Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пиччӗшне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хыпӑнса ӳкнӗ Марине пиччӗшне кӗпинчен пырса туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Пиччӗшне те шел.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Мещеряков В. И. Ульяновпа вӗсен кил-йышӗ ҫинчен каласа панӑ май Н. К. Крупская унӑн Александр Ульянов пиччӗшне патшана вӗлерме тӑнӑшӑн айӑпласа ҫакса вӗлернине пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

«Пирӗн кил-йышра йӑпӑлти ҫынсем пулман»! — йӗкӗлтерӗ вӑл пиччӗшне, халӗ ӑна хӑйне пӑскӑртма пуҫласа.

«В нашей семье не было подхалимов»! — передразнил он с негодованием брата, теперь уже сам беря его в оборот.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Федораш хӑйӗн хӑнӑхнӑ йӑлипе пиччӗшне ятлама тытӑнчӗ, анчах Яков ку хутӗнче ӑна кӑмӑллӑн кулкаласа пӳлчӗ:

Федораш, по обыкновению, принялся отчитывать брата, по на этот раз Яков прервал его, улыбаясь:

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Апла пирӗн хула халӗ фронтран ашра!» — савӑнса шухӑшларӗ Таня, анчах арканнӑ тӑван хулине, кӗл пулнӑ кил-ҫуртне, амӑшне, пиччӗшне аса илчӗ те ҫавӑнтах салхуланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кайран икӗ пиччӗшне ҫара илчӗҫ, иккӗшӗ те таврӑнаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Парамунӑн чӗри усала сиснӗн картлатрӗ, вара вӑл пиччӗшне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ку ҫапӑҫӑва ытти ачасемпе пӗрле пӑхса тӑракан Уҫка, малтан Микулана, вара Ваҫли пиччӗшне, ашшӗне ӳкернине курсан, макӑра-макӑра Ҫтаппан патне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Темӗнччен сура-сура вӑрҫрӗ, аллах ячӗпе ылханчӗ хан ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗшне, Исмаила.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗлет-ха Иливан, турхан мӑнукӗшӗн мар, нимрен ытла пиччӗшне курас тесе килчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл мана чӗнсе илсе ҫапла каларӗ: государь сирӗн енчи ҫӗрсен пӗр пайне Хусан патӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑшӑн Иван Шереметев княҫсене, шӑллӗпе пиччӗшне, Сӑр шывӗн вӑрринчи ҫӗрсене Воротынский пӗр тӑвансене памалла тунӑ терӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Миҫе асӑрхаттарнӑ эп ӑна, ма хытӑрах тытмасть мӑрсасене, ма итлемест пиччӗшне тет.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Понимаешь, — йӗкӗлтерӗ вӑл пиччӗшне.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Ваҫук ҫак ҫырӑва янӑ хыҫҫӑнах Кампур сӑнне фотографа ӳкерттерчӗ те сӑнӳкерчӗкне пиччӗшне ярса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Ваҫук хӑйӗн йытти ҫинчен пиччӗшне тӗплӗн ҫырса пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

— Ашшӗпе пиччӗшне пӗрер мӑшӑр алсыш ҫыхса патӑм та, кун валли пӗр ывӑҫ ҫӑм та юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анук, пиччӗшне курсанах, ӑна хирӗҫ чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хвантейпе унӑн пиччӗшне хӗллехи шартлама сивӗ кун урама илсе тухаҫҫӗ.

И вывели вероотступников Хвандея и его брата на лютый мороз.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тахҫанах ҫавна кӗтсе пурӑннӑ Сашок чӗн пушӑ илсе хӑпарнӑ та пиччӗшне пит урлӑ туртса ҫапнӑ.

Сашок давно ждал этого часа, взяв плетку, он поднялся на сеновал и изо всех сил полоснул брата по лицу.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех