Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нимӗнсӗрех (тĕпĕ: ним) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пире нимӗнсӗрех касаҫҫӗ те тураҫҫӗ.

— Хоть мы ничего и не делаем, нас все равно режут и бьют.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗҫе укҫапа, укҫапа кӑна туса пыма пулнине никам та Марья Алексевнӑран лайӑхрах пӗлмен ӑна, хӑйсен идеалла илемлӗхӗпе илӗртекен ӗҫсене вара нумай, нумай укҫапа анчах туса пыма пулать, вӑл ӗҫсем питӗ вӑраха тӑсӑлаҫҫӗ, укҫана нумай пӗтереҫҫӗ те хӑйсем нимӗнсӗрех пӗтсе лараҫҫӗ.

Никто не знал лучше Марьи Алексевны, что дела ведутся деньгами и деньгами, а такие дела, как обольщавшие ее своею идеальною прелестью, ведутся большими и большими деньгами и тянутся очень долго и, вытянув много денег, кончаются совершенно ничем.

XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кунта эпӗ нимӗнсӗрех килтӗм, лайӑх астӑватӑп.

Приехал я сюда безо всего, фактически помню.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сана нимӗнсӗрех тупчӑр тесе.

Чтобы тебя нашли просто так.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла эпир пӗр нимӗнсӗрех хамӑр чатӑр патне таврӑнтӑмӑр.

Так мы ни с чем и вернулись к палатке.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӗрлӗрен ҫынсем пур-ҫке, хӑшӗсем акӑ нимӗнсӗрех эрешменсемпе таракансенчен, шӑшисенчен хӑраҫҫӗ, тӳррипех калас-ши, эпӗ ача чухнех пӗр карчӑк ман пирки аннене юмӑҫ ярса панӑ; хаяр арӑмӗнчен вилмелле, тенӗ вӑл ман пирки; ку мана ун чухнех ытла тӗлӗнтернӗ: авланасси ҫине ҫав тери йӗрӗнсе пӑхакан пултӑм… анчах вӑл калани мана тӗрӗсе килес пек туйӑнать; ҫапах та эпе май килнӗ таран ҫавӑ каярах килтӗрччӗ тесе тӑрӑшӑп-ха.

Ведь есть люди, которые безотчетно боятся пауков, тараканов, мышей, признаться ли, когда я был еще ребенком, одна старуха гадала про меня моей матери; она мне предсказала мне смерть от злой жены; это меня тогда глубоко поразило; в душе моей родилось непреодолимое отвращение к женитьбе… между тем что-то мне говорит, что ее предсказание сбудется; по крайней мере буду стараться, чтоб оно сбылось как можно позже.

Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

46. Вара Мария ҫапла каланӑ: Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана аслӑлать; 47. Манӑн чун-чӗрем Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать: 48. Вӑл Хӑй чурин йӑвашлӑхне курчӗ; малашне ӗнтӗ Мана пур халӑхсем те мухтавлӗҫ; 49. Хӑватлӑскерӗ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ; Унӑн ячӗ сӑваплӑ; 50. Хӑйӗнчен хӑракансене Унӑн ырӑлӑхӗ сыпӑкран сыпӑка пырать; 51. Вӑл Хӑйӗн аллин хӑватне кӑтартрӗ, хӑйсем ҫинчен мӑнаҫлӑ шухӑшлакансене салатса ячӗ; 52. вӑйлисене хӑйсен чаплӑ вырӑнӗнчен сирпӗтрӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ; 53. выҫӑхнисене ырӑлӑхӗпе тӑрантарчӗ, пуяннисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ; 54-55. аттемӗрсене каланине — Авраама, унӑн йӑхне ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх пулӗ тенине — аса илсе, Вӑл Израиле, Хӑйӗн чурине, пулӑшрӗ, тенӗ.

46. И сказала Мария: величит душа Моя Господа, 47. и возрадовался дух Мой о Боге, Спасителе Моем, 48. что призрел Он на смирение Рабы Своей, ибо отныне будут ублажать Меня все роды; 49. что сотворил Мне величие Сильный, и свято имя Его; 50. и милость Его в роды родов к боящимся Его; 51. явил силу мышцы Своей; рассеял надменных помышлениями сердца их; 52. низложил сильных с престолов, и вознес смиренных; 53. алчущих исполнил благ, и богатящихся отпустил ни с чем; 54. воспринял Израиля, отрока Своего, воспомянув милость, 55. как говорил отцам нашим, к Аврааму и семени его до века.

Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: нимӗнсӗрех сутса янӑ сире, кӗмӗл тӳлемесӗрех хӑтарӗҫ сире.

3. ибо так говорит Господь: за ничто были вы проданы, и без серебра будете выкуплены;

Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех