Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Хӑвӑрт аса илӗр Тинӗс Ҫар флочӗн офицерӗ пире шкулта тухӑҫ кӗрешӗвӗсен мелӗсене вӗрентнине, Кавӗрле, санра вӑй мӗкӗрсе тӑрать, асӑрхануллӑрах пул чӑмӑрусемпе, амантса-хуҫса пӗтерсе суд тенкелӗ ҫине лармалла ан пултӑр, — астутарчӗ Кирюк алӑкран тухнӑ чухне юлташӗсене.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫак «перекетлӗ производство» мелӗсене ӗҫе кӗртмелли лайӑх опытпа пирӗн республикӑри предприятисенче те хастарлӑн усӑ курма тытӑнмалла тесе шухӑшлатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче ҫарта пулнӑ, ҫар ӗҫӗсен мелӗсене, ҫапӑҫура ҫӗнтерме боецӑн мӗнле паха енӗсем пулмаллине пӗлнӗ.
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Иккӗмӗш ротӑра ҫынсем «Отче наш» пӗлмерӗҫ, виҫҫӗмӗшӗнче, сапаланчӑк строй пирки ыйтсан, офицерсем хӑйсем те арпашӑнса-пӑтрашӑнса кайрӗҫ, тӑваттӑмӗшӗнче пӑшал мелӗсене тунӑ чух темле салтак тӑнран кайса ӳкрӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унтан, рота ҫывӑхнерех пычӗ те: — Пӑшал мелӗсене, уйрӑмшарӑн-уйрӑмшарӑн, сасӑпа шутласа… Рота, шш-шай… аˊкра-ул! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл тӑстарса.
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Пашан» ҫынна хавхалантармалли мелӗсене асӑрхаманни те тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ: ҫав хӑйне майлӑ ӑмӑртура маттуртан та маттуртараххисене (урӑх никама та!) хваттерсемпе гаражсем, хисепне ҫухатнӑ ятсемпе наградӑсем, премисемпе тӗрлӗ шайри пуҫлӑх пуканӗсем валеҫсе савӑнтарасси!
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Малтанах бокс секцинче, каярахпа ачасене чӑваш наци кӗрешӗвӗн мелӗсене вӗрентме тытӑнать.
Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
61. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ вӗсем мана епле хӑртнине, мана хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗтӗмпех илтетӗн, 62. мана тапӑнакансен сӑмахне, вӗсен мана хирӗҫ кашни кунах шутласа кӑларакан чее мелӗсене пӗлсе тӑратӑн.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑлӑхсене воспитани памалли ҫемье мелӗсене малалла аталантараҫҫӗ, 2010 ҫулта вӗсем тӑлӑхсен — 80,6, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 94,5 процентне йышӑннӑ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
6 ҫулти арҫын ача самбо кӗрешӗвӗн мелӗсене алла илессишӗн тӑрӑшать, пӗрремӗш ӑмӑртӑва вара ҫулталӑк та 7 уйӑхра хутшӑннӑ.
Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
- 1
- 2