Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

никампа (тĕпĕ: никам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй пӗччен ӳснӗрен, никампа калаҫма ҫукран ачисене тӑван хыҫҫӑн тӑван парнеленӗ вӑл.

От того, что она росла одна, не с кем было поговорить, детям она дарила друг за другом родных.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Никампа канашламасӑр, хӑй пӗлнӗ пек чакаланнӑ арҫын.

Куҫарса пулӑш

Ҫапма пӗлмесен... // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Александр Куприяновичпа чуна уҫса вӑрах калаҫма май килмерӗ пулин те /ӗҫри ҫынна нумайччен епле чӑрмантарас?/ вӑл пыл хурчӗ пекех ӗҫчен кил хуҫи пулнине, пурнӑҫӗнче мӗн те пулин улӑштарма май пулас тӑк мӑшӑрне никампа та улӑштармассине пӗлтӗм.

Мне не удалось подолгу поговорить по душам с главой семьи Александром Куприяновичем /занятого человека зачем беспокоить?/, но сразу видно, что он работящий человек, трудится как пчела и при этом очень любит свою супругу.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Тӗлӗнтермӗш самант пирки никампа та калаҫман-и?

— Об удивительном миге говорили кому-то?

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Вӗсене никампа та танлаштараймӑн, вӗсемпе мӑнаҫланмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

4. Укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, ура сырри те ан илӗр, ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр.

4. Не берите ни мешка, ни сумы, ни обуви, и никого на дороге не приветствуйте.

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ху чӗрӗ чухне, сывлан сывлӑшу пур чухне хӑвна ху никампа та ан улӑштар: 22. ывӑлусен куҫӗнчен пӑхса пурӑниччен ачусем хӑвӑнтан ыйтни лайӑхрах.

21. Доколе ты жив и дыхание в тебе, не заменяй себя никем; 22. ибо лучше, чтобы дети просили тебя, нежели тебе смотреть в руки сыновей твоих.

Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Вӑл хулана никам та пулӑшайман, мӗншӗн тесессӗн вӑл Сидонран аякра ларнӑ, никампа та ҫыхӑну тытман.

28. Некому было помочь, потому что он был отдален от Сидона и ни с кем не имел дела.

Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Вара леш пилӗк ҫын малалла кайнӑ, вӗсем Лаис хулине ҫитнӗ, унти халӑха курнӑ, вӑл, Сидон ҫыннисен йӑлипе, лӑпкӑ та ним шухӑшсӑр пурӑннӑ, ку ҫӗрте никам та никама кӳрентермен, пӑхӑнтарса тӑман: вӗсем Сидон хулинчен аякра пурӑннӑ, никампа та ҫыхӑну тытман.

7. И пошли те пять мужей, и пришли в Лаис, и увидели народ, который в нем, что он живет покойно, по обычаю Сидонян, тих и беспечен, и что не было в земле той, кто обижал бы в чем, или имел бы власть: от Сидонян они жили далеко, и ни с кем не было у них никакого дела.

Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл: «Сансӑр пуҫне никампа та пулман», — тесе ачасен сывлӑхӗпе тупа турӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Амӑшне курнӑ хыҫҫӑн Настьӑн кӑмӑлӗ улшӑнать, чӗмсӗрленет, никампа та хутшӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Сусӑрлӑх пенсийӗпе ҫырлахса ларма пулать паллах: никампа хутшӑнмасӑр, кун-ҫул илемне туймасӑр, хӑвӑн инкекӳнтен самантлӑха та уйрӑлмасӑр...

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Ярды» ансамбле урӑх никампа та пӑтраштараймӑн.

Ансамбль «Ярды» ни с кем не спутаешь.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех