Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунта кӑвак чул никӗс ҫине аслӑ вите лартнӑ, унпа юнашар пекех утӑ хумалли аслӑк, урапа сарайӗ, хӑмӑт-пӑяв таврашне юсакан мастерской, аяккарахра — ӗнесем хупмалли ҫутӑ вите, хӑма витнӗскер, тата тӗрлӗрен йывӑҫран пуҫтарса тунӑ сурӑх вити вырнаҫнӑ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑрман хӗрринче ларнӑ виҫ-тӑватӑ пӳрте бомбӑсем никӗс пӗренисем таранах салатса, ывӑтса пӗтернӗ, тӗреклӗ кӑмакасем те ишӗлсе аннӑ, йӗри-таврах кирпӗч тӗпренчӗкӗсем сапаланса выртаҫҫӗ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗтӗмӗшле илсен вӗсен ӗҫӗнчи тӗп никӗс – патшалӑх органӗсенчи тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑхсенчи, патшалӑх тата муниципаллӑ учрежденисенчи ӗҫ-хӗле уҫҫӑн тата тӗрӗс тытса пырасси пулса тӑрать.
Патшалӑх пуянлӑхӗ – патшалӑх хыснинчен килет // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3595-patshal ... chen-kilet
Эсир пур саккунсене те пӑсатӑр: ҫын кӑларнисене ҫеҫ те мар-ха, ҫанталӑк саккунӗсене те шута илместӗр, этем обществи тӗренсе тӑракан никӗс айне чаватӑр эсир…
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Разметнов ӑшӑ никӗс ҫумне ҫурӑмӗпе тӗршӗнсе выртрӗ.Размётнов лег под теплый фундамент, прижавшись к нему спиной.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун чух мӗнле марксистла никӗс шыранине курӑпӑр унта!Посмотрим, какое марксистское обоснование ты тогда будешь подыскивать!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑкӑр кӑштах мӗкӗркелесе тӑчӗ, мӑйракипе никӗс тӑприне хӑйӑрса илчӗ те пӑрӑнса утрӗ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӑспа ӗҫлекен машинӑна никӗс ҫумнех ҫирӗплетсе лартнӑ иккен.
Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тӗплӗнрех каласан, унӑн ҫак ҫул-йӗре суйласа илме халлӗхе шанчӑклӑ никӗс ҫук, темелле.Да, если говорить строго, оснований больших для того, чтобы ей избрать путь такой, сейчас еще нет.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
4. Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегийӗ Чӑваш Республикин патшалӑх программисене, Раҫҫей Федерацийӗн икӗ тата ытларах субъекчӗн территорине планламалли схемине, Чӑваш Республикин территорине планламалли схемӑна тата Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫламалли ӗҫсен планне туса хатӗрлемелли никӗс пулса тӑрать.
Чӑваш Республикинче стратегилле планлас ӗҫ ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №4 от 13 февраля 2018 г.
Аслисенчен паха опыта вӗренсе, хӑнӑхса пыни малашлӑх валли никӗс ҫеҫ пулӗ.
Староста удостоверенийӗ яваплӑха тата ӳстерӗ // Н. МИХАЙЛОВА. «Авангард», 2019.06.07
Муниципалитет районӗсен, ял хуҫалӑх организацийӗсен пуҫлӑхӗсен ҫакна лайӑх ӑнланса илмелле: ялти ӗҫ пӗлтерӗшне конкуренцие юрӑхлӑ туса кӑна ҫамрӑксене ялсемпе саласенче хӑвармалли лайӑх никӗс хывма пулать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Лайӑх пӗлӳ илнӗ, Раҫҫее парӑннӑ ҫынсем – ҫӗнӗ экономикӑна йӗркелемелли, тивӗҫлӗ ӗҫ укҫиллӗ пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем туса хумалли ҫирӗп никӗс.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ҫак конкурентлӑ хутлӑхра тӗрӗс ориентирсем суйласа илнисем, чӑн малтанах, шалти вӑй-хӑвата – ҫынна инвестицисем хывассине, ҫамрӑк ӑрӑва лайӑх воспитани тата пахалӑхлӑ пӗлӳ парассине – тӗп вырӑна хурса малалла аталанма ҫирӗп никӗс хывнисем мала иртеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Урасем ҫӗре перӗни-перӗнми чухне — этем ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче: айра ҫирӗп никӗс ҫук, ҫӳлте вӗҫме — ҫунат.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Йӗркелӳ комитечӗн членӗсем ӑна пур енлӗн тишкернӗ хыҫҫӑн никӗс вырӑнне йышӑнчӗҫ.
Чӑваш Ен уява хатӗрленет // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Михаил Игнатьев юлашки ҫулсенче республика малашне те тӑнӑҫлӑ аталанса пытӑр тесе ҫирӗп никӗс хывнине каларӗ.
Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Пырса кӗнӗ чухне пӗр баракпа пӗрремӗш тӑватӑ ҫурт валли янӑ никӗс ҫеҫчӗ паянхи пысӑк хула вырӑнӗнче.
Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
1972 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче никӗс ямашкӑн ҫӗр чавма пуҫланӑ.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Уйрӑм сӑлтавпа ҫыхӑннӑ кӗлӗ сӑмахӗсен шутне Н.И. Ашмарин никӗс пӑтти, ӗне ырри кӗллисене, вӗрӳ-суру чӗлхисен кӗлӗ йышши сӑмахӗсене, вупкӑн чӳкленӗ чухне каланисене, мӑн кӗлӗ вырӑнне чӳкленисене кӗртет.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.