Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парнисене (тĕпĕ: парне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пек паттӑр ҫакса тултарать вара илнӗ парнисене хӑй ҫине, — ӑна хисеп те чыс кунта.

Почет и уважение тому, кто нанижет на себя самое большое количество таких призов!

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӗрарӑмсем, парнисене пӑхкаласа, тӑрӑлтатса тӑнӑ вӑхӑтра Пантелей Прокофьевич кухня тӑрӑх лупас тӑрринчи ҫӑвӑр автан пек мӑнаҫлӑн утса иртрӗ, кӑкӑрне те урапа тукунӗ пекех каҫӑртса хунӑ:

Пока бабы тараторили, рассматривая подарки, Пантелей Прокофьевич пиковым королем прошелся по кухне и даже грудь выгнул:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Асаттен тӑван аппӑшӗ калатчӗ, тет, ун парнисене эпӗ ҫак тӗнчере темле ырлӑх сӗнсен те илес ҫук, тетчӗ, тет.

Родная тетка моего деда, — именно говорила, что ни за какие благополучия в свете не согласилась бы принять от него подарков.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Унӑн та ӗнтӗ, ун парнисене илнӗ чух чипер хӗрӗсем кӑштах шухӑша кайнӑ пек те пулатчӗҫ, тет: кам пӗлет, тен, вӑл парнесем чӑнах та шуйттан алли витӗр тухнӑ.

Правда, что красные девушки немного призадумывались, принимая подарки: бог знает, может, в самом деле перешли они через нечистые руки.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Михаил Иваныч Верочка килӗшме шутланине ӗненчӗ — килӗшме шутламан пулсан, ун парнисене илес те ҫукчӗ вӑл; мӗншӗн вӑраха ярать-ха вӑл? — Мӗншӗн вӑраха янине Михаил Иваныч хӑй те ӑнланать, Марья Алексевна та каласа кӑтартать: Анна Петровна йӑлтах йӑвашланса ҫитессе кӗтет вӑл.

Михаил Иваныч видел и убеждался, что Верочка решилась согласиться — иначе не принимала бы его подарков; почему ж она медлит? — Михаил Иваныч сам понимал, и Марья Алексевна указывала почему: она ждет, пока совершенно объездится Анна Петровна…

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл хӑйӗн парнисене хакламан ҫынсене юратмасть.

Она не любит, когда не ценят ее даров.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Мӗнле шухӑшлатӑр, Максим Максимыч! — терӗ вӑл мана, парнисене кӑтартса.

— Как вы думаете, Максим Максимыч! — сказал он мне, показывая подарки, —

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кашни куракан лотерейӑна хутшӑнать, унта партнерсен парнисене тата Раҫҫей чемпионачӗн брендлӑ сувенир продукцине выляттарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей чемпионатне йыхравлаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Кив Атикассинчи Культура ҫурчӗн тата Ишеккассинчи Культура ҫурчӗн ташӑ коллективӗсем хавхалантару парнисене тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем те, аслисем те илемлӗ ташлаҫҫӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Февралӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар хулинче А.П.Егорцев парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен марафонӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, сывлӑха ҫирӗплетнӗ // Каҫал Ен. Каҫал Ен, 2019.02.26

Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн Юрий Поповӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн уҫӑ турнир иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр вӑййи вӑйлисем валли // Андрей ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Юрӑҫсен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ ачасем пурте «Сувар» хаҫата вулаҫҫӗ, парнисене хурса кайма вӗсене хамӑрӑн пакетсене парнелерӗмӗр.

Дети, принявшие участие в вокальном конкурсе, все читают газету "Сувар", чтобы было в чем унести подарки, им подарили свои пакеты.

Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Тӗслӗхрен, ҫулсеренех пуш уйӑхӗнче депутат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртет.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Чылай чухне Зорин тухтӑр парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

5. Тав парнисене йӳҫӗтсе пӗҫернӗ ҫӑкӑр кӳрӗр, ирӗклӗрен кӳнӗ парнесем ҫинчен каласа пӗлтерӗр, вӗсем ҫинчен каласа ҫӳрӗр: эсир, Израиль ывӑлӗсем, ҫапла тума юрататӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

5. Приносите в жертву благодарения квасное, провозглашайте о добровольных приношениях ваших и разглашайте о них, ибо это вы любите, сыны Израилевы, говорит Господь Бог.

Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Каларӗ мана: акӑ пӗҫермелли вырӑн, кунта Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем халӑх парнисене пӗҫереҫҫӗ, терӗ.

24. И сказал мне: «вот поварни, в которых служители храма варят жертвы народные».

Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ҫав ҫичӗ кун иртсен, саккӑрмӗш кунне тата малашне те, священниксем сирӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисене парне сӗтелӗ ҫине ҫӗклесе хурӗҫ; Эпӗ сирӗншӗн ырӑлӑхлӑ пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

27. По окончании же сих дней, в восьмой день и далее, священники будут возносить на жертвеннике ваши всесожжения и благодарственные жертвы; и Я буду милостив к вам, говорит Господь Бог.

Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ҫавӑнпа та Израиль килне кала, этем ывӑлӗ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Мана хирӗҫ ултавҫӑ пек хӑтланса, сирӗн аҫӑрсем Мана тата акӑ епле хурларӗҫ: 28. Эпӗ вӗсене, аллӑма ҫӗклесе, тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе килтӗм — вӗсем вара, кашни ҫӳллӗ сӑрта, кашни туратлӑ йывӑҫа суйласа илсе, ҫавӑнта хӑйсен чӳк парнисене пусма пуҫларӗҫ, унта Мана хур тӑвакан парнесем кӳчӗҫ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрчӗҫ, ҫу юхтарса парне пачӗҫ.

27. Посему говори дому Израилеву, сын человеческий, и скажи им: так говорит Господь Бог: вот чем еще хулили Меня отцы ваши, вероломно поступая против Меня: 28. Я привел их в землю, которую клятвенно обещал дать им, подняв руку Мою, - а они, высмотрев себе всякий высокий холм и всякое ветвистое дерево, стали заколать там жертвы свои, и ставили там оскорбительные для Меня приношения свои и благовонные курения свои, и возливали там возлияния свои.

Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Вӗсен парнисене таса мар арӑмсем те, тин ҫӑмӑлланнӑ арӑмсем те тыткалаҫҫӗ.

28. К жертвам их прикасаются женщины нечистые и родильницы.

Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Апӑссем вӗсен парнисене сутаҫҫӗ, вӗсемпе иртӗнсе ашкӑнаҫҫӗ; ҫавӑн пекех вӗсен арӑмӗсем те парнесен хӑш-пӗр пайне тӑварласа лартаҫҫӗ, кӗлмӗҫе те, чирлӗ ҫынна та нимӗн те памаҫҫӗ.

27. Жертвы их жрецы продают и злоупотребляют ими; равно и жены их часть из них солят, и ничего не уделяют ни нищему, ни больному.

Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех