Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пеме (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫав вӑхӑтрах плита айӗнчен пеме пуҫларӗ.

Но в этот миг в плите застреляло.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсене пеме тупӑ лартаҫҫӗ… — пӑшӑлтатать Петя.

Там против них пушку ставят… — шептал Петя.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл тӗл тата хытӑ пеме пӗлнӗ, унӑн куҫӗ питӗ тӗл тивертнӗ.

У него был твердый, сильный удар и очень меткий глаз.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫавӑнпа та револьвертан пӗрре пенӗ хыҫҫӑнах, городовойсене урӑх пеме чарнӑ.

Поэтому после первого же выстрела городовым было приказано больше не стрелять.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗрре пеме пултаратӑн, уншӑн хам тӳлӗп.

Один раз можешь выстрелить, я заплачу.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав вӑхӑтрах Гаврик ухмаха пеме шут тытрӗ.

Гаврик тотчас решил прикинуться совсем маленьким дурачком.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑй пӑшал пеме килнӗ пек тӑвать.

Только делает вид, что пришел пострелять.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— …Эпӗ сана, господин, балеринӑна пеме сӗнетӗп.

— …Я вам советую, господин, выстрелить в балерину.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ӗнтӗ тӗрӗсех шухӑшланӑ; пӑшал пеме килнӗ пулсан, пер.

Он совершенно справедливо полагал, что если ты пришел стрелять, то и стреляй.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл унпа пӗрре персе пӑхасси ҫинчен те шухӑшлама хӑяйман, мӗншӗн тесен унпа пӗрре пеме ытла та хаклӑ тӑнӑ: пилӗк пус!

Даже он не смел мечтать из него выстрелить, так как выстрел стоил бессовестно дорого: пять копеек.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Карапӗ те хӑйне путарасса, паллах, кӗтсе тӑмасть, ҫавна та ҫинчех шута илмелле, пӗтӗм конвойӗ-мӗнӗпе пулемёчӗсемпе, мӗнпур орудийӗсемпе пеме тытӑнать вӑл.

При этом корабль не ждёт, разумеется, когда его утопят, а вместе с конвоем открывает огонь из всех своих зениток, пулемётов и орудий главного калибра.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗнле пулма пултарчӗ-ха ҫапла, ҫак ҫынсем килчӗҫ те пирӗн пата, тӗнчере чӑнлӑх та, чыс та ҫук пек, аманнӑ ҫынсем ҫине путсӗрен пеме хӑйрӗҫ?

Как случилось, что эти люди пришли к нам и осмелились подло стрелять в раненых,

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лури сикрӗ те вӗсем ун ҫине пеме тытӑнчӗҫ.

Лури прыгнул, они стали стрелять по нему.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эшелон патнех ҫитеймен вӑл — шурлӑх леш енчен ун ҫинелле нимӗҫсем пеме тытӑннӑ та вӑл таврӑннӑ.

До эшелона он не дошёл — за болотом по нему открыли огонь. Он вернулся.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аманнисем ҫул сӑрчӗ хыҫнелле сике-сике тара пуҫланӑ, нимӗҫсем вӗсене эшелон урлах шрапнельпе пеме тытӑннӑ.

Раненые стали прыгать под насыпь, разбежались, и немцы через эшелон стали стрелять по ним шрапнелью.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Зениткӑсем пеме пуҫларӗҫ — анчах перессе катара перетчӗҫ-ха, акӑ ҫывхарса та ҫывхарса килнӗн курӑнать снарядсем сирпӗнсе ҫурӑлни, калӑн ҫав кварталсем урлӑ пистолетла пере-пере пӗр улӑп утса пырать тесе.

Зенитки стали бить — только что далеко, а вот уже ближе и ближе, точно кто-то огромный шагал через кварталы, ежеминутно стреляя вверх из тысячи пистолетов.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хӑйӗн радиостанцийӗпе нимӗҫсен тылӗнче пулнӑ, каҫ пуласпа вут-кӑвар ыйтса илнӗ, пирӗн артиллерие Водохранилище тӑрӑх пеме кӑтарту панӑ.

Он был за спиной у немцев со своей радиостанцией, вызвал к вечеру огонь, он дал указания артиллерии, чтобы били вдоль водохранилища.

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унччен те пулмарӗ, тӗнчене кисретсе, инҫе те мар, кӳршӗри хайхи пысӑк ҫурт ҫинчен зениткӑсем хӑвӑрт-хӑвӑрт пеме пуҫларӗҫ, команда сӑмахӗсем янраҫҫӗ: «Фашистла вӑрӑ-хурахсем ҫине — огонь!»

И тотчас же оглушительно, часто и близко, несколько раз подряд, торопливо выпалили зенитки с соседней крыши, откуда теперь доносились слова команды: «По фашистским налетчикам — огонь!»

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӑшалӗ начар, пеме юрӑхсӑр, патронӗсем ҫук, йӗлтӗрӗсем те начар.

Ружьё было плохое, стрелять нельзя, патронов нету, лыжи были плохие.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑнтан вара тек вӑл ылханлӑ тупӑран пеме те пӑрахрӑмӑр, — терӗ Василиса Егоровна.

С тех пор уж и не палим из проклятой пушки, — сказала Василиса Егоровна.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех