтрӗ.

И, косясь на свободный табурет, попросил разрешения сесть.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кутник кӑмаки умне пукан ҫине ларать те ҫурӑмне питӗ пӗкӗртсе хурать, Аксинья ҫине намӑссӑррӑн кулакан куҫӗсемпе пӑхма тытӑнать.

Садился у подзёмки на табуретке, остро сутулил спину, глядел на Аксинью бесстыдным улыбчивым взглядом.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пукан хӗррине пырса ларать.

Григорий садился на краешек.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Евгений Николаевич, сайра та сарлака шӑлӗсене йӗрсе, аллипе пукан ҫине тӗллесе кӑтартать.

Евгений Николаевич, щеря редкие широкие зубы, указывал рукой на стул.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сергей Платонович офицере пукан тӗртсе пачӗ те, Григорирен: — Епле-ха апла, ай чухӑна тухрӗ-им аҫу, ывӑлне тарҫа парать? — тесе ыйтрӗ.

Подвигая офицеру стул, Сергей Платонович сказал: — Что, аль обеднял отец, что сына нанимает?

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич пукан ҫине хӑпарса тӑнӑ та, уксах урине сулкаласа, чӗлхине чаплаттарса тарать.

Пантелей Прокофьевич стоял на табуретке, мотал хромой ногой, чмокал языком.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Халӗ шӑп сӗткен кӗнӗ вӑхӑт, мӗн кӗтсе тӑмалли пур — ай ҫулран тухнӑ ватӑ хӗрсем сахал ярӑнса ҫӳреҫҫӗ-и? — халапа хутшӑнчӗ Василиса, пукан тӑрӑх шуҫкаласа (ӑна пӑлтӑрта вӑрласа юбка ӑшне чикнӗ хурӑн шӑпӑр шӑйӑрттарать — ваттисем каланӑ тӑрӑх евчӗсем качча каяс хӗрӗнне шӑпӑр вӑрланӑ пулсан, вӗсене хӗр пама чармаҫҫӗ имӗш).

— Теперича самое светок лазоревый, что ж держать, — аль мало перестарков в девках кулюкают? — выступила Василиса, ерзая по табурету (ее колол украденный в сенцах и сунутый под кофту веник: по приметам, сваты, укравшие у невесты веник, не получат отказа).

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Марья, пукан лартса пар ҫынсене.

Марья, дай людям на что присесть.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малти кӗтесре — сӗтел, сӗтелне — хӑй умнелле тайӑнтарнӑ ялавсем ҫине юланутпала сиктерсе пыракан генерал Скобелев сӑнӳкерчӗклӗ клеёнкӑпа витсе хунӑ; икӗ пукан, ҫӳлте турӑшсем, — вӑл турӑшсем тавра элес-мелес хут ҫаврашкисем тыттарса пӗтернӗ.

Под передним углом — стол, клеенка с генералом Скобелевым, скачущим на склоненные перед ним махровитые знамена; два стула, вверху — образа в бумажных ярко-убогих ореолах.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗр коридорти алӑкран тухрӗ, хулӑ пукан ҫине ҫемҫен пырса ларчӗ.

Девушка вышла из коридорных дверей, мягко присела на кресло.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сталин, Юргинӑн ҫӗр тӗслӗ сӑрӑрах ырхан янахӗпе хура сухал шӑтса тухнӑ сӑн-питне, чирлӗ пирки ҫуталса тӑракан куҫӗсене курсан, ҫак аманнӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ пысӑк хӑрушлӑхра пулнине ӑнланчӗ: унӑн куҫӗсем самантрах тӗксӗмленчӗҫ, вӑл вара кровать патӗнчи пукан ҫине ывӑнса ҫитнӗ чухнехи пек ларчӗ те, Юргин пуҫӗ айӗнчи минтере ерипен кӑна тӳрлеткелесе: — Йывӑр-и? — тесе ыйтрӗ.

Сталин, увидев лицо Юргина желтоватое земельного цвета, с появившейся черной бородой, худой подбородок и светлые от болезни глаза, понял, что жизнь этого раненого человека находится в большой опасности: его глаза мгновенно потемнели, и он сел на стул у кровати, как будто устал, и медленно поправляя подушку под головой Юргина, спросил: — Тяжело?

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл стенисене чӑрмаласа пӗтернӗ пысӑках мар пушӑ пӳлӗмре, карса хунӑ чӳрече патӗнчи пукан ҫинче ларать.

Он сидел на стуле, в комнате с грязными стенами у занавешенного окна.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл черккине сӗтел ҫине лартса пукан ҫине таянчӗ.

Он поставил рюмку на стол и оперся о стул.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лена кӑмака патӗнчи каска пукан ҫине Андрейпа юнашар ларнӑ та, тепӗр еннелле ҫаврӑнса, сассӑр макӑрать, салтаксенчен вӑрттӑн куҫне тутӑрпа шӑлкаласа илет.

Лена сидела на стуле у печки рядом с Андреем и, отвернувшись в другую сторону, беззвучно плакала, тайком от солдат вытирая глаза платком.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лена каласа пӗтереймерӗ, ассӑн сывласа пукан ҫине ларчӗ.

Лена запнулась, вздохнула и села на табурет.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫур пӳлӗмӗн урайне типӗ ыраш улӑмӗ купаланӑ; алӑк ҫывӑхӗнче тумбочка тата икӗ пукан лараҫҫӗ — ун пеккине общежитинче курма пулать.

Половина комнатки была завалена сухой ржаной соломой; ближе к двери стояли тумбочка и два табурета, какие можно видеть обычно в общежитиях.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ольга Николаевна хӑй тухтӑр тивӗҫне ҫухатнине ӑнланса илчӗ; вӑл вара пукан ҫинчен хуллен тӑрса: — Юрать, пурне те тӑватӑп, — терӗ хурлӑхлӑ сассипе.

Ольга Николаевна поняла, что потеряла свое докторское достоинство, тихо встала со стула и сказала грустным голосом: — ладно, все сделаю.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

… Ольга Николаевна тепӗр хут малти пӳлӗме кӗрсен, Озеров ӑна кровачӗ ҫумӗнчи пукан ҫине ларма ыйтрӗ.

… Когда Ольга Николаевна еще раз вошла в переднюю комнату, Озеров попросил ее сесть на стул у кровати.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Смольянинов капитан кровать патӗнчи пукан ҫине ларчӗ те, Брянцев полка ертсе пырассине хӑй ҫине илсен, Озеров картти ҫинчи паллӑсене тӗпчесе унӑн тупсӑмне тупни ҫинчен, часах тӑшман шухӑшне пӗлсе Журавский патне вӑхӑтра пулӑшу ярса пама ӗлкӗрни ҫинчен тӗплен каласа пачӗ.

Капитан Смольянинов присел на табурет у кровати и подробно рассказал, как Брянцев, приняв командование полком, изучил пометки Озерова на карте, быстро разгадал замысел противника и вовремя успел подбросить подкрепление батальону Журавского.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех