Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паттӑра (тĕпĕ: паттӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Утламӑш халӑхӗ хӑйӗн ҫынни кӑҫал та паттӑра тухасса чунтан кӗтнине Имет пит аван туять.

Имет чувствует поддержку утламышцев и их надежду на то, что и в этом году он выйдет победителем.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл, хӑйне хирӗҫ тухакан ҫуккине пула, паттӑра юлтӑм тесе те хавасланма тытӑнчӗ.

Он был уверен, что больше против него никто не посмеет выйти.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Паттӑра памалли япаласене вӑл чӗнтӗрлӗ ҫитӗпе витнӗ сетел ҫине ҫӗклесе хучӗ.

Выложил подарки на стол, покрытый кружевной скатертью.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Михаля ункӑ варрине тухса тӑчӗ те паттӑра мӗнле парнесем парасса евитлерӗ.

Михаля вышел на середину круга и перечислил, какие подарки достанутся победителю.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хальччен пайтах ҫӗрте кӗрешсе паттӑра тухнӑ ҫынна ушкӑн варрине кӗме иртерехчӗ-ха.

Конечно, бывалому борцу, каким был Степан, вроде бы не к лицу было тягаться с мальчишкой.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Паллӑ паттӑра ҫапнӑшӑн хӗпӗртесе, ӑна малтанах явлӑк пачӗҫ.

Победитель знаменитого богатыря был одарен вышитым платком.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӗрешсе паттӑра тухакана парне параканӗ Усалук Мерченӗ пултӑр, Арихве пулсан та юрать…

А борцам пусть дочка Узалука вручает — Мерчень, можно и Арихве…

VIII. Кӗрекеҫра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӗрешсе паттӑра тухакана тӑла пиншак памалла пуль, ут ярса мала тухакана пасар кӗпипе пиншак та шӑлавар пулать, тата ытти ҫавӑн пек шӑкӑр-макӑр пур.

Победителя в борьбе думаем наградить суконным пиджаком, а кто придет первым на скачках — тому пиджак, рубашка и брюки фабричные, ну, словом, еще мелочи всякой много…

VIII. Кӗрекеҫра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Леш, Хусанта кӗрешсе паттӑра тухаканни-и? — ыйтрӗ Усалук.

— Это не тот, что в Казани всех поборол и в батыры вышел? — поинтересовался Узалук.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Хӑшӗ ҫӗнтерет, хӑшӗ паттӑра тухать?» — тесе вӗчӗрхенчӗ хӑй.

Чья возьмет верх?

I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Венгрире паттӑра тухнӑскер!

— Венгерский герой!

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тарнӑ чухне, пурте ним йӗркесӗр чупнӑ вӑхӑтра, Говэн пӗр паттӑра асӑрханӑччӗ; ҫак хӑюллӑ та вӑйлӑ ҫын таракан юлташӗсене хӳтӗлесе ҫапӑҫнӑ, анчах хӑй тарма шутламан.

В беспорядочном потоке беглецов внимание Говэна привлек один храбрец; ловкий и проворный, как фавн, он прикрывал бегство товарищей, а сам и не собирался бежать.

IV. Иккӗмӗш хут // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Манӑн сирӗн пата мӗнле пулсан та кӗрсе тухмаллах… тата ҫакна каламалла: Николай Платонович большевика тата паттӑра тивӗҫлӗ вилӗмпе вилчӗ.

Я должен был навестить вас… и сказать, что умер Николай Платонович, как подобает большевику и герою.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Мӗншӗн тесен Конопатов пеккисем колхоза каялла туртаҫҫӗ, Любава пеккисене тата сире хӑвӑра та пурӑнма кансӗрлеҫҫӗ, сире кама та пулин шел пек туйӑнать пулсан, эпӗ сире ҫакна аса илме сӗнетӗп: кахала шелленипе ӗҫе юратакана пырса тиветӗр эсир, хӑравҫӑна шеллесе, паттӑра тиветӗр, вӑрра шеллесе, тӳрӗ ҫынна пырса тиветӗр.

Потому что такие, как Конопатовы, тащат колхоз вниз и мешают жить таким, как Любава, и вам самим, и когда вам жалко кого-нибудь, то я советую вам вспомнить, что, жалея лентяя, бьешь трудолюбивого, жалея труса, бьешь отважного, жалея вора, бьешь честного.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Том кун пирки акӑ мӗн каларӗ: енчен Джима йӗркеллӗ илсе тухса кайма пултарнӑ пулсан, эпир сулӑпа анаталла, юханшыв вӑррине ҫитиччен каяттӑмӑр — ахальшӗнех, тӗрлӗ мыскарасем тӑвассишӗн кӑна, — малтанах ҫапла шухӑшласа хунӑ-мӗн Том, — ҫакӑн хыҫҫӑн тин вӑл Джим ирӗклӗ ҫын иккенне пӗлтерес тенӗ; эпир вара ӑна пӑрахутпа илсе каяттӑмӑр, вӑхӑт ирттернӗшӗн ӑна укҫа тӳлеттӗмӗр, ӑна кӗтсе илме пур негрсем те тухчӑр тесе малтан ҫыру ҫыраттӑмӑр, хулана эпир ӑна факелсемпе, музыкӑпа ӑсатса яраттӑмӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл паттӑр пулса тӑратчӗ, эпир те паттӑра тухаттӑмӑр.

А Том на это сказал, что если бы нам удалось благополучно увезти Джима, то мы проехались бы вниз по реке на плоту до самого устья — приключений ради, — он с самого начала так задумал, а после того Том сказал бы Джиму, что он свободен, и мы повезли бы его домой на пароходе, заплатили бы ему за трату времени, послали бы вперед письмо, чтобы все негры собрались его встречать, и в город бы его проводили с факелами и с музыкой, и после этого он стал бы героем, и мы тоже.

Юлашки сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хайхи старик шур сухалӗпе чаплӑ паттӑра кӑтӑклама пикенчӗ.

Взмахнул старичок с локоток своей длинной белой бородой и давай щекотать ею Актара, богатыря славного.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

— Хамӑрӑн паттӑра — Актара чӗнес, — сӗнет Кӗвӗр.

— Надо Актара звать, богатыря нашего! — говорит тогда Кевер.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Пӗри паттӑра кӗпе парнелет, тепри — тӗрӗллӗ тутӑр, виҫҫӗмӗшӗ — тутлӑ ҫимӗҫ, хӑшӗ кукӑльпе кӑпӑклӑ сӑра сӗнет.

Кто рубашку подарит, кто — платок расшитый, кто — сладости, а кто кружку пива поднесёт и кусок пирога.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Ҫав хушӑрах ҫӳлтӳпере хурчка ярӑнса ҫӳрет, ӑна, тен, шӑпах ҫак паттӑра тытса ҫиме пӳрнӗ пуль.

А между тем высоко на небе кружил ястреб, которому, быть может, суждено сожрать именно этого самого завоевателя.

Эпир ҫапӑҫӑпӑр-ха! // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 174–175 с.

— Ленук, — тетӗп малалла кун пек пурӑнма юраманнине туйса, — паян ҫӗрле эпир санпа паттӑра тухӑпӑр.

— Ленка, — я понимаю, что жить так больше нельзя, — сегодня ночью мы с тобой станем героями.

Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех