Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

обществӑпа (тĕпĕ: общество) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Маларах Елчӗк район, унтан республика хаҫачӗсенче практикӑра пулнӑ вӑхӑтрах эпӗ ҫырнисемпе тӗплӗн паллашса пынӑ чӑн-чӑн хаҫатҫӑсем мана ҫийӗнчех обществӑпа политика пурнӑҫӗнчи пысӑк пулӑмсене ҫутатма явӑҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Право сыхлавӗн ытти тытӑмӗсемпе, власть органӗсемпе тата гражданла обществӑпа тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине пула регионта наркотиксемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру палӑрмаллах лайӑхланчӗ, «ҫивӗччинчен» «вӑтамми» таран улшӑнчӗ.

Благодаря эффективному взаимодействию с другими правоохранительными структурами, органами власти и гражданским обществом наркообстановка в регионе улучшилась, изменившись с «напряженной» на «удовлетворительную».

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотӗрӗслев органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=61 ... 826d95cace

Арбенин сӑнарӗнче актер обществӑпа тата хӑйӗнпе хирӗҫӗве кӗнӗ ҫамрӑк ҫын инкекне питӗ ӑста кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх - республикӑри обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ тӑнӑҫлӑ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Канашлу тӗллевӗ - социаллӑ экономика, обществӑпа политика лару-тӑрӑвне шута илсе вӗсене канӑҫ паман ыйтусене хӑйсенчен илтесси, нормативлӑ майпа йӗркелесе ҫитереймен, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа, бюджетсен хушшинчи хутшӑнусен, налук саккунӗсем тӗлӗшпе тухса тӑнӑ ҫитменлӗхсене, урӑхла каласан - пуҫлӑхсене те, ахаль ҫынсене те пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене, уҫӑмлатасси.

Куҫарса пулӑш

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Ҫакӑ республикӑра обществӑпа политикӑн ҫирӗп лару-тӑрӑвӗ малашне те сыхланса юлассине шанчӑклӑн ҫирӗплетме май парать.

Это с большой долей уверенности позволяет прогнозировать сохранение в республике стабильной общественно-политической ситуации.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех