Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑнаҫлӑха (тĕпĕ: мӑнаҫлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир Тӑван ҫӗршывӑмӑра хӳтӗлесе, хамӑрӑн мӑнаҫлӑха ҫирӗплетсе паратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри 12 шкул ачине паспорт парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/racc ... kolaev-res

Телей те пулмасан, ирӗклӗхне те ҫухатсан, мӑнаҫлӑха та мӗскӗнлӗхпе хупласан, ӗмӗтленме те, ӗмӗт-шухӑшне ҫитерме те пултараймасть пулсан мӗн тума пурӑнмалла-ха унӑн!

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Антон Сергеев (ZOOM) пулӑшнипе Z-символ, «Чувашия», «Вурнары» надписьсем мӑнаҫлӑха вӑйлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Район салтакӗсем валли - вӑйлатнӑ УАЗ машина // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11895-ra ... az-mashina

Ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнса, хамӑрӑн мӑнаҫлӑха ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Вӑл чӗрене касса амантрӗ; Мӑнаҫлӑха тӳнтерчӗ тӳп!

Куҫарса пулӑш

XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сӑрӑ-кӑвакрах кӗпи мӑйӗпе аллисене тачӑ хупланӑ; ҫӳллӗ, ҫӳхе харшисен айӗнчи пӑланӑнни пек йӑлтӑркка куҫӗсем мӑнаҫлӑха тӑп-туллин сӑнарлаҫҫӗ.

Платье, серое с голубым, плотно закрывало шею и руки; блестящие оленьи глаза под тонкими, высоко выведенными бровями казались воплощением гордости.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Наумов, хӑй те ҫурма тӑнра анчах пулсан та, мӑнаҫлӑха сирсе: — Нимех те мар, тӑхта, часах ҫитетпӗр. Ах, йывӑр та-ҫке сана, аттем, ытла йывӑр, — терӗ вӑл.

Наумов, сам находясь в полусознательном состоянии, отгоняя забытьё, успокаивающе бубнил: — Ничего, обожди, сейчас доползём. — И удивлялся: А и грузный же ты, папаня, тощой, а грузный.

Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.

Инкексем манӑн мӑнаҫлӑха пусӑрӑнтарчӗҫ, эпӗ тавлашса тӑмастӑп, пӑхӑнатӑп — шӑпам ҫавӑн пек манӑн.

Несчастья сокрушили мой некогда гордый дух: я уступаю и покоряюсь — таков мой жребий.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Атьӑр-ха хуларан килнӗ хӑнасем умӗнче хамӑр мӑнаҫлӑха мӗскӗнлетер мар, ыранхи туя савӑнӑҫлӑ, пуҫа усмасӑр ирттерер.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Вӑл хӗвеле, хӗрӳ, савӑк хӗвеле, ҫутӑ тӳпене, ҫутҫанталӑка — пурнӑҫӑн нумай-нумай енлӗ пӗтӗм илемне, калама ҫук пысӑк-пысӑк киленӗҫпе мӑнаҫлӑха — этем шухӑшлавне вӗлерет!

Он убивает солнце, жаркое, милое солнце, светлое небо, природу, — всю многообразную красоту жизни, убивает величайшее наслаждение и гордость — человеческую мысль!

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Анаталла аннӑ чух вӗсем татах та хытӑрах чупма пуҫларӗҫ, часах Ҫӑрттан мучин йӳле янӑ кӗпи хирӗҫ вӗрекен ҫилпе хӑмпӑланчӗ, хӑй вӑл, ури ыратнипе питне-куҫне пӗркелентерсе, ӑйӑрсене ҫаплах хытӑрах чупма хистерӗ, чӑпӑрккипе хаваслӑн сулкаласа, ҫинҫе сасӑпа: «Тӑванӑмсем, мӑнаҫлӑха ан ҫухатӑр!» — тесе кӑшкӑрчӗ.

Под изволок они все больше набирали резвости, и вскоре от встречного ветра неподпоясанная рубаха Щукаря вздулась на спине пузырем, а он все попрашивал у жеребцов скорости и, морщаясь от боли в ноге, весело помахивал кнутом, кричал тонким голоском: «Родненькие мои, не теряй форсу!»

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Манӑн тӑвӑлла кунсем те, хытӑ пӑлханнисем те пулман вӗт: эпӗ нимӗн те ҫухатман; манӑн совеҫе нимӗнле йывӑрлӑх та пусса тӑмасть, вӑл кӗленче пекех таса; нимӗнле хуйхӑ та манӑн мӑнаҫлӑха пӑчлантарман, апла пулсан та, темшӗн пӗтӗмпех пӗтсе пыратӑп!

Ведь ни бурь, ни потрясений не было у меня; не терял я ничего; никакое ярмо не тяготит моей совести: она чиста, как стекло; никакой удар не убил во мне самолюбия, а так, Бог знает отчего, все пропадает!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӗслӗхрен, хӑвӑртлӑха урхамах сӑнарлать, тӳсӗмлӗхе - кӗрешӳ паттӑрӗсем, мӑнаҫлӑха - ҫунатлӑ барс.

К примеру, скорость символизирует изображение лошади, выносливость - борцы кэреш, а достоинство - крылатый барс.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

4. Пирӗн вӑй — этем вӑйӗ мар, тӗрексене те аркатма пултаракан Турӑ хӑвачӗ: Турӑ хӑвачӗпе эпир суя шухӑшсене пӗтеретпӗр, 5. Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентнине хирӗҫ пыракан кирек мӗнле мӑнаҫлӑха та ҫӗнтеретпӗр, кирек мӗнле ӑслӑ ҫынна та парӑнтарса Христоса итлекен тӑватпӑр; 6. эсир чӑннипе те итлекен пулса ҫитсессӗн вара эпир сире кирек мӗнле итлеменшӗн те тивӗҫлипе хаса пама хатӗр пулӑпӑр.

4. Оружия воинствования нашего не плотские, но сильные Богом на разрушение твердынь: ими ниспровергаем замыслы 5. и всякое превозношение, восстающее против познания Божия, и пленяем всякое помышление в послушание Христу, 6. и готовы наказать всякое непослушание, когда ваше послушание исполнится.

2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Мӑнаҫлӑха этемшӗн пултарман, ҫилӗ-хаярлӑха та арӑмран ҫуралаканшӑн туман.

21. Гордость не сотворена для людей, ни ярость гнева - для рождающихся от жен.

Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Мӑнаҫлӑха Ҫӳлхуҫа та, этем те кураймасть, мӑнаҫлӑх вӑл — иккӗшӗ умӗнче те айӑплӑ.

7. Гордость ненавистна и Господу и людям, и преступна против обоих.

Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]

5. Научитесь, неразумные, благоразумию, и глупые - разуму. 6. Слушайте, потому что я буду говорить важное, и изречение уст моих - правда; 7. ибо истину произнесет язык мой, и нечестие - мерзость для уст моих; 8. все слова уст моих справедливы; нет в них коварства и лукавства; 9. все они ясны для разумного и справедливы для приобретших знание. 10. Примите учение мое, а не серебро; лучше знание, нежели отборное золото; 11. потому что мудрость лучше жемчуга, и ничто из желаемого не сравнится с нею. 12. Я, премудрость, обитаю с разумом и ищу рассудительного знания. 13. Страх Господень - ненавидеть зло; гордость и высокомерие и злой путь и коварные уста я ненавижу. 14. У меня совет и правда; я разум, у меня сила. 15. Мною цари царствуют и повелители узаконяют правду; 16. мною начальствуют начальники и вельможи и все судьи земли. 17. Любящих меня я люблю, и ищущие меня найдут меня; 18. богатство и слава у меня, сокровище непогибающее и правда; 19. плоды мои лучше золота, и золота самого чистого, и пользы от меня больше, нежели от отборного серебра. 20. Я хожу по пути правды, по стезям правосудия, 21. чтобы доставить любящим меня существенное благо, и сокровищницы их я наполняю. [Когда я возвещу то, что бывает ежедневно, то не забуду исчислить то, что от века.]

Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех