Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парӑп (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепрехинче, тен, чун ҫӗкленсе кайсан, гопак та ташласа парӑп

В другой раз когда, может, и гопака станцую, если разойдусь…

Тӗлӗк // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Хакне лайӑх парӑп, кунне 2 рински.

— Я тебе хорошую плату дам, два гульдена в день.

IV // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Эпӗ 400 илесшӗн, саншӑн, юрӗ ӗнтӗ, 250 парӑп.

Я хочу четыреста, а тебе отдам за двести пятьдесят.

III // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Кӑшт тӑх-та, хам ывӑнсан, сана парӑп.

 Подожди, я поработаю — дам тебе.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

— Ҫук, хам кӗреҫене парӑп!

— Нет, будешь копать моей!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

«Эпӗ хамӑн пурлӑхӑма ҫухатмарӑм, мулӑм виҫ-тӑват хут ытларах ӳсрӗ; ӑшӑм ҫеҫ манӑн пит ҫунать, ун ҫинчен ӗнтӗ ыран каласа парӑп, паян пурсӑмӑрӑн та савӑнса ӗҫсе ҫимелле.

«Не потерял я своего богатства великого, а нажил казны втрое-вчетверо; а есть у меня другая печаль, и скажу вам об ней завтрашний день, а сегодня будем веселитися».

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Епле ман пӑта килесси вӑл сан инкекӳ мар; хам пӳрнери куҫлӑ ҫӗррӗме хывса парӑп: кам та кам ҫав ҫӗрре сылтӑм аллинчи качи пӳрнине тӑхӑнать, — ҫав вара куҫ хупса иличчен ӑҫта каяс тет, ҫавӑнта ҫитет.

А как приехать ко мне — не твоя беда; дам я тебе перстень с руки моей: кто наденет его на правый мизинец, тот очутится там, где пожелает, во единое ока мгновение.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Сана эпӗ тӗрӗс-тӗкелех килне ярӑп, кӗрен чечекӗме те парӑп, кӗмӗл-ылтӑн та парӑп, эсӗ хӑвӑн чӑн-чӑн купца сӑмахне парса, ҫыруна ал пусса, ху вырӑнна пӗрер маттур та хитре хӗрне яма килӗшетӗн пулсан.

Я отпущу тебя домой невредимого, награжу казной несчетною, подарю цветочек аленький, коли дашь ты мне слово честное купецкое и запись своей руки, что пришлешь заместо себя одну из дочерей своих, хороших, пригожих.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Тепре килсен касса парӑп

Я еще приду и вырежу…

XIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ сана пурне те каласа парӑп.

Я тебе все расскажу».

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ сана сапласа парӑп.

Я тебе починю.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӑмӑлӑр кӑна пултӑр, ҫавӑн пек наркӑмӑшлине тупса парӑп, — чунӑр тӗпӗнче сирӗн философирен пӗр тусан пӗрчи юлас ҫук!

Я вас, если хотите, познакомлю с такой ядовитой штукой, что сразу от вашей философии не останется в душе у вас ни пылинки!

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Эсӗ лайӑх ӗҫлеме пӗл, вара сана ҫамрӑк хӗр илсе парӑп.

— Ты работай лучше, а я хорошую девушку тебе сосватаю.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Фома, капитан ҫине шӑмарса пӑхса илнӗ те, кашни сӑмаха влаҫлӑн пайӑрласа: — Эсӗ, Ефим, ху сӑмсу ҫине те карт, ыттисене те кала: ытах та эп ун ҫинчен мӗнле те пулин мӑшкӑллӑ сӑмах илтем пулсан — асту, пуҫран вутсыппипе парӑп! — тесе хунӑ.

Фома внушительно нахмурился и сказал капитану, властно отчеканивая слова: — Ты, — Ефим, и себе заруби на носу, и всем тут скажи — ежели да я услышу про нее какое-нибудь похабное слово — поленом по башке!

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ну, апла пулсан, наччас хам шатӑртаттарса парӑп.

Ну, я их тебе сейчас раскатаю!

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ну, апла-тӑк, ху пӗчӗк чухне, сана пӗчӗккине илсе парӑп, — юрать-и?

— Ну, я куплю тебе маленький, докуда ты сам маленький, — ладно?

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ те каласа парӑп.

Я тоже расскажу.

3. Ведущипе ведомӑй // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Уншӑн эпӗ сана акӑ мӗн парӑп, — терӗм те укҫа кӑларса кӑтартрӑм.

А я тебе за неё дам вот что, — и я показал ему деньги.

Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ, тен, сире йышӑнасси ҫинчен те каласа парӑп.

Я скажу, чтобы вас приняли.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ сире Бишка ҫинчен каласа парӑп.

А я расскажу вам про Бишку.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех