Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

памасть (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
21. Усал ҫын кивҫен илет те — тавӑрса памасть; тӳрӗ ҫын хӗрхенет те — парать.

21. Нечестивый берет взаймы и не отдает, а праведник милует и дает,

Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Кам айӑпсӑр ҫӳрет, ӗҫе тӳррипе тӑвать, хӑй ӑшӗнче чӑннине калать, 3. кам чӗлхипе элеклемест, суймасть, ҫывӑх ҫыннине усал тумасть, ӑна хурласа калаҫнине те йышӑнмасть — унта ҫавӑ пулать; 4. кам пӑрахӑҫа юлнӑ ҫынран йӗрӗнет, Ҫӳлхуҫаран хӑракансене мухтать, ҫывӑх ҫыннине панӑ сӑмахне улӑштармасть, 5. кам хӑйӗн кӗмӗлне усламла памасть, айӑпсӑр ҫынна хирӗҫ тӑрса сӗрев илмест — унта ҫавӑ пулать.

2. Тот, кто ходит непорочно и делает правду, и говорит истину в сердце своем; 3. кто не клевещет языком своим, не делает искреннему своему зла и не принимает поношения на ближнего своего; 4. тот, в глазах которого презрен отверженный, но который боящихся Господа славит; кто клянется, хотя бы злому, и не изменяет; 5. кто серебра своего не отдает в рост и не принимает даров против невинного.

Пс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫавӑн чухне Вӑл ҫын хӑлхине уҫать те ӑс кӗртсе хӑварать: 17-18. этем чунне пӗтесрен хӑтармашкӑн, пурӑнӑҫне хӗҫрен ҫӑлса хӑвармашкӑн — шухӑшласа хунӑ пӗр-пӗр ӗҫне тума чарать, ӑна мӑнаҫланма памасть.

16. Тогда Он открывает у человека ухо и запечатлевает Свое наставление, 17. чтобы отвести человека от какого-либо предприятия и удалить от него гордость, 18. чтобы отвести душу его от пропасти и жизнь его от поражения мечом.

Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Тарҫӑма чӗнетӗп — вӑл сасӑ та памасть; халь ӑна хамӑн йӑлӑнас пулать.

16. Зову слугу моего, и он не откликается; устами моими я должен умолять его.

Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Вӑл манӑн сассӑма илтсе хирӗҫ чӗнес пулсассӑн та, хама итлессе ӗненместӗп: 17. мана ҫавраҫилпе киле-киле ҫапать, мана пӗр айӑпсӑр чухнех суранлатса тӑрать, 18. мана сывлӑш ҫавӑрса илме те памасть, пӗр вӗҫсӗр хурлӑх кӑтартать.

16. Если бы я воззвал, и Он ответил мне, - я не поверил бы, что голос мой услышал Тот, 17. Кто в вихре разит меня и умножает безвинно мои раны, 18. не дает мне перевести духа, но пресыщает меня горестями.

Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Патша мана каларӗ: мӗншӗн сӑну хурлӑхлӑ санӑн? Ҫук, эсӗ чирлӗ мар, сана темӗскер канӑҫ памасть пулмалла, терӗ.

2. Но царь сказал мне: отчего лице у тебя печально; ты не болен, этого нет, а верно печаль на сердце?

Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Валаам сӑмахӗсем Валака тарӑхтарса янӑ, вӑл, аллисемпе хӑлаҫланса, Валаама каланӑ: эпӗ сана хамӑн тӑшманӑмсене ылханма чӗнтӗм, эсӗ вара вӗсене акӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут пиллетӗн; 11. эппин, килне чуптар; эпӗ сана чысласшӑнччӗ, анчах та акӑ Ҫӳлхуҫа сана ун пек чыс кӑтартма памасть, тенӗ.

10. И воспламенился гнев Валака на Валаама, и всплеснул он руками своими, и сказал Валак Валааму: я призвал тебя проклясть врагов моих, а ты благословляешь их вот уже третий раз; 11. итак, беги в свое место; я хотел почтить тебя, но вот, Господь лишает тебя чести.

Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Юрӑ пире ватлӑха парӑнма памасть», — теҫҫӗ Зинаида Егорова, Марийӑпа Лидия Козловӑсем, Руфина Христофорова.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Мана сӗт хакӗ канӑҫ памасть. Кӑҫал вӑл уйрӑмах чакса пыни хӑратать. Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш тӑрӑхӗнче ҫынсенчен 1 литрне 15-16 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Капла пулсан ҫулла вӑл миҫене ҫитӗ-ши?» - пӑшӑрханса пӗлтереҫҫӗ Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен.

Куҫарса пулӑш

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Шкулти мероприятисене сиктермест, пултарулӑхне сӳнме памасть.

Не пропускает школьных мероприятий, не дает угасать свои способности.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Вӗсене Володьӑн унчченхи арӑмӗ Ольга Краснова лӑпкӑ пурӑнма памасть иккен.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кун пек чухне саккун ачасен паллисене Интернетра сарма сӑлтав пулманнине ҫирӗплетсен ашшӗ-амӑшӗ ятарлӑ килӗшӗве алӑ пусни те ачан паллисене Интернета кӑларма ирӗк памасть.

Куҫарса пулӑш

Ача ятне те палӑртма юрамасть // Людмила БУСОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Юлашки вӑхӑтра республикӑра пурӑнакансене, уйрӑмах яллӑ вырӑнсенче шкулсем хупӑнаҫҫӗ текен ыйту канӑҫ памасть, калаҫтарать.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Нимӗн те мар, тӗнче пӑсӑлса пыни пӗр вӗҫӗм шухӑшлаттарать, канӑҫ памасть мана.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Районти «Чӑваш бройлерӗ» АУО шӑпи унта ӗҫлекенсемпе вӗсен ҫемйисене пӗлтӗртенпех канӑҫ памасть.

Судьба ОАО "Чувашский бройлер", который находится на территории района, с прошлого года беспокоит работающих там работников и членов их семей.

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

ЮЛАШКИ ВӐХӐТРА ҪИЛ-ТӐМАН ЧАС-ЧАСАХ АЛХАСНИ ӐНА ЫТЛАШШИ ИРӖЛМЕ ПАМАСТЬ ТЕМЕЛЛЕ.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Вӑт пирӗн те кӗҫӗнни хӑйне кӳрентерме памасть, кирек мӗнле ыйтупа та хӑйӗн шухӑшне палӑртать.

Вот и наш младший не даёт себя в обиду, по любому вопросу высказывает своё мнение.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех