Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрать (тĕпĕ: макӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ку мӗллескер чарусӑрскер капла, халӑх макӑрать — вӑл аташша пырать! — тиҫҫӗ кӑна.

— Это кто такой распущенный, народ плачет, а он идет балуется!

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

— Ав, вӑл макӑрать.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Укаҫ та макӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Василий енне пӑхса, анне ӳлесех макӑрать (эпӗ упӑшкан ашшӗпе амӑшне «атте», «анне» теттӗм)…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

— Наҫтаҫшӑн Платон макӑрать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пушӑ макӑрать уншӑн, пушӑ!

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Марине пӗр сӑмах калать те унчченхинчен те хытӑрах макӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Хӗрача макӑрать, хыпашласа, йывӑҫсем хушшипе утать.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

— Петр Васильч, тухса пӑхӑр-ха, Кӗҫтука тем пулнӑ, макӑрать вӑл, — терӗ пӑшӑлтатса.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кирук, ачаш чунлӑскер, хӑй те ӗсӗклесе илет, Лисукӗ вара куҫне уҫайми макӑрать

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Акӑ упӑшкипе арӑмӗ уйрӑлаҫҫӗ: мӑн хырӑмлӑ чипер хӗрарӑм, тӗреклӗ арҫын мӑйӗнчен уртӑнса, куҫ уҫайми макӑрать; лешӗ ӑна кӑлӑхах тем каласа лӑплантарма тӑрӑшать, аптранипе хӑй таврари ҫынсем ҫине ҫаврӑнса пӑхкалать, унтан каллех арӑмне ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа йӑпатма хӑтланать…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Картара выҫӑ качака пӗчӗк ача пек макӑрать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Питӗ тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ салтак чуна пырса тивмелле хурлӑхлӑ сасӑпа сӑпкари ача пек макӑрать: унӑн икӗ урине те чӗркуҫҫи таранах татнӑ иккен…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Коля хӑй макӑрать ҫак пурнӑҫра.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ура айӗнчи юр кӑчӑртатса макӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Чунӑм текерлӗк пек макӑрать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Кӗҫ-вӗҫ пусас пек макӑрать, — мӑкӑртатса илет пӗве хӗрринче тӑракан Парамун.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Манӑн ачалӑхри, ҫамрӑклӑхри пӗрремӗш юрату кӑнттам та телейсӗр пулнишӗн манпа пӗрле ҫанталӑк та макӑрать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вӑл такампа тулашса-ятлаҫса, такампа ӗмӗрлӗхех сывпуллашнӑ пек, хӑйне-хӑй татӑлса макӑрать.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ятламасӗ, хырӑм выҫҫине пӑхмасӑрах, яланхи йӑлипе шӑл йӗрет ӗнтӗ, ашшӗ нимӗн те чӗнмест, амӑшӗ вара вӗҫӗмсӗр макӑрать.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех