Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

памаҫҫӗ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
20. Иеремия каланӑ: тытса памаҫҫӗ; эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне — мана каланӑ сӑмаха — итле, сана лайӑх пулӗ, санӑн чуну чӗрӗ юлӗ.

20. И сказал Иеремия: не предадут; послушай гласа Господа в том, что я говорю тебе, и хорошо тебе будет, и жива будет душа твоя.

Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Чӗррисем хӑйсем вилессе пӗлсе тӑраҫҫӗ, вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ, ӗнтӗ вӗсене урӑх нимӗн те тавӑрса памаҫҫӗ, вӗсем ҫинчен манса та кайнӑ, 6. вӗсенӗн юратӑвӗ те, курайманлӑхӗ те, кӗвӗҫӗвӗ те ҫухалнӑ, текех ӗнтӗ вӗсене ҫут тӗнчере мӗн пулса пынинчен ӗмӗрне те пай тухмӗ.

5. Живые знают, что умрут, а мертвые ничего не знают, и уже нет им воздаяния, потому что и память о них предана забвению, 6. и любовь их и ненависть их и ревность их уже исчезли, и нет им более части во веки ни в чем, что делается под солнцем.

Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Тата ҫакна та пӗлтӗм эпӗ: левитсене вӗсен пайне памаҫҫӗ иккен, хӑйсен ӗҫне туса пурӑннӑ левитсемпе юрӑҫсем вара кашниех хӑйӗн ҫӗрне тара-тара кайнӑ-мӗн.

10. Еще узнал я, что части левитам не отдаются, и что левиты и певцы, делавшие свое дело, разбежались, каждый на свое поле.

Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Вара Израиль ывӑлӗсен сыхлавҫисем фараон патне пынӑ та тилмӗрсе йӑлӑннӑ: эсӗ мӗншӗн хӑвӑн чурусене капла тӑватӑн? 16. санӑн чурусене улӑм памаҫҫӗ, хӑйсем пире: кирпӗч тӑвӑр, теҫҫӗ.

15. И пришли надзиратели сынов Израилевых и возопили к фараону, говоря: для чего ты так поступаешь с рабами твоими? 16. соломы не дают рабам твоим, а кирпичи, говорят нам, делайте.

Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Лаван каланӑ: пирӗн енче апла тумаҫҫӗ: кӗҫӗннине аслинчен малтан качча памаҫҫӗ; 27. ӗнтӗ ҫакӑн эрнине вӗҫле те, вара сана теприне те парӑпӑр, уншӑн эсӗ ман патӑмра тата ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑн, тенӗ.

26. Лаван сказал: в нашем месте так не делают, чтобы младшую выдать прежде старшей; 27. окончи неделю этой, потом дадим тебе и ту за службу, которую ты будешь служить у меня еще семь лет других.

Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Вӗсем мана йӑлӑхтарсах ҫитерчӗҫ, йӗркеллӗ пурӑнма памаҫҫӗ. Эпӗ Ишлӗре килте пӗлтӗрхи раштавра юлашки хут пултӑм. Анчах мана кӗртмерӗҫ, алӑка питӗрчӗҫ. Хамӑн кил-ҫурта кирек хӑҫан та пырса ҫӳреме ирӗк пур манӑн. Япаласене кислота сапса ҫунтарса ячӗҫ, пушмаксене касса вакларӗҫ. Питӗ «ӑслӑ» арӑм тупнӑ та, ӑна итлесе пурӑнаҫҫӗ. Урамра е автобусра курсан тӳрех хӑртма, кӑшкӑрма тытӑнаҫҫӗ», — ӑнлантарчӗ Ольга Краснова.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

40 ҫултан иртнисем те маххӑ памаҫҫӗ ку енӗпе.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Апла пулин те вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнисене сурансем, кӑвак беретпа тельняшка, темиҫе сӑнӳкерчӗк, «Хӑюлӑхшӑн» медаль тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, тирпейлӗ пуҫтарса хунӑ сержант пакунӗсем сӑртлӑ-туллӑ ҫӗршыв ҫинчен манма памаҫҫӗ.

И все же не дают забыть о горной стране, прошедшим через огонь войны о ранах, голубой берет с тельняшкой, несколько фотографий, медаль "За отвагу" и орден Красной Звезды, аккуратно сложенные сержантские погоны.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех