Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх хӑй чурисен парӑмне тӗрӗслеме шутланӑ патша евӗрлӗ; 24. ҫак ӗҫе пикенсен, ун патне пӗр ҫынна илсе пынӑ, лешӗн патшана парас парӑмӗ вунӑ пин талант пулнӑ; 25. унӑн тӳлеме нимӗн те пулман та, патша вара ӑна хӑйне те, арӑмӗпе ачисене те, мӗнпур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ; 26. ӗнтӗ ҫав чура ӑна ӳксе пуҫҫапса каланӑ: патшамӑм, кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп, тенӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӳлеме мехелӗ ҫитсессӗн, аран-аран ҫур парӑмне парать те — ӑна ӗнтӗ парне тунӑ вырӑннех хурать; 8. мехелӗ ҫитмесессӗн, кивҫен параканӗн укҫи сая кайрӗ вара, тата пӗр сӑлтавсӑрах хӑй валли тӑшман тупрӗ: 9. вӑл ӗнтӗ парӑмлӑ ҫынран ылхану та ятлаҫу илтӗ, хисеп вырӑнне мӑшкӑл курӗ.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кивҫен иличчен вӑл параканӗн аллине чуптӑвать, ыйтнӑ чухне сассине ҫемҫетсе калаҫать; 6. тавӑрса парас тапхӑр ҫитсессӗн вара вӑхӑта тӑсса пырать, йӗрмӗшсе калаҫать, парӑмне памалли кун ҫитнӗшӗн ӳпкелешет.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Усӑсӑр ӗҫ тӑвакан ҫав тӑмранах ниме тӑман турӑ ҫӑрса тӑвать, хӑй вара, нумаях пулмасть тӑпраран ҫуралнӑскер, хӑйне ӑҫтан илнӗ, кӗҫех ҫавӑнта кайӗ, ӗнтӗ унран чунӗн парӑмне шыраса илӗҫ.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑт ҫапла, вӑхӑтра йышӑннӑ мерӑсене пула эпир Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмне тивӗҫтернӗ чухне 391,2 миллион тенкӗ перекетлерӗмӗр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945