Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Мана тата каларӗ: ҫак кӗнекери ӳлӗмхине пӗлтерекен сӑмахсене питӗрсе ан усра: вӑхӑт ҫывӑх.10. И сказал мне: не запечатывай слов пророчества книги сей; ибо время близко.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл аҫтахана, авалхи ҫӗлене, — вӑлах шуйттан, сатана пулать — тытрӗ те пин ҫула сӑнчӑрларӗ; 3. ӑна тӗпсӗр вырӑна пӑрахрӗ те питӗрсе илчӗ, ҫиелтен пичет хучӗ — пин ҫул иртиччен халӑхсене ан улталатӑр тесе ҫапла турӗ вӑл; ҫав вӑхӑт иртсе кайсассӑн лешӗ пӗр вӑхӑта ирӗке тухӗ.
Ӳлӗм 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленсе пурӑнакан тӑванне курсассӑн хӑйӗн чӗрине питӗрсе лартать пулсассӑн, ҫав ҫынра мӗнле Турӑ юратӑвӗ пулма пултарать?
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Павела ярса тытнӑ та Турӑ Ҫуртӗнчен сӗтӗрсе тухнӑ, алӑкӗсене ҫийӗнчех питӗрсе хунӑ.и, схватив Павла, повлекли его вон из храма, и тотчас заперты были двери.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Кил хуҫи тӑрса алӑкне питӗрсе хурӗ те, сирӗн вара тул енче тӑрса алӑкран шаккаса: «Хуҫамӑр!
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Усаллӑх тымарне сирӗнтен питӗрсе илнӗ, нишлӗх сирӗн патӑртан кайнӑ, сирӗншӗн тамӑк та хупӑ, вилӗм те ҫухалнӑ.53. Корень зла запечатан от вас, немощь и тля сокрыты от вас, и растление бежит в ад в забвение.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вара вӑл мана каларӗ: килсе ҫитменнине шутласа пар-ха мана, сапаланнӑ тумламсене пуҫтарса пар, хӑрнӑ чечексене чӗртсе тӑрат; 37. питӗрсе лартнӑ управӑшсене уҫ та унта хупнӑ ҫилсене кӑларса яр, мана тата сасӑ сӑнне кӑтарт, вара эпӗ сана ху курас тесе тӗмсӗлнине кӑтартӑп, терӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патшапа унӑн ҫӗнтерме май ҫук пек туйӑннӑ ҫарӗ Персие кайсассӑн, вӗсене Нанейӑн чӳк ҫуртӗнче Нанея апӑсӗсен ултавӗ урлӑ пӗтерсе тӑкнӑ: 14. Антиох, Нанейӑпа пӗрлешме тенӗ пек, ҫав вырӑна пырсассӑн, унпа пӗрле килнӗ тусӗсем вара хулӑм укҫи илме пырсассӑн, 15. ҫав укҫана вӗсене Нанея апӑсӗсем сӗннӗ; ҫапла Антиох пысӑках мар ушкӑнпа чӳк ҫуртне шала кӗнӗ, лешӗсем вара Антиох кӗнӗ-кӗменех ҫуртне питӗрсе илнӗ, 16. унтан, маччари вӑрттӑн шӑтӑка уҫса, чулпа пеме тытӑннӑ, патшана та, унпа пӗрле пулнисене те вӗлернӗ, вакласа, пуҫне касса вӗсене урамра тӑракансем умне кӑларса пенӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Симон хӑйӗн тапӑрне Вефсура хули патне вырӑнаҫтарнӑ, хулана нумай кун хушши хупӑрласа тӑнӑ, хулине питӗрсе лартнӑ.65. И расположил Симон стан свой при Вефсуре, и осаждал его многие дни, и запер его.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Манӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӑлӑхах вут ҫунтариччен пӗрех хут сирӗнтен хӑшӗ те пулин алӑка питӗрсе илинччӗ.10. Лучше кто-нибудь из вас запер бы двери, чтобы напрасно не держали огня на жертвеннике Моем.
