Шырав
Шырав ĕçĕ:
Терентий вӗсене пушӑ вырӑнсем, тӑкӑрлӑксем, пахчасем урлӑ ертсе кайнӑ.
XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Малалла дачӑсем, садсем, пахчасем, купальнӑсем, башньӑсем, маяксем курӑнаҫҫӗ.А уж дальше пошли дачи, сады, огороды, купальни, башни, маяки…
VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Пирӗн пахчасем хыҫӗнче харпӑр территори пур, газ пӑрӑхӗсене унта хунӑ тӑк влаҫӑн укҫа тӳлеме тивӗччӗ, ялта вара ҫакна вӗсем тӳлевсӗрех тӑваҫҫӗ. Пуху ирттерсе халӑх шухӑшне те пӗлмелле пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ Марина Мартынова.
Типҫырмасем митинга тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22998.html
Вара Настьӑна мисс Жаксона мӗн каламаллине шӑппӑн пӗлтернӗ те, хыҫалти крыльцаран тухса, пахчасем урлӑ хирелле чупнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Митя анкартисемпе пахчасем витӗр Кистенӗвка ращинелле утрӗ.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Каҫалапа хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатса выртакан лӑпкӑ Атӑл хӗрринчен, е хула таврашӗнчи пахчасем тавра ҫаврӑнса ҫӳресе таврӑннӑ чух кашнинчех, хӑйӗн кӗскелсех пыракан отпускӗн юлашки кунӗсене шутласа, Алексей хӑйне Ольӑпа чӗререн, тӗплӗн калаҫма сӑмах панӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав тӗлтех ҫуркунне ҫитрӗ, юр ирӗлет, — ҫураки ҫинчен те, пахчасем ҫинчен те шутламалла.А тут весна, тает снег, и надо думать о посеве, об огородах.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫулсӑр-йӗрсӗрех, сухаланӑ уйсемпе пахчасем урлӑ пӗр-икӗ километр кайсан, машина айлӑмалла анчӗ; кунта вӗсене хирӗҫ ҫӳллӗ салтак чупса тухрӗ те аллисемпе инҫетренех темӗнле паллӑсем туса кӑтартрӗ.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Капитан Енакиев «виллис» ҫине ларса — малти линире вӑл лашӑпа сайра усӑ курнӑ — канавсемпе пахчасем урлӑ наблюдательнӑй пункт патнелле тӳрех ыткӑнса пынӑ чух хыҫалтан хайӗн батареи умлӑ-хыҫлӑ пенине, пуҫ ҫийӗпе унӑн снарячӗсем аялтанах шӑхӑрса иртнине, малта пехота ҫапӑҫӑвӗ пуҫланнине илтрӗ.
23 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ял ҫыннисемпе ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснисем яваплӑха туйса тӑрӑшни куҫ умӗнче: пӗтӗм ҫӗрте таса та тирпейлӗ‚ картасене шуратнӑ‚ ҫуртсемпе пӗчӗк пахчасем те илемлӗн лараҫҫӗ‚ масарпа ҫӑлкуҫ пирки те манман.
Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22
6. Вӗсем сарӑлса выртакан айлӑмсем пек, шыв хӗрринчи пахчасем пек, Ҫӳлхуҫа лартнӑ алоэ йывӑҫӗсем пек, юханшыв хӗрринчи кедрсем пек; 7. ун витрисенчен шыв тӑкӑнса тӑрӗ, унӑн вӑрлӑхӗ тулли юханшыв пек пулӗ, унӑн патши Агагран аслӑрах пулӗ, унӑн патшалӑхӗ чапа тухӗ.
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.