Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Анчах унӑн вӑрӑ-хурах ывӑл, юн тӑкаканскер, ҫуралнӑ пулсан, ҫавӑ мӗн те пулин, 11. ашшӗ пачах та туманнине, тӑвать пулсан: тусем ҫинче чӳк парни ҫиет пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлет пулсан, 12. мӗскӗне, ыйткаласа ҫӳрекене хӗсӗрлет пулсан, вӑйпа туртса илет пулсан, салука каялла памасть пулсан, йӗрӗхсене пуҫҫапать пулсан, йӗрӗнчӗк ӗҫсем тӑвать пулсан, 13. усламла укҫа парать пулсан, ытлашши илет пулсан, вӑл чӗрӗ пулӗ-ши? Ҫук, вӑл чӗрӗ пулмасть.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫын тӳрӗ пурӑнать пулсан, тӳрӗлӗхпе тӗрӗссине тӑвать пулсан, 6. тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлетмест пулсан, арӑмӗ таса марринчен тасалнӑ вӑхӑтра ун патне пымасть пулсан, 7. никама та хӗсӗрлемест пулсан, парӑмлӑ ҫынна салукне тавӑрса парать пулсан, вӑрламасть, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан, 8. укҫине усламла памасть, ытлашши илмест пулсан, аллине тӗрӗсмарлӑх енне ямасть пулсан, ҫынпа ҫын сутлашнине тӗрӗс татса парать пулсан, 9. вӑл Манӑн пехилӗм тӑрӑх пурӑнать, Эпӗ панӑ йӗркесене пӗтӗм чунтан тытса тӑрать пулсан, вӑл — тӳрӗ ҫын, вӑл чӗрӗ пулатех, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кӑкӑр ачин чӗлхи сӗтсӗр антӑхнӑран ҫӑвар маччине ҫыпҫӑнать; ачасем ҫӑкӑр ыйтаҫҫӗ, анчах вӗсене никам та памасть.4. Язык грудного младенца прилипает к гортани его от жажды; дети просят хлеба, и никто не подает им.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мул пухас-сыхлас шухӑш тӗлӗрме те памасть, йывӑр чир ыйха сирет.2. Бдительная забота не дает дремать, и тяжкая болезнь отнимает сон.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Нумайӑшӗ усал пулнипе мар, чееленсе те мар, укҫине ҫапла ҫухатасран шикленсе кивҫен памасть.10. Многие по причине такого лукавства уклоняются от ссуды, опасаясь напрасно потерпеть утрату.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ытти чӗрчунсемпе танлаштарсассӑн, вӗсем пӑхма та илемсӗр, хӑйсем патне илӗртме пултараймаҫҫӗ, вӗсене Турӑ та ырламасть, Хӑйӗн пиллӗхне памасть.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр ҫинче эпӗ курнӑ пӗр усаллӑх пур, вӑл ҫынсем хушшинче тӑтӑшах тӗл пулать: 2. Турӑ этеме пуянлӑх та, пурлӑх та, чап та парать, ӑна хӑй мӗн кӑмӑл туни пӗтӗмпех ҫитсе пырать; анчах Турӑ ӑна ҫакӑнпа усӑ курма памасть, унпа ют ҫын усӑ курать: ку вӑл — харамлӑх, йывӑр чир!
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗҫлекен ҫыннӑн — сахал ҫисессӗн те, нумай ҫисессӗн те — ыйхи тутлӑ; пуян ҫынна вара ытлашши ҫини ҫывӑрма памасть.11. Сладок сон трудящегося, мало ли, много ли он съест; но пресыщение богатого не дает ему уснуть.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Акӑ виҫҫӗшӗ те кӗрнеклӗ, тӑваттӑмӗшӗ харсӑррӑн утать: 30. арӑслан — вӑйлӑ чӗрчун, никама та ҫул памасть вӑл; 31. урхамах, [кӗтӳ ертӳҫи] качака таки тата ҫарӗ умӗнче пыракан патша.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа ӳкекенсене пӗрне те ӳкме памасть, пӗкӗрӗлсе аннисене те тӑратать.14. Господь поддерживает всех падающих и восставляет всех низверженных.
Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Усал ҫын кивҫен илет те — тавӑрса памасть; тӳрӗ ҫын хӗрхенет те — парать.21. Нечестивый берет взаймы и не отдает, а праведник милует и дает,
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кам айӑпсӑр ҫӳрет, ӗҫе тӳррипе тӑвать, хӑй ӑшӗнче чӑннине калать, 3. кам чӗлхипе элеклемест, суймасть, ҫывӑх ҫыннине усал тумасть, ӑна хурласа калаҫнине те йышӑнмасть — унта ҫавӑ пулать; 4. кам пӑрахӑҫа юлнӑ ҫынран йӗрӗнет, Ҫӳлхуҫаран хӑракансене мухтать, ҫывӑх ҫыннине панӑ сӑмахне улӑштармасть, 5. кам хӑйӗн кӗмӗлне усламла памасть, айӑпсӑр ҫынна хирӗҫ тӑрса сӗрев илмест — унта ҫавӑ пулать.
Пс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне Вӑл ҫын хӑлхине уҫать те ӑс кӗртсе хӑварать: 17-18. этем чунне пӗтесрен хӑтармашкӑн, пурӑнӑҫне хӗҫрен ҫӑлса хӑвармашкӑн — шухӑшласа хунӑ пӗр-пӗр ӗҫне тума чарать, ӑна мӑнаҫланма памасть.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тарҫӑма чӗнетӗп — вӑл сасӑ та памасть; халь ӑна хамӑн йӑлӑнас пулать.16. Зову слугу моего, и он не откликается; устами моими я должен умолять его.
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл манӑн сассӑма илтсе хирӗҫ чӗнес пулсассӑн та, хама итлессе ӗненместӗп: 17. мана ҫавраҫилпе киле-киле ҫапать, мана пӗр айӑпсӑр чухнех суранлатса тӑрать, 18. мана сывлӑш ҫавӑрса илме те памасть, пӗр вӗҫсӗр хурлӑх кӑтартать.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патша мана каларӗ: мӗншӗн сӑну хурлӑхлӑ санӑн? Ҫук, эсӗ чирлӗ мар, сана темӗскер канӑҫ памасть пулмалла, терӗ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Валаам сӑмахӗсем Валака тарӑхтарса янӑ, вӑл, аллисемпе хӑлаҫланса, Валаама каланӑ: эпӗ сана хамӑн тӑшманӑмсене ылханма чӗнтӗм, эсӗ вара вӗсене акӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут пиллетӗн; 11. эппин, килне чуптар; эпӗ сана чысласшӑнччӗ, анчах та акӑ Ҫӳлхуҫа сана ун пек чыс кӑтартма памасть, тенӗ.
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Юрӑ пире ватлӑха парӑнма памасть», — теҫҫӗ Зинаида Егорова, Марийӑпа Лидия Козловӑсем, Руфина Христофорова.
Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
«Мана сӗт хакӗ канӑҫ памасть. Кӑҫал вӑл уйрӑмах чакса пыни хӑратать. Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш тӑрӑхӗнче ҫынсенчен 1 литрне 15-16 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Капла пулсан ҫулла вӑл миҫене ҫитӗ-ши?» - пӑшӑрханса пӗлтереҫҫӗ Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен.
Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Шкулти мероприятисене сиктермест, пултарулӑхне сӳнме памасть.Не пропускает школьных мероприятий, не дает угасать свои способности.
Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№