Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа та хӑш чухне вӗсем ҫинчен мансах каятӑн.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
— Манӑн йӗм пиҫиххийӗ хушшинче чӑнах та платник пуртти курӑнса тӑнӑ, эпӗ ун ҫинчен мансах кайнӑ-мӗн.У меня за поясом штанов действительно торчал плотничный топор, я забыл о нём.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Коля халӗ «вӗсем Ленӑпа иккӗш иртнӗ эрнере чугун ҫула сирпӗнтерсе яни» ҫинчен мансах кайнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл малтанах Нюша мӗн ҫинчен каланине ӑнланса та илеймен.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Эпӗ мансах кайнӑ! — тенӗ хӑрахалӑллӑскер.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Лена куҫҫуль ҫинчен мансах кайнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
— Ой, мансах кайнӑ, — аса илчӗ вӑл.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Укҫа пирки мансах кайнӑ!..
XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хӗрсе пӑшал пенӗ вӑхӑтра эпир хамӑрӑн кимӗ мӗнли ҫинчен мансах кайрӑмӑр, — сасартӑк, Ермолай вӑйлӑн хускалнине пула, (вӑл, персе ӳкернӗ кӑвакала илес тесе, пӗтӗм пӗвӗпе кимӗ хӗрри ҫине выртрӗ), пирӗн кивӗ кимӗ тайӑлса шыв ӑсса илчӗ те, пирӗн телее пулас, ытлашши тарӑн вырӑнтах мар, мухтавлӑн тӗпнелле анса кайрӗ.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Ӗҫхалӑхӗ вӗсене ырӑ сунса пӳрте чӗнсе кӗртет, анчах вӗсем кил хуҫи ҫинчен мансах каяҫҫӗ, турӑ ҫинчен кӑна шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫерҫисемпе дервиш ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вот усал, укҫа ҫинчен эпӗ мансах кайнӑ.
VIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пӗр самантлӑха Семён вӑрҫӑ ҫинчен те, пуҫ урлӑ вӗҫсе иртекен пульӑсем ҫинчен те, ӑнсӑртран хӑй те часах вилсе выртма пултарни ҫинчен те мансах кайрӗ.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Кунта Ярик чӑтса тӑраймарӗ, эпӗ хӑйне темиҫе ҫул вӗрентнине мансах кайӑк хыҫҫӑн ыткӑнчӗ…
Ярик // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 3–11 с.
Старик тӗнчери мӗнпур япаласем ҫинчен манчӗ, ҫав шутран, лашисем ҫинчен те мансах кайрӗ.
XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Мансах кайнӑ!
XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Эпир санпа ҫаплах тихана пӑхатпӑр, амӑшӗ ҫинчен мансах кайрӑмӑр.Мы с тобой все жеребенком любуемся, а о матери-то совсем и позабыли.
XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Мансах кайнӑ.
XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Фома пуҫне ҫӗкленӗ те шухӑшлӑн: — Сирӗн ҫинчен, атте, мансах кайнӑ… Нимӗн те илтеймерӗр эсир манран… — тесе хунӑ.Фома поднял голову и задумчиво сказал: — А про вас, папаша, я забыл… Ничего вы не услышали от меня…
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑна, ҫав япаласем ҫине пӑхса, старик ҫинчен мансах каять.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Мӗн эсир, Андрей Васильевич? — калла куҫӑнах каланӑран, яшки ҫинчен мансах, шак хытрӗ Кузьма Афанасьевич.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫынсем, юрӑ ҫинчен мансах, тавлашакансене сырса илчӗҫ.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.