Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сергее вӑратакан пулмарӗ, хӑй вӑл час вӑранаймарӗ, куҫне уҫсан амӑшне курчӗ: вӑл ывӑлӗ ҫине пӑхса пӗшкӗнсе ларнӑ, ҫулҫӑсем витӗр сӑрхӑнакан хӗвел пайӑркисем унӑн пичӗ ҫине те, хулпуҫҫисем ҫине те, кӑкӑрӗ ҫине те ӳксе йӑлтӑртатса вылянӑ.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӗвел те йывӑҫсем хыҫне пытанчӗ, ун юлашки пайӑркисем ҫулҫӑсем ҫинче чӗтренсе выляҫҫӗ, сӗтел хушшинче ҫаплах сас-шав кӗрлесе тӑрать.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫак тӗрлӗрен тумлӑ та тӗрлӗрен питлӗ-куҫлӑ халӑх хушшинче Сергей пӗр карчӑка асӑрхарӗ, калпакӗ айӗнчен ун кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркисем тухса тӑраҫҫӗ.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӳпене улӑхса ҫитсен каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ: хыҫра, ҫап-ҫутӑ хӗвел ҫутинче, хуттӑр сапаланса выртать, шуратнӑ ҫуртсем йӑлкӑшса лараҫҫӗ, ҫил арманӗн сӗвек тӑррине хӗвел пайӑркисем куҫа шартарса ҫутатаҫҫӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл лаптӑкӑн-лаптӑкӑн кӑвакарма пуҫларӗ, куҫа шартарса яракан шурӑ ҫӳҫ пайӑркисем унӑн пуҫне хӑвӑрт чӑпарлатрӗҫ, сухалне те шурӑ пӗрчӗсем карса илчӗҫ.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗвел пайӑркисем, темиҫе татӑк пулса, вӗтелсе, сарса хунӑ веер пек ҫӳлелле пӗрхӗнеҫҫӗ, хулӑн пӗлӗтсене шӑтарса тухаҫҫӗ, унтан вара, ҫитмӗл те ҫичӗ тӗспе йӑлкӑшса, пӗр-пӗринпе хутшӑнса каяҫҫӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Капланса ларнӑ пӑр муклашкисем пек кӳлепесӗр пӗлӗт куписем варринче витӗр уҫӑ ярӑм палӑрать, ҫав таткаланчӑк ярӑма анса ларнӑ хӗвелӗн шупка-сарӑ пайӑркисем пӗр тамалмасӑр сӑрхӑнса тухаҫҫӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Мамак тутӑр айӗнчен ҫӳҫ пайӑркисем тухса кайрӗҫ, Аксинйӑн питне-куҫне кӑтӑклама пуҫларӗҫ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑшӗ-пӗрисем арман патнелле чакса кайрӗҫ, леш Таврида ҫынни, вутпуҫҫине сулкаласа, кӑвак тӗтӗм ӑшӗнчен хӗлхем пайӑркисем сирпӗтсе, шавах кӑшкӑрать.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл урисене сарса ярса, пуҫне хура юн лачаки ӑшне пуҫнӑ, пичӗ ҫине лачкам юнлӑ ҫӳҫ пайӑркисем усӑнса аннӑ; хӑйӗн кун-ҫулне ирттернӗ курӑнать вӑл ҫак хаваслӑ сенкер ҫӗр ҫинче…
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чӑмӑртаннӑ пӳрне хушӑкӗсене ҫӳҫ пайӑркисем лекрӗҫ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак самантра Левко пӳрт патне ҫитсе тӑчӗ: чӳречи уҫӑ; уйӑх пайӑркисем чӳрече витӗр кӗрсе ҫывӑракан Ганна ҫине ӳкнӗ; Ганна пуҫне алли ҫине хунӑ; питҫӑмартийӗсем хӗрелсе кайнӑ; тутисем тӗлӗкре Левко ятне каласа пӑшӑлтатаҫҫӗ.
VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Юлхавлӑ та шухӑшсӑр, канма тухнӑ евӗр, лараҫҫӗ пӗлӗте ҫити ҫӳлӗ юмансем, куҫа шартаракан хӗвел пайӑркисем вара, вӗсене пырса ҫапӑнаҫҫӗ те, нумай-нумай ҫулҫӑсене ҫав тери илемлетсе йӑлкӑштараҫҫӗ, теприсем ҫине вӗсем, ҫӗрлехи тӗттӗм пек йӑм-хура мӗлке ӳкереҫҫӗ, вӗсем ҫинчен вара вӑйлӑ ҫил вӗрсен ҫеҫ ылтӑн пӗрхӗнет.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӑшпӗр ҫӗрте кӗртсем ҫийӗн кӑштах палӑрса тӗтӗм пайӑркисем ҫӗкленеҫҫӗ те, вӑрман тӑррине ҫитеймесӗр сывлӑшра хутшӑнса каяҫҫӗ: тул ҫутӑлса пынӑ май фронт ҫывӑхӗнчи ҫӗр пӳртсенче кӑвайтсем сӳнеҫҫӗ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӗвел кунти сарлака чӳречесене те пӗтӗмпех ҫутатать, халь анчах сӑтӑрнипе шуса тӑракан паркет ҫинче ҫутӑ пайӑркисем ялкӑшса илеҫҫӗ.Солнце заливало широкие окна, — скользкий, только что натертый паркет был исписан бликами.
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак сехетре мӗн ҫине пӑхатӑн, пурте чӑн-чӑн та илемлӗ картина пек курӑнать: хӗвел пайӑркисем йывӑҫсене ҫап-ҫутӑн ҫутатнипе ҫулҫӑсем те хӑйсем витӗр ҫип пек ҫинҫе ҫутӑ пайӑркисене ҫӗр ҫине яраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем халӗ ирхи сывлӑм тумламӗсемсӗр тӑрса юлнӑ та, йӑлтӑртатмаҫҫӗ; машинасем — кунта легковойсем те, грузовиксем те пур — лаша транспортӗнчен чылай инҫене икӗ рете ларса тухнӑ, шоферсем, хӑйсен йӑлипе пӗр ушкӑна пухӑнса тем ҫинчен питех те шакӑлтатса калаҫаҫҫӗ; кучерсен яланах ҫавӑн пек; хӑйсен ӗҫӗсем, хӑйсен интересӗсем пур — Дорофей вӗсен пуҫлӑхӗ, пурте вӗсем чикарккӑ туртаҫҫӗ, машинӑсем хӑваласа иртнӗ эпир пӗлекен ҫӳрен ӑйӑрсене тимлесех сӑнаҫҫӗ, — хӑйсемпе юнашар тӑракан лашасем ҫине пӑхмасӑр апат ҫиччӗр тесе, вӗсене айккинерех тӑратнӑ тачанка ҫумне кӑкарнӑ; тикӗт сӗрнӗ атӑ тӗсӗ кайнӑ лампассемлӗ шӑлавар тӑхӑннӑ, ҫийӗнчи тӑвӑртарах пиншакӑн тӳмисене пурне те тӳмеленӗ Тутаринов старик Никита Мальцевпа тата Стефан Петрович Рагулинпа тем ҫинчен калаҫать; вӑхӑт-вӑхӑтпа площадьре тытӑнчӑклӑрах сасӑ янӑраса каять: «Электричество пысӑк вӑй пулса тӑнине сирӗн ӑнланмалла ӗнтӗ!» — ку Прохор Ненашев хӑй пекех электриксене темскер ӑнлантарса парать; Илья Стегачев, пухӑва килнӗ кашни ҫынна сывлӑх сунать, хӑнасене типографи краски шӑршинчен те тасалса ҫитеймен ҫӗнӗ хаҫат парать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кам ҫуллахи ир Рощенскире пулса, халь ҫеҫ тухакан хӗвелӗн ҫутӑ пайӑркисем ҫинче садсем симӗс мар, тӗксӗм-кӗрен тӗслӗ пулнине курнӑ, кам ҫулҫӑсем ҫинчи йӑлтӑркка ирхи сывлӑм тумламӗсене, площадьри парк сип-симӗс ешернине, йывӑҫсенчен пӗтӗм урам анлӑшӗпех ӳкекен нӳрлӗ сулхӑна, халӑхпа тулма ӗлкӗрнӗ шавлӑ площаде сӑнанӑ, — ҫав ҫын станицӑн ҫутӑ та кӑмӑла килентерекен сӑнарӗнче тӗлӗнмелле илемлӗхпе ҫамрӑклӑха асӑрхаса илет.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Варвара Сергеевна сахал тата туйса ҫывӑрнӑ; вӑл куҫне уҫнӑ тӗле пӳлӗмре ҫутӑ ҫуннӑ, сӗтел хушшинче, ҫурӑмне кровать еннелле туса, Татьяна ларать — унӑн тутӑрӗ хулпуҫҫи ҫине усӑнса аннӑ, ҫӳҫ пайӑркисем ҫамки ҫине ӳкнӗ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кун каҫ енне сулӑннипе хӗвел чылай аяла аннӑ, хӗвел пайӑркисем райкомӑн уҫса пӑрахнӑ чӳречисем витӗр чалӑшшӑн ӳксе, Кондратьевӑн алӑ ҫине хунӑ шурӑ ҫӳҫлӗ пуҫне, шӑртлӑ куҫхаршисене, ҫамкаран ҫӳлерех хуҫлатса тытнӑ пӳрнисем хушшинчи ҫӳҫне ҫутатаҫҫӗ.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Аса илчӗ те, тӗттӗмлӗх сасартӑк, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чухнехи пек сирӗлчӗ, вара унӑн куҫӗ умне тусем тӑрринче хӗвел аннӑ картина тухса тӑчӗ: чул-тусем ҫинчен ӳкекен ӗмӗлкесем тӑсӑлса анчӗҫ, ту хушшисене хӗвелӗн чалӑш пайӑркисем ӳкрӗҫ, ҫак вӗри те ҫутӑ чалӑш пайӑркасем витӗр ӗне кӗтӗвӗ иртет…
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.