Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пысӑк пӗсехеллӗ пӗр мӑшӑр ӑшӑ кӑвакарчӑн чӗппине вӑл ҫӗлӗкӗ ӑшне лартнӑ, ҫиелтен ӑна ваткӑллӑ пиншак аркипе витнӗ, хӑй, вӑрӑ пек, тавраналла йӑлт-ялт пӑхкалать, именчӗклӗн кула-кула илет, ҫил, ҫурҫӗртен вӗрекен сивӗ ҫил, унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркине вӗлтӗртеттерет.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӳҫ пайӑркине аллипе кӑкӑр ҫумне пӑчӑртаса, Радда выртать, унӑн куҫӗсем ҫӳлелле, кӑвак пӗлӗтелле пӑхаҫҫӗ, урисем патӗнче маттур йӗкӗт Лойко сарӑлса выртать.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Радда ҫӗҫҫе туртса кӑларчӗ те аяккалла ывӑтса ячӗ, ҫӗҫӗпе чикнӗ тӗле хӑйӗн хура ҫӳҫ пайӑркине тытса лартрӗ, йӑл кулса, уҫӑ сасӑпа ҫапла каларӗ:
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
— Усал этем Маргаритӑна питӗнчен ачашласа илчӗ, унтан унӑн ҫӳҫ пайӑркине пӳрне ҫине чӗркесе хӑй патнелле туртрӗ.— Злодей погладил Маргариту по щеке, затем намотал на палец ее волосы и потянул к себе.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл хӑйне вулама кансӗрлекен ҫӳҫ пайӑркине пуҫтарнине, йывӑр сӑмахсене ӑнланасшӑн пулнӑ пекех, тенкел ҫинчен сике-сике тӑнине те асӑрхарӑм эпӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Варя йӑлт хӗрелсе кайнӑ, президиумра ларать те аллине кӑранташ тытнӑ, сӑмси ҫинех анакан ҫӳҫ пайӑркине пӗрмай хӑлхи хыҫнелле тӳрлетсе ярать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Виҫҫӗмӗш тӳми ҫумне йӗс вӑчӑра ҫаклатса янӑччӗ, ун ҫине икӗ хутлӑ лорнет ҫакнӑ; калама ҫук пысӑк эполечӗсене амур ҫунаттисем пек туса, ҫӳлелле тавӑрнӑ; атти чӗриклетет, сулахай аллине хӑмӑр лайковӑй перчеткипе карттусне тытнӑ, сылтӑмӗпе кӑтралатнӑ ҫӳҫ пайӑркине самантсерен тӳрлеткелесе илет.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл, ирхи хӗвелӗн пирвайхи пайӑркине хисеплесе, хӑйӗн чи ырӑ шӑршине сарса яракан чечек пек; ҫак самантра татмалла та ӗнтӗ ҫак чечеке, унӑн пылакне чун савӑниччен ҫӑтатӑн та унтан вара ҫул ҫине кӑларса пӑрахатӑн: кам та пулин илӗ те-и ҫавна.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хура гестаповец мана сухалран ярса тытать те, туртса кӑларнӑ пайӑркине кӑтартса, мӑшкӑлласа кулать.Черный гестаповец хватает меня за бороду и самодовольно усмехается, показывая клок вырванных волос.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
19. [Далида] Самсона хӑй чӗрҫийӗ ҫинче ҫывӑратса янӑ, унтан пӗр ҫынна чӗнсе илнӗ те ӑна Самсонӑн ҫичӗ ҫӳҫ пайӑркине касса пӑрахма хушнӑ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. [Далида ӑна хӑй чӗрҫийӗ ҫинче ҫывӑратса янӑ, Самсон ҫывӑрса кайсан, вӑл унӑн ҫичӗ ҫӳҫ пайӑркине илнӗ те] вӗсене пир вырӑнӗ ҫумне ҫапса лартнӑ, вара каланӑ ӑна: Самсон, филистимсем сана тытма килеҫҫӗ! тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Самсон ӑна каланӑ: пир тӗртнӗ чухне манӑн ҫичӗ ҫӳҫ пайӑркине ураҫҫине кӗртсе ярсан, кайран пире пӑтапа пир вырӑнӗ ҫумне ҫапса лартсан [эпӗ вӑйран каятӑп та ытти ҫынсем пекех пулатӑп], тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем пӗчӗклех хура-шуррине самай астивнӗскерсен пурнӑҫне хӗвелӗн ҫутӑ пайӑркине кӗртме тӑрашаҫҫӗ…
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №