Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Ҫынни ҫакна чӗри патне те илмӗ: «унӑн пӗр пайне ҫунтарса ятӑм, кӑварӗ ҫинче ҫӑкӑр пӗҫертӗм, аш ӑшаласа ҫисе ятӑм; усӑ курмасӑр юлнӑ пайӗнчен ирсӗр япала ӑсталӑп-и вара? йывӑҫ каскине пуҫҫапӑп-и вара?» тесе каламалӑх унӑн пӗлӗвӗ те, ӑнланӑвӗ те ҫук.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Левитсем вуннӑмӗш пая илнӗ чухне вӗсен ҫумӗнче священник, Аарон ывӑлӗ, пулӗ: левитсем хӑйсен вуннӑмӗш пайӗнчен вуннӑмӗш пайне Турӑ Ҫуртне, пурлӑх управӑшӗсем валли уйӑрнӑ пӳлӗмсене, кайса хуччӑр, 39. мӗншӗн тесессӗн ҫав пӳлӗмсене Израиль ывӑлӗсен те, левитсен те парнелӗх ҫӑкӑр, эрех, ҫу кӳрсе тӑмалла.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Кааф ывӑлӗсене ҫак йӑхӑн ытти кил-йышне, шӑпа тӑрӑх, Манассия ҫур йӑхӗн пайӗнчен вунӑ хула панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 26. эсӗ, Елеазар священник тата йӑх пуҫлӑхӗсем вӑрҫӑран илсе килнӗ тупӑша ҫынран пуҫласа выльӑх таранччен шутласа тухӑр; 27. тупӑша вӑрҫа кайса вӑрҫӑра ҫапӑҫнисемпе ытти халӑх хушшинче ҫурмалла уйӑр; 28. вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисенчен Ҫӳлхуҫа валли парне — этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх — ил, кашни пилӗкҫӗр чунран пӗрер ил; 29. ҫакна вӗсен пайӗнчен илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн Елеазар священника пар; 30. Израиль ывӑлӗсене тивӗҫлӗ пайран та этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх ил, вӗсене кашни аллӑ чунран пӗрер ил те Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсене пар, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 26. левитсене пӗлтер, кала вӗсене: Эпӗ сире Израиль ывӑлӗсен ҫӗклентерсе кӳрекен парнийӗнчен вуннӑмӗш пайне еткерлӗхе паратӑп, ӑна илсессӗн, вӗсем Ҫӳлхуҫана ҫавӑнтан парне кӳччӗр, вуннӑмӗш пайӗн вуннӑмӗш пайне паччӑр, 27. ку эсир йӗтем ҫинчен тырӑ кӳнӗ пек, юхтаркӑчран парне кӳнӗ пек шутланӗ; 28. ҫапла вара эсир те Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑрӑр: Израиль ывӑлӗсенчен илсе тӑракан парнерен, вӗсен пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайӗнчен, кӳрсе тӑрӑр, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парнене Аарон священника парӑр; 29. сире паракан пӗтӗм таса парнерен чи лайӑххине Ҫӳлхуҫана Унӑн умӗнче ҫӗклентерсе парнелӗр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иосиф вӗсене хӑйӗн сӗтелӗ ҫинчи апата партарса тӑнӑ, Вениамин пайӗ ыттисен пайӗнчен пилӗк хут ытларах пулнӑ.34. И посылались им кушанья от него, и доля Вениамина была впятеро больше долей каждого из них.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах хӗрарӑмсем те хастарлӑхӗпе, харсӑрлӑхӗпе этемлӗхӗн вӑйлӑ пайӗнчен пачах та кая юлманнине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№