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Апӑссем тухса кайсассӑн, патша Бел умне апат лартса панӑ, Даниил хӑйӗн тарҫисене хушнӑ та, лешӗсем кӗл илсе килнӗ, вара патша умӗнче пӗтӗм ҫурта кӗлпе сапса тухнӑ; унтан, каялла тухса, алӑка питӗрсе илнӗ, патшан пичетлӗ ҫӗррипе пусса пичетленӗ те унтан кайнӑ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Патша Даниилпа пӗрле Бел ҫуртне пынӑ, Бел апӑсӗсем каланӑ вара: эпир акӑ тухатпӑр, эсӗ вара, патша, алӑка питӗрсе ил те пичетне пусса хӑвар.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Леш пуҫлӑхсем ӗнтӗ ҫапла каланӑ: эпир пахчара хамӑр кӑна ҫӳренӗ чухне ҫакӑ арӑм икӗ тарҫипе пырса кӗчӗ те, пахча алӑкне питӗрсе хурса, тарҫисене каялла ячӗ; 37. унтан пахчара пытанса тӑнӑ каччӑ ун патне пычӗ те унпа пӗрле выртрӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Патшана кӳрентернӗ ҫынна вӗлерме илсе кайсассӑн ун кил-ҫурчӗн алӑкне хупса лартнӑ пекех, йӗрӗх ҫурчӗсене вӑрӑ-хурах ҫаратасран апӑссем алӑксене ҫӑрапа питӗрсе, сӑлӑп ярса хуралласа тӑраҫҫӗ; 18. вӗсем валли хӑйсем валли ҫутнинчен ытларах ҫутаткӑҫ ҫутаҫҫӗ, лешӗсем вара ҫавна пӗрне те курма пултараймаҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кӑнтӑрти хуласене питӗрсе илнӗ, вӗсене уҫакан ҫук; Иуда пӗтӗмпех тыткӑна каять, йӑлтах тыткӑна каять.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Кай, халӑхӑм, килне кӗр, хӑв хыҫҫӑн алӑкна питӗрсе ил, ҫилӗ иртсе кайиччен пытан самантлӑха: 21. ҫӗр ҫинче пурӑнакансене усал ӗҫӗсемшӗн айӑпламашкӑн Ҫӳлхуҫа акӑ Хӑй вырӑнӗнчен тухать, ҫӗр ӗнтӗ хӑй ҫӑтнӑ юна уҫса хурӗ, вӗлернӗ ҫыннисене пытарса тӑраймӗ.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Усал арӑм ҫумӗнче ҫӑра пулни лайӑх, алӑ нумай ҫӗрте питӗрсе хур.6. При худой жене хорошо иметь печать, и, где много рук, там запирай.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ылтӑнпа кӗмӗлне тӑванушӑн, тусушӑн тӑкакла — вӑл чул айӗнче тутӑхса-ҫӗрсе ан вырттӑр; 14. пурлӑхна Ҫӳлти Турӑ хушнӑ пек тыткала, ҫакӑ сана ылтӑнран та ытла усӑ кӳрӗ; 15. мӗскӗнсене памаллине кӗлетне питӗрсе хур, ҫакӑ сана кирек мӗнле инкекрен те ҫӑлса тӑрӗ: 16. вӑл сана тӑшманусенчен ҫирӗп хулканран та, сулмаклӑ сӑнӑран та лайӑхрах хӳтӗлӗ.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Йӑваш ҫынна ырӑлӑх ту, йӗркесӗр ҫынна ан пар: унран ҫӑкӑрна питӗрсе ил те ан пар ӑна, кайран вӑл хӑвна ан пӑхӑнтартӑр: 6. ӑна ҫапла ырӑлӑх тунӑшӑн эсӗ икӗ хут усаллӑх тӳснӗ пулӑттӑн; Ҫӳлти Турӑ та ҫылӑхлӑ ҫынсене кураймасть, йӗркесӗр ҫынсене тавӑрать.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Манӑн йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм — питӗрсе илнӗ йывӑҫ пахчи, хупса хунӑ пусӑ, пичет пуснӑ ҫӑлкуҫӗ; 13. эсӗ лартнӑ хунав пахчи — нар улмийӗн пахчи, паха улма-ҫырла, кипер, нард йывӑҫҫисем, 14. нард тата шафран, аир тата корица, ырӑ шӑршӑ саракан тӗрлӗ йывӑҫ, мирра тата алой, тем тӗрлӗ техӗмлӗ курӑк; 15. пахчари пусӑра — таса шывлӑ ҫӑлкуҫӗ, Ливан тӑвӗ ҫинчен юхакан юхӑм шыв.
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.