Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пиччӗшне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку ҫапӑҫӑва ытти ачасемпе пӗрле пӑхса тӑракан Уҫка, малтан Микулана, вара Ваҫли пиччӗшне, ашшӗне ӳкернине курсан, макӑра-макӑра Ҫтаппан патне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Темӗнччен сура-сура вӑрҫрӗ, аллах ячӗпе ылханчӗ хан ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗшне, Исмаила.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗлет-ха Иливан, турхан мӑнукӗшӗн мар, нимрен ытла пиччӗшне курас тесе килчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл мана чӗнсе илсе ҫапла каларӗ: государь сирӗн енчи ҫӗрсен пӗр пайне Хусан патӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑшӑн Иван Шереметев княҫсене, шӑллӗпе пиччӗшне, Сӑр шывӗн вӑрринчи ҫӗрсене Воротынский пӗр тӑвансене памалла тунӑ терӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Миҫе асӑрхаттарнӑ эп ӑна, ма хытӑрах тытмасть мӑрсасене, ма итлемест пиччӗшне тет.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Понимаешь, — йӗкӗлтерӗ вӑл пиччӗшне.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Ваҫук ҫак ҫырӑва янӑ хыҫҫӑнах Кампур сӑнне фотографа ӳкерттерчӗ те сӑнӳкерчӗкне пиччӗшне ярса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Ваҫук хӑйӗн йытти ҫинчен пиччӗшне тӗплӗн ҫырса пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

— Ашшӗпе пиччӗшне пӗрер мӑшӑр алсыш ҫыхса патӑм та, кун валли пӗр ывӑҫ ҫӑм та юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анук, пиччӗшне курсанах, ӑна хирӗҫ чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хвантейпе унӑн пиччӗшне хӗллехи шартлама сивӗ кун урама илсе тухаҫҫӗ.

И вывели вероотступников Хвандея и его брата на лютый мороз.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тахҫанах ҫавна кӗтсе пурӑннӑ Сашок чӗн пушӑ илсе хӑпарнӑ та пиччӗшне пит урлӑ туртса ҫапнӑ.

Сашок давно ждал этого часа, взяв плетку, он поднялся на сеновал и изо всех сил полоснул брата по лицу.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вунӑ ҫул ытла ӗлӗкрех унӑн аслӑ пиччӗшне — Сурпан Пипавне — айӑпсӑрах Ҫӗпӗре пуҫиле тытса янӑ, унтан унӑн арӑмепе ачисене ӑсатнӑ.

Лет десять назад его старшего брата Сурбана ни за что ни про что отдали в солдаты, а через год-два семью отправили в Сибирь.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анушка вара пиччӗшне курма темиҫе сехетлӗхе ҫеҫ килсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӗнӗ пьеса пиччӗшне килӗшни Павлуш кӑмӑлне тата ҫӗклентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Чӗри йӗркесӗр тапать… начар ӗҫлет, — пиччӗшне пӗлтерчӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унччен илтнӗ хыпар та тӗрӗсех иккен: пиччӗшне чӑнах та Хусана куҫса килме ирӗк панӑ, «Союз-птицепродукт» ятлӑ учреждение технорук шучӗпе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пиччӗшне те пӗлтересшӗнччӗ Павӑл, анчах висӗ хутчен те Новониколаевскран ответ килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Алманчӑ ҫак вӑхӑтра темшӗн хӑйӗн вилнӗ пиччӗшне Патиреке аса илчӗ, ун пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ сив чир тытнӑ чухнехи пек ҫӳҫенсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл часрах пиччӗшне вӑратма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех