Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пекле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йысна пирӗнпе яланах хӗрхенсе пекле, ҫурма сасӑпа, куҫне хӗсерех, пуҫне кӑшт пӑрарах калаҫать, пупленӗ чухне вӑл пирӗн кашни сӑмаха хӑйӗн чее хӑлхипе тӗрӗслесе пӑхать, тейӗн ҫав.

Потому с нами он говорил снисходительно, вполголоса, прищурившись и слегка склонив голову набок, словно проверял наши слова на свой слух.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах нимӗн чӗнмесӗр ларни те темӗнле лайӑх мар пекле пулса тухрӗ.

Но молчание вышло довольно неловкое.

34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак тапхӑрта, унӑн чунӗ романтикӑн тӗтреллӗ те аслӑ тӳписем патнелле ҫӗкленнӗ чухне, шут-паяцла хӑтланни те тата ҫӑт тытакан тӗрлӗ тӗслӗ йӗм тӑхӑнни те хӑйне кӗҫӗне хӑварнӑ пекле туйӑнчӗ.

Легкомыслие, шутки, пестрое трико — все это казалось оскорблением его душе, воспарившей в эмпиреи.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Чӑнах та, Полли мӑнанка, мана пӳрне йӑлтах хӑрса кайнӑ пекле туйӑнчӗ, ҫав тери ыратрӗ те, эпӗ шӑл ҫинчен манса та кайрӑм.

— Тетя Полли, мне показалось, что это гангрена, и было так больно, что я совсем забыл про свой зуб.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ача пӑртак вӑтаннӑ пекле пулчӗ.

Том почувствовал себя довольно глупо и сказал.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ҫынсен чӗрисене пырса тивесси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук: мӗскӗн пачӑшкӑ темӗнле ытла та мыскаралла каланӑ пекле, приход ҫыннисем чи усал, хӑрушӑ япаласем ҫинчен каланӑ сӑмахсене те, чиркӳ сакӗ хыҫӗсене пытанса, хуллен лӑх-лӑх кулса йышӑнчӗҫ.

ибо не было никакой возможности заставить паству вникнуть в ее смысл: даже полные самой возвышенной скорби слова прихожане, укрывшись за высокой спинкой скамьи, встречали заглушенным взрывом нечестивого смеха, словно бедный проповедник отпустил что-то невероятно смешное.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ӗмӗрех ырӑ курса савӑнса пурӑнмашкӑн суйласа илнисен хисепӗ ытла та сахал пулнӑ пекле, ҫав сӑваплисен питех пӗчӗк ушкӑнне ҫӑлма та кирлӗ мар тенӗнех янрарӗ проповедь.

А число праведников, которым предназначено было спастись, пастор довел до такой ничтожной цифры, что и спасать-то их не стоило.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл каласа пӗтерсен, дамӑсем кӗлтунӑ пек аллисене ҫӳлелле ҫӗкле-ҫӗкле илнӗ, унтан ҫавӑнтах халран кайнӑ майлӑ вӗсене чӗркуҫҫийӗсем ҫинелле уснӑ, куҫӗсене хупнӑ, — эпир тӗлӗннине нимӗнле сӑмахпа та калама пултарас ҫук: ку ытла та аван, пирӗн ҫӗршывшӑн ытла та аван-ҫке тесе каласшӑн пулнӑ пекле пуҫӗсене сулланӑ вӗсем.

и как только он умолкал, все дамы поднимали кверху руки и, словно обессилев, роняли их на колени, закатывали глаза и трясли головами, будто говоря: «Словами этого никак не выразишь, это слишком хорошо, слишком хорошо для нашей грешной земли».

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех