Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

памаҫҫӗ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑнӑҫсӑр Урнашкасем, ав, тӗлӗкре те канӑҫ памаҫҫӗ.

А то вон глупый Урнашка по ночам снится…

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Калатӑп-ҫке, ҫынна кӑрнатирла ҫывӑрма памаҫҫӗ, машельниксем.

— Говорю же, гарнадиру по-людски и поспать не дают, мошенники!

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Канӑҫлӑн ӗҫлесе ларма памаҫҫӗ.

Не дают человеку делом заняться!

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ҫӳреҫ, ҫӳреҫ, канӑҫ памаҫҫӗ! —

— Ходют, ходют, покоя нет! —

6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

— Шофёрсене Герой ятне памаҫҫӗ.

— Шоферам не дают.

6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Анчах ашшӗ: шофёрсене алӑ сулса паллӑ памаҫҫӗ, сигналпа кӑшкӑртса асӑрхаттараҫҫӗ, анчах халӗ вара сигнал пани те кирлӗ мар, тесе астутарчӗ.

Пока отец не заметил, что так не принято: шоферам рукой не машут, а нужно сигналить, но что и в этом сейчас никакой нужды нет.

1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Пӗр-пӗр ҫынна тавар чӗркесе панӑ чух никампа та калаҫмаҫҫӗ, чӗркенӗ япалана хулпуҫҫи урлӑ памаҫҫӗ.

Обслуживая покупателя, не разговаривают одновременно еще с кем-то и не подают товар через плечо.

Магазина кӗрсен… // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫул ҫинче, уйрӑмах самолетпа вӗҫнӗ чух, сывлӑшра пулакан инкек-синкек ҫинчен каласа памаҫҫӗ.

В пути, особенно в самолете, не рассказывают о воздушных катастрофах.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ӗҫ, обществӑлла вырӑн е пулса иртнӗ хурлӑх, начар сывлӑх сире ҫынсемпе сӑпайсӑр пулма ирӗк памаҫҫӗ.

Ни работа, ни общественное положение, ни пережитая неприятность, ни плохое состояние здоровья не дают права быть невежливым с окружающими.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кунта шыв урлӑ каҫмалли ҫӗрлехи маршсем, танксен ҫапӑҫӑвӗсем, тӑшман ҫӗрӗнче ҫывӑрмасӑр ирттернӗ каҫсем, «фердинандсен» шӑхӑрса вӗҫекен вутлӑ снарячӗсем ҫыру ҫырма вӑхӑт памаҫҫӗ

Тут и ночные форсированные марши, и танковые бои, напряженные, бессонные ночи в тылу врага, огненные свистящие снаряды «фердинандов»…

Ҫырусем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Йывӑр шухӑшсем Тухтара пӑртаклӑха та канӑҫ памаҫҫӗ, каччӑ йӑлтах аптраса ӳкрӗ.

Тягостные думы вконец измотали Тухтара.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

А вӑл, мур пуҫӗ, яшт! тӑсӑлса тӑчӗ те, аллине козырек патне тытса, чуна чӗпӗтсе илмелле сасӑпа: « — Мухмӑра уҫма таврӑнтӑм, ваше благородие, унта эрех памаҫҫӗ!» — тет.

А он, мерзавец, вытянулся, руку к козырьку, да самым этак заковыристым голосом: «Опохмелиться, ваше благородие, пришел: там не дают!»

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫав пӗтӗм тӗтреллӗ сӑнарсем асаплантараҫҫӗ ӑна, канлӗх памаҫҫӗ.

Все эти темные представления мучили и не удовлетворяли.

VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

— Ҫук ҫав, курма памаҫҫӗ, — терӗ вӑл малтанхи пекех вӗчӗленсе.

И он сказал с прежним желчным выражением: — Так нет, не дают…

III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Нимӗнле ыйтусем те памаҫҫӗ ӑна, унӑн шухӑшӗсене те ыйтмаҫҫӗ, часах вара вӑл ыттисенчен уйрӑм, ҫав тери тунсӑхлӑн тӑни палӑрчӗ — усадьбӑри пурнӑҫ мӗн тери шавлӑрах, суккӑр та ҫав таранах тунсӑхлӑ.

К нему не обращались с вопросами, у него не спрашивали мнения, и скоро оказалось, что он стоит особняком, в каком-то грустном уединении, — тем более грустном, чем шумнее была теперь жизнь усадьбы.

V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Е пӗри, е тепри турат йӗпписемпе аллисене чиктерчӗҫ: ахалех нимӗн те памаҫҫӗ вӗт.

Иной раз колючки ежевики кололи им пальцы: ничто не достается даром.

IV // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Э, вӗсем пӗр-пӗрне канӑҫ памаҫҫӗ!

Ну, эти-то уж не пощадят друг друга, нет!

I. Граждан вӑрҫипе ҫемье вӑрҫи // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

«Ох, ку ашшӗ-амӑшӗсем мана канлӗх памаҫҫӗ! — шутлать Митя хӑйӗн ӑшӗнче.

«Ох, уж эти мне родители! — думал про себя Митя.

39 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Эпӗ хама хушнӑ статьяна ҫыртӑм, ачасем вара ним те ҫырса памаҫҫӗ, — терӗ Ваҫҫук патне пырса тӑнӑ Одинцов.

Я свою статью написал, а ребята ничего не дают, — сказал подошедший к Ваську Одинцов.

15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Кунта вара эпӗ леш, мӗн, калта пек, туршӑн та — малалла пӑхма памаҫҫӗ.

А тут я как этот, как ящер, ей-богу, — вдаль не дают глянуть.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех