Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрать (тĕпĕ: макӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вӗҫӗмсӗр макӑрать, вӗҫӗмсӗр куҫҫуль тӑкать.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килте ҫеҫ вӑл пӗр сассӑр кӳтсе макӑрать, минтер йӳҫек куҫҫульпе йӗпенет.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Амӑшӗ макӑрать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Хыҫалта амӑшӗ ахлатать, алра ача макӑрать.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Катя сасси илтӗнчӗ: «Ан хунӑр мана! Ан хупӑр мана!» — тесе макӑрать.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ял вӗҫӗнче путек макӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Юнашар пукан ҫинче ларакан этем, ял ҫынни, шӑппӑн макӑрать темшӗн.

Человек, сидевший на стуле, беззвучно плакал.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Макӑрать, — тет вӑл каялла таврӑнса.

— Плачет, — сказал, вернувшись к столу.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсем кулнӑ чух макӑрать вӑл, макӑрнӑ чух — кулать.

Когда все смеются, он плачет, когда все плачут, он смеется.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Макӑрать те ӗҫтерет, мӗншӗн тесен хытӑ вӑл.

Плачет, а угощает, потому как жадный до смерти.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йӗкӗт макӑрать ав, анчах вӑрттӑн вӑл та хӗпӗртенӗ тӗмелле.

Парень плакал, но в тайне и он был рад.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Те юрлать вӑл, те макӑрать.

то ли пел Анахвер, то ли плакал.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Чирӗ лӑпланаспа макӑрать, макӑрать вара, хӑйне хӑй те чараймасть.

— А как приступ пройдет, начинает плакать. И плачет, плачет, не может остановиться.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Те макӑрать, те сӑмсине туртать Шахрун, темӗскер нӑшӑклатнӑ евӗр илтенет.

Шахрун то ли всхлипывает, то ли шмыгает ушибленным носом и молчит.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шӑпӑр шӑтӑкӗнче ҫитӗннӗ хӗр татӑлса макӑрать, хӗрарӑмсем ӗсӗклеҫҫӗ.

В углу, у порога, горько плачет какая-то девушка; женщины, окружившие гроб, тоже всхлипывают.

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Таҫта алӑк уҫса хупни илтӗнет, кушак макӑрать.

Со стороны деревни доносятся то скрип открываемой двери, то надсадное мяуканье кошек.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Такам ҫывӑхрах нӑшӑк-нӑшӑк ӗсӗклесе макӑрать, пуртӑ тӑршшипе йывӑҫсене таккаса илет.

Потом приглушенные всхлипывания, звонкое постукивание по деревьям, очевидно, топорищем.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Салтак юррипе пӗтӗм халӑх макӑрать, пӑхса тӑма та ырӑ мар…

А народ поет-голосит песни солдатские, да такие тоскливые, что даже мне, мальцу, плакать хочется…

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗншӗн макӑрать?

Чего это она плачет?

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пасар хулан анат урамӗнче, лавккасемпе ҫырма ху шинчи анлӑ лаптӑкра, йӑшӑлтатать-ҫӑрӑлать, кӑшкӑрать, юрлать, кӗҫенет, макӑрать, ӗнӗрлет, вӑрҫать, чӗнет, хӑвалать, кулать, кӑтиклет, какалать…

Базар раскинулся на широкой площади в конце нижней улицы города, между речкой и длинным рядом лавок, и гогочет, и шумит, кричит и поет, смеется и плачет, гонит и зовет…

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех