Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парӑп (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сӑмах майӗн каласан, татах эпӗ сирӗн аслаҫӑр ҫинчен каласа парӑп.

— А хоть бы, например, опять-таки скажу про вашего дедушку.

Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.

— Эпӗ, анне, пӗтӗмпех сана парӑп.

— Я, мама, тебе буду все отдавать.

VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ак сана халех икӗ пин (Бульба сӑран кошелёкран икӗ пин червонец кӑларса хучӗ), ыттине тавӑрӑнсан парӑп».

Вот тебе две тысячи сейчас, — Бульба высыпал из кожаного гамана две тысячи червонных, — а остальные — как ворочусь.

X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Парӑп та!

— И дам!

IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

«Итле-ха, пан, эпӗ пана йӑлтах каласа парӑп», терӗ жид: «шӑй-шай пуҫланнине илтсенех тата хула хапхинчен ҫарсем кӗнине курсанах эпӗ, кирлӗ пулмӗ-и тесе, хампа пӗрле ахах пӗрчисемлӗ ҫип тарахӗ илтӗм, мӗншӗн тесен хулара хитре хӗрсемпе дворян хӗрарӑмӗсем пyp; хитре хӗрсемпе дворян хӗрарӑмӗсем пур-тӑк, терӗм, ҫимелли ним те ҫук пулсан та ахаха илеҫҫех, терӗм.

— Слушай, пан, я все расскажу пану, — говорил жид: — Как только услышал я шум и увидел, что проходят в городские ворота, я схватил на всякий случай с собой нитку жемчуга, потому что в городе есть красавицы и дворянки, а коли есть красавицы и дворянки, сказал я себе, то хоть им и есть нечего, а жемчуг все-таки купят.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Сана эпӗ вӑл укҫана пайӑн-пайӑн тавӑрса парӑп.

И верну постепенно, частями.

Пӗр ҫын шыва кӗме кайни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Апла пулсан, ирӗке кӑларса яр эс мана, уншӑн виҫӗ ырӑ канаш парӑп эп сана.

Так лучше отпусти меня на волю, а за это я дам тебе три добрых совета.

Попугайӑн виҫӗ канашӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эпӗ ҫӑкӑра пӗр пек уйӑрса парӑп!

Я разделю каравай между вами поровну!

Йытӑ, кушак тата упӑте ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

«Кам та кам хурчкана вӗлерсе ун чунне кӑларса сирпӗтет, ҫав ҫынна хам хӗрпе мӑшӑрланма ирӗк парӑп, пысӑк парне парӑп», — тесе пӗлтерчӗ патша.

А царь объявил: «Того, кто убьет стервятника и вышибет душу из его тела, я женю на своей дочери и в придачу дам ему щедрую награду».

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Мана курсан, тархаслама тытӑнчӗ: «Ох, этем, кӑлар мана ирӗке! Сана уншӑн хаклӑ парнесем парӑп!» тет хӑй.

Увидел меня и стал просить: «Ох, человек, выпусти меня на свободу! За это я тебя щедро вознагражу!»

Шакал тигра улталани ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Уншӑн эс хӑвӑн малашнехи пурнӑҫунта пысӑк парне илӗн, эпӗ хам та сана хаклӑ парнесем парӑп.

Ты за это получишь великую награду в жизни будущей, да и я щедро тебя отблагодарю.

Шакал тигра улталани ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Ӗҫленӗшӗн эпӗ сана виҫӗ канаш парӑп, вӗсем сана пысӑк усӑ кӳрӗҫ.

А за работу я дам тебе три совета, да такие, что тебе великую пользу принесут.

Купцапа носильщик ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эпӗ вӑл мӗн хак тӑнине каласа парӑп, вара эсир те чӗррӗн юлма пултаратӑр, — тенӗ пӗррехинче ҫав старик хӑйӗн юлташӗсене.

Я скажу, как велика ему цена, и спасу вашу честь, — сказал он своим товарищам.

Пӗр бадшах хӑй хакне пӗлни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эпӗ сире ӗлӗкхи пекех ӗҫ парӑп.

Работу я вам по-прежнему дам.

X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӑл пирӗнпе Вильнӑна ҫитиччен пырать, эпӗ унӑн мыскарине каласа парӑп.

Он доедет с нами до Вильны, я тебе открою его тайну.

VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Эпӗ сире часах май туса парӑп.

Я сейчас устрою…

XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Касса парӑп.

 — Отрежу.

XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Хайхи вара, Чапаев мана итлерӗ те, ҫапла каларӗ: «Ну, Рублев, тӗрӗс каларӑн пулсан — награда парӑп, улталарӑн пулсан — асту вара!» терӗ.

Ну вот, выслушал меня Чапаев и строго говорит: «Ну, Рублёв, ежели правду сказал — награжу, ежели наврал смотри тогда у меня!»

Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Пулӑшма Степан Разин полкӗнчен пӗр батальон пехота тата икӗ эскадрон кавалери парӑп.

В помощь дам батальон пехоты полка Степана Разина и два эскадрона кавалерии.

Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Эпӗ сире пирӗн Украинӑра юрлаканнине юрласа парӑп

— Я вам спою, что на Украине нашей спивают…

Тӗлӗк // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех