Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

памасть (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман хамӑн, сӑмахран каласан, хулари ҫуртсене юсаса пӗтерес шухӑ пуҫран тухма пӗлмест тата хула паркне юсаса илемлетсе ҫитересси канлӗх памасть.

У меня самого не выходили из головы мысли о начатой мною кампании по ремонту домов в Путивле и о городском парке.

Пире пулӑшакансем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

— Латин расин ытла пысӑк мӑнкӑмӑллӑхӗ сана ху кӳрентернине ӑнланса илме май памасть; эсӗ мана та, манпа пӗрле хӗҫ-пӑшал тытнӑ юлташсене те кӳрентерместӗн пулсан та, пӗтӗм тӗнчепе ҫӳлти турӑсене кӳрентеретӗн, эсӗ тӗнчери пӗтӗм халӑхсене ирсӗр расӑсем тесе шутлатӑн, вӗсене этем вырӑнне мар, выльӑх вырӑнне хуратӑн.

— А тебе чрезмерная гордость, присущая от рождения латинской расе, не позволяет понять оскорбление, которое ты наносишь, если не мне и моим товарищам по оружию, то природе и высшим богам, когда ты рассматриваешь все народы на земле, как презренные расы, более подобные животным, чем людям.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл сана манран уйӑрать, мана ачашланма памасть

Она отрывает тебя от моих ласк!..

XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Спартак хӑйӗн воинӗсене канма та памасть, вӗсене Вариние хирӗҫ илсе каять те, темиҫе кун иртсен, ӑна та юнлӑ ҫапӑҫура ҫӗмӗрсе тӑкать.

Спартак, не дал отдыха своим воинам, не теряя времени, он направил их навстречу Варинию и через несколько дней и его разбил в кровопролитной схватке.

XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Пурнӑҫ памасть ку путсӗр кайӑк, — терӗ вӑл.

— Житья нет от поганого зверя, — объясняла она.

Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.

Киноучрежденин директорне ӗҫрен кӑларнӑ хыҫҫӑн ун вырӑнне йышӑнма ирттернӗ конкурса тӑратнӑ кандидатурӑсенчен тивӗҫлине суйласа илейменнипе унта е никам та ҫӗнтереймест, е юрӑхлӑ ҫын заявка памасть.

Куҫарса пулӑш

«Ытлашши ҫӑвар» ятлӑ кино ӳкерес килет // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... eres-kilet

Эпӗ, капитан пӳскене памасть тесе, питӗ хӑранӑччӗ.

А я боялся, что капитан мячик не отдаст.

Капитан ман пата килчӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Чӗн-сен те сас памасть.

Окликнешь, а он молчит.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ирӗклӗх вӑл — ниме пӗлтермен сӑмах, массӑсен чунӗнче янракан хӗлӗх, анчах вӑл час-часах халӑха усӑ памасть, шӑпах тирансемшӗн усӑллӑ пулса тӑрать.

Поэтому «свобода» — это слово, лишенное смысла, это струна, которая всегда звучит в душе масс и часто, если уметь заставить ее звучать, помогает именно тирану.

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Лелька инҫе, анчах ӑна пурпӗрех намӑс пулса ҫитет, ырӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшни канӑҫ памасть.

Лелька далеко, а угрызения совести и благородный порыв не дают покоя сейчас.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ачасем малалла та сунар ӗҫне тума хатӗр, анчах Елена Ивановна ирӗк памасть вара Костьӑпа Тимахви, аяккалла ишсе каякан ҫӗлен ҫине шеллесе пӑхса, кӗсменӗсене вырӑнне лартаҫҫӗ.

Ребята готовы продолжать охоту, но Елена Ивановна не разрешает, и, с сожалением поглядывая на уплывающего ужа, Костя и Тимофей опять берутся за весла.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Куккӑшӗ Костьӑна кӗсменсемпе авӑсма памасть: унӑн ывҫӑ тупанӗнчи хӑмписем сипленсе ҫитмен-ха; Костя кимӗ вӗҫне ларса хӳре тытса пырать, кирлӗ чух сайра хутран авӑскаласа илет.

Дядя на весла Костю не пускает: у него еще не сошли водянки; Костя берет кормовое, правит и изредка, где нужно, подгребает.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кӑшкӑрчӗҫ те ҫавна — чӗрех, пуҫне пӑрчӗ, анчах сасӑ памасть.

Окликнули его — живой, голову поворачивает, а голоса не подает.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Анчах вахтеннӑй команда памасть, бинокль витӗр пӑхать.

Но вахтенный не отдает команду, в бинокль смотрит.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Памасть вӑл, — пуҫне сулкалать Нюра.

— Не даст, — трясет головой Нюра.

Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Мана пӗччене памасть вӑл.

Мне одной он не дает.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Сире, чаплӑ йӑхсенчен тухнӑ ирӗк граждансене, олигархсен касти государствӑна тытса тӑрас ӗҫ патне ямасть, пуянлӑхпа власть памасть; ҫав каста халӑхшӑн, хӑюллӑ ҫынсемшӗн тата ҫӗнӗлле пурӑнас текенсемшӗн тӑшман пулса тӑрать.

Вас, свободных граждан знатного происхождения, держит в стороне от управления государственными делами и лишает богатства каста олигархов, враждебная народу, смелым людям и новаторам.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Красс вӑл — манӑн асап, ялан ун ҫинчен шухӑшлатӑп, вӑл мана тӗлӗкре те канӑҫ памасть! — йывӑррӑн сывласа илчӗ Кай Веррес.

— Красс — вот мой кошмар, предмет всех моих мыслей, всех моих снов! — сказал со вздохом Кай Веррес.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Автор гладиаторсен ҫарӗнче хирӗҫӳсем пулнине кӑтартать, анчах унӑн сӑлтавӗсене тӗрӗс ҫутатса памасть.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Анчах пуринчен ытла ӑна чӗри канӑҫ памасть.

А больше всего его донимало сердце.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех