Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

памасть (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кунтан та ытларах шыв юхӑмӗ пире аяккинелле илсе каять, эпӗ малтанхи хутсенче чарӑннӑ вырӑна, сӑмсах хыҫӗнчи ҫыран патне пыма памасть.

Но хуже всего было то, что течение относило нас в сторону и не давало пристать к берегу за мысом, там, где я приставал раньше.

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Юлашки вӑхӑтра мана тӑтӑшах пӗр ырӑ мар туйӑм канӑҫ памасть (епле, ӑҫтан пуҫланчӗ вӑл — хам та ӑнлантарса параймӑп): манӑн алӑк урати умӗнче темӗнле инкек, темӗнле тунсӑхлӑ инкек, кӑштӑртатса тӑнӑ пек туйӑнать.

Не знаю, я не могла бы объяснить точно, откуда у меня такое ощущение, но все последнее время мне казалось, будто у моих дверей осторожно скребется какая-то тоска, какая-то беда.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Вӑл хӑйӗн мӗнпур прависене пӗлет, вӗсене никама та памасть.

Она знает свои права и никому не уступит их.

IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Хӑй вара, ак, принципсем пирки, Мила Звонкова пирки калаҫса, сана сывлама памасть.

А теперь глушит тебя всякими рассуждениями насчет принципов и Милочки Звонковой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Аннушка вӗсене нихӑҫан та йывӑррине памасть.

Аннушка им никогда трудного не задает.

Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Никам та сасӑ памасть.

Никто не отвечает.

Юмаx // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Этем этеме нихҫан та хӑйӗнне памасть, ухмахсем анчах ҫапла шухӑшлаҫҫӗ ӑна…

И никогда человек человеку не уступит— дураки только это думают…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӗмет те ӗмет вӑл ҫанӑн сӗткенне, хӑйӗнне вара нимӗн те памасть, сана типӗтет, хӑйне упрать, ахалех сан чӗрӳне суранлать…

Будет она из тебя сок пить, а себя сбережет, — только даром сердце тебе надсадит…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫӗрне ахаль памасть пуль-ҫке сана ?

Аренды ему не платишь, что ли?

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кам та кам памасть, ӑна вӗренпе ҫыхса каятчӗҫ те, Хань Лао-люн пысӑк картишӗнче тирӗсем таткаланса пӗтичченех хӗнетчӗҫ.

А кто не отдавал, того вязали, приводили на большой двор к Хань Лао-лю и так секли, что кожа клочьями летела.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Халӑх ҫапла калать: «Урапа сӑрт патне ҫитсен — ҫул тупӑнать», е тата: «Турӑ суккӑр ҫерҫие те вилме памасть».

Есть пословица: «Когда телега подкатит к горе — дорога найдется», а есть и другая: «Бог не даст помереть с голоду и слепому воробью».

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тӗпри лаши ӑнланать; ватӑ Сунь калаҫма ҫеҫ юратать, аллисене ахалех ирӗк памасть.

И коренная понимала, что старый Сунь только языком почешет, а зря рукам воли не даст.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӗнеке сана ҫӑкӑр памасть вӗт!

Книжка тебе хлеба не даст!

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Помещик вӗсене кӑларса ярсан та, нимӗнле суд та татса памасть.

Он может их выгнать в шею, и никакой суд не восстановит правды.

Пакистан ялӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Унтан пӗр пысӑк та хура куҫлӑ хӗрарӑм аллисемпе ҫав пӳртсем ҫине кӑтартса: — Кусем коммунистсен ҫурчӗсем, — терӗ, — вӗсен тарса пурӑнмалла: полици канӑҫ памасть, шырать.

Потом одна женщина с хорошим, открытым взглядом больших черных глаз сказала медленно, показывая рукой на эти конуры: — Это жилища коммунистов, которые должны были уйти в подполье, их преследует полиция.

Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Нимӗҫ авиацийӗ пирӗн лаптасене улӑхсем ҫинчи ҫерем курӑкӗ ҫине кӑларса кӗтсе ҫӳреме пӗр самантлӑха та май памасть.

Немецкая авиация не давала выводить лошадей на пастбище.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Масар ҫинчи пек шӑплӑх ман чӗрене чул пек пусса хучӗ, сывлама та памасть.

Могильная тишина камнем легла мне на сердце, давила, не давала дышать.

«Хӗрлӗ ҫарпа пӗрле таврӑнӑп!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫиме памасть.

Кушать давай нету.

Хӗҫ-пӑшал! // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫлӗхе туса пыма, ыттисен пурнӑҫне сыхламашкӑн унӑн пурнӑҫӗ кирлӗ пулсан, вӑл хӑйне нихҫан та хӗрхенсе тӑмасть, юлташне нихҫан та сутмасть, ӑна тӑшман аллине тытса памасть.

А если требуется для выполнения долга перед Родиной, для сохранения многих жизней, он никогда не пожалеет своей жизни, никогда не продаст и не выдаст товарища.

Присяга // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ку шухӑш мана ҫеҫ мар, пурне те канлӗх памасть, анчах та ун ҫинчен никам та сасӑпа калаканах ҫук.

Я знал, что этот вопрос у всех на уме, но вслух его никто не задавал.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех