Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паттӑра (тĕпĕ: паттӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнтах, Ҫавал шывӗ хӗрринех пытартӑмӑр вара эпир Пайтул паттӑра.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗвӗҫекенсем тупӑннӑ: икӗ кивве юлнӑ ҫарпуҫӗ ӑна — ҫак ҫап-ҫамрӑк та маттур паттӑра — вилес пек курайман.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Хӑшӗ тухӗ ӗнтӗ паттӑра

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тесе тӗпчет ял кулса Еркинейӗ паттӑра, Хулне тӑсса ал парса Хӑй пек ҫамрӑк тантӑша.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак виҫҫӗмӗш мӑшӑртан Пӗри тухрӗ паттӑра: Кансан хатӗр кӗрешме, Еркинейпе хирӗҫме.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пурте пӗрле паттӑра асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн кавир ҫине кӗрешӳҫӗсем тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Тӑшман салтакӗсем автоматпа хӑмӑшлӑхра та переҫҫӗ, кӳлӗ таврашӗнчи вырӑна пӗтӗмпех шыраҫҫӗ, ҫак Кирук ларакан хӑмӑшлӑха та кӗрсе пӑхаҫҫӗ — анчах ҫамрӑк паттӑра куҫран йӗп пек ҫухатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫамрӑк паттӑра мухтаса, ырлав сӑмахӗсем янратса, чылайччен алӑ ҫупрӗҫ кӗпер ҫинче самаях йышлӑ пухӑннӑ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хыҫҫӑнах тухтӑрсем, чи малтан килсе ҫитнӗскерсем, ҫамрӑк паттӑра сивӗ ӳпкенех лармалла мар васкавлӑ пулӑшу пачӗҫ те машинипе пульницӑна ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Казахстанра ҫеҫен ҫӗрсене ӗмӗрхи ыйхӑран «вӑратса-пӑлхатса пӗтӗлентерме», тухӑҫлӑ тыр-пул ҫитӗнтерсе, ҫӗршыв пӳлмине тӳпеми пухма пуҫласан ҫеҫ (ку ӗҫ фронтӗнче вара Ула Тимӗрӗн аслӑрах ҫулхи тус-юлташӗсем, пайташӗсем паттӑра тухрӗҫ, йӑлтӑр-йӑлтӑр орденсемпе медальсене те тивӗҫрӗҫ) ял ҫыннин сӗтелӗ ҫинче ҫӑкӑр-тӑвар, им-сим татӑлман пурнӑҫ ҫаврӑнса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Микула Атӑл таврашӗнчи халӑхсене асӑнчӗ, вӗсен юррисенче пурӑнакан паттӑра аса илчӗ те, унӑн хӑйӗн те ҫав паттӑр пек пулас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑмавара паттӑра юлнӑ Кирама пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑн чухне Петӗр ҫав питӗ вӑйлӑ, шиксӗр чӑваш Хусан сабантуйӗнче халиччен чапа тухнӑ мӗнпур тутарсене ҫӗнтерсе паттӑра тухнине курнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лешсем ӑна хӑйсем патне чӗнсе чаплӑ хӑна тӑваҫҫӗ, анчах асӑрхаттараҫҫӗ: «Сабантуйӗнче кӗрешсе паттӑра юлсан, эсӗ халӑх умӗнче пӗр лаша илӗн, анчах тӑван килне, ҫуралнӑ ҫӗршывна ҫитейместӗн. Эпир сана вӗлеретпӗр», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Матрос вӗсемпе килӗшмест, килет, Пӑва хулинче те паттӑра тухать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр-икӗ эрне хушшинчех вӑл, сабантуйсенче кӗрешсе, темиҫе хутчен паттӑра тухать те, кӗҫех унӑн чапӗ таврана сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутар сабантуйӗнче ӗмӗрте те чӑвашсем ҫӗнтерсе паттӑра тухни пулман.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паттӑра юлнӑ Кирама уяв хуҫи сӑмавар пама тӑнӑ вӑхӑтра ункӑ варрине Энтрей утса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлашкинчен паттӑра юлнӑ икӗ тутар тытӑҫса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн Шӑнкӑртам йӗкӗтне, Кирама, таврара пӗлмен ҫын та ҫук: вӑл яланах тенӗ пек паттӑра юлать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех